Çĕр е хваттер?

29 Кăрлач, 2015

Нумай ачаллă çемьесем çĕр вырăнне хваттер илме пултараççĕ

Иртнĕ çул вĕçĕнче РФ Президенчĕ В.В.Путин шăп та шай çакăн çинчен калакан саккуна алă пуснă. Вăл 2015 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет.

Ку вăл нумай ачаллă çемьесене патшалăх енчен пулăшу парассине лайăхлатассипе çыхăннă. Пурте пĕлетпĕр, 3 е ытларах ача çитĕнтерекенсене патшалăх, хваттерсĕр пуçне, çĕр лаптăкĕ уйăрса парса та пулăшать. Унта пурăнмалли çурт лартмалли йĕрке те пур. Анчах та чылай чухне çав уйăрса паракан çĕр лаптăкĕсем патне çул, электричество, газ, шыв пымасть, çавна пула нумай ачаллă çемьесем çав тăкаксене хăйсем çине илеймеççĕ. РФ саккунĕсем вара влаç тытăмĕсене çав çĕр лаптăкĕсене инженери тата çыхăну хатĕр-хĕтĕрĕсемпе тивĕçтерме çирĕппĕн яваплантараççĕ. Çакна тивĕçтермен лару-тăрура нумай ачаллă çемьесем çĕр вырăнне хваттер те илме пултараççĕ.

Статистика кăтартăвĕсемпе, паян куна Раççей Федерацийĕнче нумай ачаллă 950 пин çемье, вĕсенче 3,1 миллион ача çитĕнет. Çав çемьесенчен 321 пин те виççĕрĕшĕ çĕр илме евитленĕ, 135 пин те 700-шĕ хваттер илме черете тăнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.