Куккурус - усaллa культура
Эпĕ ял çынни, пенсионер. 80 çул çитесси инçе юлмарĕ пулин те килти анкартинче тем тĕрлĕ культура та çитĕнтеретĕп. Маларахри çулсенче кĕрпе йышши культурăсем - вир, пăри, кушак хÿри, пăрçа çитĕнтереттĕм. Çавăн пекех фасоль, соя, ясмăк та акса тăваттăмччĕ. Асăннă культурăсем пурте апат-çимĕçре тутлăхлă шутланаççĕ. Сăмахран, çуллă пăри пăттине е пĕçернĕ фасоле пĕрре ирхине çисен кун каçиччен те хырăм выçмасть.
Анчах юлашки çулсенче пĕрчĕллĕ, тĕшĕллĕ культурăсене салакайăксем хытă тапăнаççĕ. Пуçтарса иличчен тăратмаççĕ - çисех яраççĕ. Уйри тыр-пул çине каймаççĕ, анкартине тапăнаççĕ. Çавăнпа халĕ вĕсене акса тума пăрахмалла пулчĕ.
Юлашки çулсенче эпĕ анкартинче пĕчĕкех мар лаптăкра куккурус çитĕнтерме пуçларăм. Пучахĕсем лайăх пулаççĕ. Ăна килти пур выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк питĕ килĕштерет. Пăрахса пар кăна - хăшĕ кăшласа, хăшĕ шĕкĕлчесе тирпелесе хураççĕ. Тунипе çулçине те типĕтсе пуçтаратăп та хĕлле выльăхсене çитеретĕп. Куккурус тухăçĕ пысăк, кирлĕ пулсан тĕшĕлесе арманта /дробинăпа/ вĕтетсе пама пулать.
Куккурус килти выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма пысăк пулăшу парать. Ăна туса илме те йывăр мар: шăтса тухсан, калча пĕчĕк чухне, çумкурăкран пĕр хутччен лайăх тасатмалла. Кайран хуть тухăçа пухса иличчен пырса та ан тĕкĕн. Пĕр эпĕ анчах куккурус туса илнипе пулĕ ялти шăпăрлансем ăна сиен кÿреççĕ - куккурус çемçе чухне…
Эпĕ, куккурус килти хуçалăхра çитĕнтерни тупăшлă тесе çирĕплететĕп. Анкартинче выльăх-чĕрлĕх валли ăна акса çитĕнтерме сĕнетĕп.
Анатолий АЛЕКСЕЕВ.
Вăрнар районĕ.
Комментари хушас