Улăм айĕнче çĕрулми çитĕнтеретĕп

3 Раштав, 2015

Эпĕ пĕлтĕр темĕнле журналта улăм айĕнче /тăпрапа витмесĕрех/ çĕрулми ÿстересси çинчен вуланăччĕ. Кăçал вара 3 сотка лаптăкра çак меслетпе çĕрулми лартса пăхрăм, чăннипех çĕрулми çитĕнтерме май пуррине ĕнентĕм. Ĕç ăнчĕ - çимĕç лайăх пулчĕ. Çитес çул эпĕ пысăк лаптăкра улăм айне çĕрулми лартас шухăшлă.

Улăм айĕнчи çĕрулмине кăларма пуçласан хытах тĕлĕнтĕм. Улăма сиртĕм çеç - ума йĕкĕр чышкă пысăкăш улмасем тухса выртрĕç. Кашни тĕмре 5-6-шар таса шултра улма. Тăпра çийĕнчех, пуçтарма та питĕ кăмăллă, пĕр чăрмавсăр. Алла хусăк /калак/ тытса тăпра чавас çук. Хăш-пĕр кăксенче çеç çĕр айнелле кайнă çĕрулмисем пур. Вĕсене те пĕчĕк калакпа çеç сирмелле. Улмана хуть кĕреплепе тураса пуçтар.

Çак меслетпе çĕрулми туса илессин лайăх енĕсем чылай. Ĕç ансат тата çăмăл. Çуркунне тăпрана ятарласа çĕнĕрен сухаламалла мар. Кĕркунне сухаланă лаптăка çуркунне тăпра кушăхсан сÿрелесе тикĕслемелле çеç. Çĕр витĕрех типессе те кĕтмелле мар. Тÿрĕ йĕрсем туса çĕрулмине сухан лартнă пек кăштах чиксе лартмалла е пăрахса пымалла та çиелтен çур шитрен кая мар хулăнăш улăмпа витсе тухмалла çеç. Меслет анкарти /е пахча тейĕпĕр/ вырăнĕ ушахлă /нÿрĕк/ вырăнта усă курма та меллĕ. Тачка çĕре сухаласан, пăтратсан вăл мăклашкаланса хытса ларать. Çĕнĕ меслетпе тăпрана пăсмасăрах çĕрулми лартма пулать.Çĕр типессе те кĕтмелле мар.

Эпĕ çĕрулмине унччен курăк ÿснĕ лаптăка, кĕркунне сухаласа хăварнă вырăна лартрăм. Çереме плугпа çавăрса пăрахсан курăклă енĕ аяла выртса юлать. Çуркунне вăл тикĕс мар. Мăклашкаллă тăпра кушăхсассăн тимĕр сÿрепе шăтăк-путăксене тикĕслерĕм те ретсем туса çĕрулми лартса тухрăм. Çемçе тăпрана сухан лартнă пек чикрĕм, хытăрах вырăнсене пăрахса тухса çеç пытăм, унтан улăмпа витрĕм. Маларах асăннăччĕ: çĕрулми ăнса пулчĕ. Кĕркунне çерем пăснă вырăна хăнăхнă пек, яланхилле, улма лартас тесессĕн унта нумай ĕçлемелле. Çуркунне тăпрана тикĕслеме тепĕр хут тарăн мар кăпкалатмалла, унтан сÿремелле. Çерем çĕрсе майлашма пурпĕрех пĕр çул кирлĕ.

Тăпра çине, улăм айне хăварнă улмана ÿсме вара çĕрмен çерем пачах та кансĕрлемест. Çу каçипе çеремĕ те çĕрсе кăпăшкаланать, тепĕр çул валли тăпра аванах йĕркеленет.

Улăмпа витнĕ çĕрулми лаптăкĕнче çумкурăк та питех ÿсмест. Йытпырши е пиçен тавраш тухкалать. Анчах йышлă мар, вĕсене тăпăлтарса пăрахма пулать. Çак лаптăка çулла купаламалла мар, вăл çаплах çитĕнет, тымар патне улăм витĕр сывлăш лайăх пырса тăрать. Кăçал çанталăк шăрăх пулмарĕ. Çавăнпа çĕрулми лаптăкне ятарласа пачах та шăварман. Шăрăх çанталăк тăрсан шăварма юрать.

Улăм ăçтан тупасси те хальхи вăхăтра чăрмавлах мар. Халĕ тĕш тырă вырса илнĕ хыççăн улăма комбайнсем пăрахса çеç хăвараççĕ: уя тухса пуçтарма кăна ан ÿркен. Хăш-пĕр хуçалăхсем улăма пресласа тюклаççĕ те халăха йÿнĕпех сутаççĕ. Кивĕ улăм çĕрсе лайăх удобрени пулать.

Эпĕ ялти çынсене улăмпа витсе çĕрулми ÿстерсе пăхма сĕнесшĕн. Унăн хăйне евĕрлĕхĕ, çĕнĕлĕхĕ илĕртет. Ĕçлеме те ансат, тăкаксăр, çăмăл.

Анатолий АЛЕКСЕЕВ,

ĕç ветеранĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.