Archive - 11 Çĕртме, 2015

11 Çĕртме, 2015

Купăстана йÿçĕтни паха

Чăвашăн апат-çимĕçĕнче йÿçĕтнĕ купăста яланах пулнă. Сĕтел çине ăна çырткалама тесе кăна лартман, вăл чылай чир-чĕр чухне сипленине те пĕлнĕ. Витаминсем çитмен тапхăрта организма тутлăхлă япаласемпе пуянлатнă.

11 Çĕртме, 2015

Катаракта. Мĕн пĕлмелле?

Çулсем иртнĕ май нумайăшĕн куçĕ япăхрах курма пуçлать. Хăшĕ-пĕри çакăн çине çиелтен пăхать, çийĕнчех сипленмест. Чирĕ шала кайсан сипленме те йывăр. Катарактăран ?куç шăрçине шурă илни% мĕнле асăрханмалла?

11 Çĕртме, 2015

Куккурус - усaллa культура

Эпĕ ял çынни, пенсионер. 80 çул çитесси инçе юлмарĕ пулин те килти анкартинче тем тĕрлĕ культура та çитĕнтеретĕп. Маларахри çулсенче кĕрпе йышши культурăсем - вир, пăри, кушак хÿри, пăрçа çитĕнтереттĕм. Çавăн пекех фасоль, соя, ясмăк та акса тăваттăмччĕ. Асăннă культурăсем пурте апат-çимĕçре тутлăхлă шутланаççĕ. Сăмахран, çуллă пăри пăттине е пĕçернĕ фасоле пĕрре ирхине çисен кун каçиччен те хырăм выçмасть.

11 Çĕртме, 2015

Чейнике лĕкĕрен тасатма

 Электрочейнике вăйлă лĕкĕ /накипь/ ларать. Ăна мĕнле тасатмалла-ши?

Петр КОЗЛОВ.

Комсомольски районĕ.

Чейник электричествăпа ĕçлет е эмальленĕскер, е тутăхман металран тунăскер - пурпĕрех шыв вĕретнĕ чухне лĕкĕ çыпçăнать. Лĕкĕ вăйлă çыпçăнса тулсан электрочайник хăвăртрах юрăхсăра тухма пултарать.

Мĕншĕн вĕретнĕ чухне шыв лĕкĕленет-ха?

Шывра тĕрлĕ тăвар хутăшĕсем пур. Вĕсем нумай пулсан шыв вĕренĕ чухне вăйлăрах лĕкĕленет. Шыва фильтрлама пулать-ха. Анчах фильтрланă шыв та лĕкĕленетех.

11 Çĕртме, 2015

Кремль: Михаил Игнатьев ЧР Пуçлăх.н суйлавне хутшăнма тив.çл.

Республика Пуçлăхĕн суйлавĕ çывхарса пынă май йĕплĕ чĕлхесем «Кремль Михаил Игнатьева суйлава хутшăнма шанĕ-и-ха?» тесе хăçантанпа çăвар карчĕç - халĕ тинех шăпланаççĕ-тĕр. Ытларикун чылайранпа нумайăшне калаçтарнă çак ыйту туллин татăлчĕ тени те вырăнлă.

11 Çĕртме, 2015

Çамрăк çыннăм, çулла ĕçре пиçĕх

Паянхи çул çитмен çамрăксем - çĕршывăн ыранхи кадр потенциалĕ. Тапса тăракан вăй-хала "тĕрĕс çулпа" чуптармашкăн вĕсене çитĕннĕ çыннăн чăн-чăн туртăмне - тÿлевлĕ ĕç - тупмашкăн пулăшмалла.

Pages