- Чăвашла верси
- Русская версия
Паян та, ыран та тав тăвĕç вĕсем
2 «в» класра вĕренекенсем «Тетте» журнала çав тери юратаççĕ. Унта пичетленекен поэт-писательсен сăвви-калавне кăмăлласа вулаççĕ. Республикăри тĕрлĕ район ачисен ĕçĕсемпе те хаваспах паллашаççĕ.
- Ачасем, хаçат-журналпа кĕнеке тусĕсен çеç тавракурăмĕ аталанать. Малашне те юратнă «Теттепе» çыхăну тытăпăр. Паян вара журнал валли ÿкерчĕксем тăвăпăр, - терĕ класс ертÿçи Эльвира Михайловна Данилова.
Арçын ачасемпе хĕрачасен куçĕсем çăлтăрла çиçсе илчĕç. Тахăшĕ чĕрĕ вăй вĕрсе кĕртрĕ.
- Урра! Эпир хаваспах ĕçе пуçăнăпăр!
- Апла пулсан альбомсене кăларăр-ха, - хушрĕ педагог.
Вĕренекенсем альбомĕсене уçса хуриччен шарламасăр тăхтаса тăчĕ хăй. Вара тÿрĕ лармалли çинчен асăрхаттарчĕ. Унтан Эльвира Михайловна, сĕтел хушшинчен тухса, партăсем çумĕпе утрĕ. Кам мĕн ÿкерет-ши? Хăвăрт ĕçлеççĕ ачасем, кăранташ тытнă пÿрнисем вылянаççĕ кăна. Ытармалла мар ÿкерчĕк тăвакан сахал мар иккен.
- Чи ăнăçлисене редакцие ярса парăпăр, - ăнлантарчĕ учительница вĕренекенсене.
...Пĕчĕккисене юратнăранах Эльвира Михайловна педагог профессине суйласа илнĕ. Кăçалхи август уйăхĕнче шкулта ĕçлеме пуçланăранпа вăтăр çул çитет. Ачасем çеç мар, ашшĕ-амăшĕ те хастар педагога хисеплет. Кашниех хăй пепкине унăн класне ярасшăн ăшталанать.
2 «в» класра хастар ача нумай. Вĕсем районта, республикăра иртекен ăмăрту-конкурсра яланах малти вырăнсене тухаççĕ.
- Эльвира Михайловна пулăшса та хавхалантарса пынăран çитĕнÿ тăватпăр. Акă вăл хăпартлантарнăранах сырăшсем хатĕрлерĕмĕр. Халĕ вĕсем валли килтен апат-çимĕç илсе килетпĕр. Уйрăмах çерçисем кĕшĕлтетеççĕ унта. Тусăмăрсем епле чĕвĕлтетсе апатланнине пăхса тăма мĕн тери кăмăллă! Пушă вăхăтра юртан тĕрлĕ кĕлетке ăсталатпăр тата! - теççĕ ачасем пĕтĕм кăмăлтан.
Темиçе çул каялла шкултан вĕренсе тухнисем те Эльвира Михайловна патне килеççĕ, тав сăмахĕ калаççĕ.
- Эльвира Михайловна, эсир пире çын турăр. Анне вырăнĕнче пулса çирĕп ăс патăр, аслисемпе кĕçĕннисене хисеплеме, ватăсене пулăшмалли пирки вĕрентсех пытăр. Сирĕн умăрта ĕмĕр парăмра, - теççĕ тав тунă май.
Луиза ВАСИЛЬЕВА. Вăрнар районĕ, Вăрнарти 1-мĕш шкул.
АВТОР сăнÿкерчĕкĕсем.
Комментари хушас