Комментари хушас

29 Кăрлач, 2015

Çырăва хаклаççĕ

Ирина Письменская, Раççей ялхуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ:

- Агропромышленноç комплексĕпе ытти отрасльсене укçа-тенкĕ енчен пулăшассипе ĕçлекен патшалăх банкĕн представителĕ пулнă май яла пулăшмалли çинчен калакан сăмахсене илтме кăмăллă пулчĕ. Экономика йывăррăн аталанса пынă тапхăрта пирĕн пурсăмăрăн та шалти резервсемпе усă курса хамăр ĕçĕн тухăçлăхне ÿстермелле.

Пирĕн филиалăн тĕп тĕллевĕ – çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме организацисене кредит уйăрасси, АПК тытăмĕнчи инвестици программисене пурнăçлама укçа-тенкĕ енчен, çавăн пекех пурăнмалли çурт тума, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма пулăшасси. Патшалăх влаç органĕсемпе пĕрле алла-аллăн ĕçлесен кăна эпир республикăн аталанмалли вăй-халне туллин усă курма пултаратпăр.

Альбина Новикова, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» хуçалăх председателĕ:

- Республика Пуçлăхĕ АПКри хальхи лару-тăрăва аптрамалла мар тесе хакларĕ, çав вăхăтрах çитменлĕхсене те асăрхаттарма манмарĕ. Пысăк технологиллĕ выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем, хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен техника - пурте паянхи кунăн паллисем. Çырура социаллă политика пурнăçĕпе çамрăк ăрăва воспитани парас ыйту пĕлтерĕшне палăртса калани питĕ вырăнлă.

Николай Угаслов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ:

- Чăваш Ен Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ - ку таранччен тунă ĕçсене пĕтĕмлетни те, малашлăх валли тĕллев лартни те. Пур енĕпе те ырă улшăнусем куратпăр. Халăхăн пурнăç шайĕ лайăхланса пырать. Садиксем тунинех илер. Республика унпа çыхăннă çивĕч ыйтăва тĕппипех татса пама пултарчĕ. Ача çураласси ÿссе пырать. Юлашки пилĕк çулта республикăра 100 ытла производство уçăлнă. Ытларахăшĕ - районсенче. Апла ял çынисем валли ĕç вырăнĕсем пулаççĕ. Малалла аталанма пирĕн мĕнпур услови пур.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.