Халĕ эпир шутра мар
Кашниех хăй вăхăтĕнче Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе чыслăн пурнăçланă: алла хĕçпăшал тытса тăшманпа çапăçнă, Афганистанри вăрçăра ун чухнехи патшалăхăмăрăн интересĕсене хÿтĕленĕ, каярахпа çар тумне тăхăннисем те мирлĕ пурнăç хуралĕнче тăнă. Кĕскен калас-тăк - пурте çĕршыв хÿтĕлевçисем. Ахальтен мар февралĕн 23-мĕшĕнче арçынсемпе каччăсене çавăншăн чыслаççĕ те.
Шел, ырă çак пулăм манăçса пынăн туйăнать. Влаçри хăшпĕр чиновник е коллектив ертÿçи /ун пекки сахал маррине пурнăç хăй кăтартса пачĕ/ çар тивĕçне пурнăçланисене çав кун хисепе хуманни пире, уйрăмах аслăрах ÿсĕмрисене, питĕ пăшăрхантарать. Совет самани тапхăрĕнче ĕç коллективĕн, профсоюз комитечĕн, ял Канашĕн ертÿçисем çар тумне хывнисене пĕрле пухса тĕрлĕ мероприяти ирттеретчĕç. Вĕсенче ăшă сăмах калакан нумай пулнă. Пичет кăларăмĕсенчи салам тексчĕсем те хавхалану кÿретчĕç.
Кăçал та, акă, çар комиссариачĕ те, ял тăрăхĕн администрацийĕ те «шыв сыпрĕç». Ирĕксĕрех пĕр шухăш çуралать: хăй вăхăтĕнче кирлĕ пулнă, халĕ эпир - шутра мар.
Анатолий АЛЕКСЕЕВ.
Вăрнар районĕ,
Хураçырма ялĕ