Анатолий АЛЕКСЕЕВ

16 Пуш, 2017

Хушма хуçалăх - пурнăç тĕрекĕ

Ялсенче колхоз-совхозсем саланса кайсан ĕçсĕр юлнă ял халăхĕ йывăрлăха кĕрсе ӳкрĕ. Çамрăксем, вăйпиттисем, кил-çурта тытса тăрас тесе «шапашкăна» çӳреме пуçларĕç. Хăшĕсем ялтах пурнăçа йĕркелеме тăрăшрĕç — килти хушма хуçалăха аталантарма пикенчĕç. Хăшĕ-пĕри фермер ĕçне пуçларĕ. Анчах ку ĕç питĕ явалă та йывăр, çавăнпа фермер пулас текен те сахал. Вăл вăйпитти валли çеç. Вăрнар районĕнчи Ершепуç ял тăрăхĕнче те пур çĕр ĕçне кӳлĕннисем. Кушлавăшри Виталий Антоновăн, Валентин Ивановăн хуçалăхĕсем çирĕп. Çĕр илнĕ, сурăхсем ĕрчетеççĕ.

3 Раштав, 2015

Улăм айĕнче çĕрулми çитĕнтеретĕп

Эпĕ пĕлтĕр темĕнле журналта улăм айĕнче /тăпрапа витмесĕрех/ çĕрулми ÿстересси çинчен вуланăччĕ. Кăçал вара 3 сотка лаптăкра çак меслетпе çĕрулми лартса пăхрăм, чăннипех çĕрулми çитĕнтерме май пуррине ĕнентĕм. Ĕç ăнчĕ - çимĕç лайăх пулчĕ. Çитес çул эпĕ пысăк лаптăкра улăм айне çĕрулми лартас шухăшлă.

24 Авăн, 2015

Хуртсем ирĕкрех хĕл каçаççĕ

Чылай хурт-хăмăрçăна, уйрăмах анчах çак ĕçе пуçăннисене е сахал вĕлле тытаканнисене, пыл хурчĕсене мĕнле хĕл каçарасси самаях шухăшлаттарать. Тин пуçлаканăн омшаник та çук, тĕп сакайне антарни те меллех мар. Хурт-хăмăрпа ĕçлеме пуçласассăнах çакă маншăн та пуçватмăш пулнă. Эпĕ вĕлле хурчĕсене ирĕкрех хĕл каçарма пуçларăм. Хамăн опытпа сире те паллаштарма шухăшлатăп.

11 Çĕртме, 2015

Куккурус - усaллa культура

Эпĕ ял çынни, пенсионер. 80 çул çитесси инçе юлмарĕ пулин те килти анкартинче тем тĕрлĕ культура та çитĕнтеретĕп. Маларахри çулсенче кĕрпе йышши культурăсем - вир, пăри, кушак хÿри, пăрçа çитĕнтереттĕм. Çавăн пекех фасоль, соя, ясмăк та акса тăваттăмччĕ. Асăннă культурăсем пурте апат-çимĕçре тутлăхлă шутланаççĕ. Сăмахран, çуллă пăри пăттине е пĕçернĕ фасоле пĕрре ирхине çисен кун каçиччен те хырăм выçмасть.

15 Ака, 2015

Халĕ эпир шутра мар

Кашниех хăй вăхăтĕнче Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе чыслăн пурнăçланă: алла хĕçпăшал тытса тăшманпа çапăçнă, Афганистанри вăрçăра ун чухнехи патшалăхăмăрăн интересĕсене хÿтĕленĕ, каярахпа çар тумне тăхăннисем те мирлĕ пурнăç хуралĕнче тăнă. Кĕскен калас-тăк - пурте çĕршыв хÿтĕлевçисем. Ахальтен мар февралĕн 23-мĕшĕнче арçынсемпе каччăсене çавăншăн чыслаççĕ те.