Хушма хуçалăх - пурнăç тĕрекĕ
Ялсенче колхоз-совхозсем саланса кайсан ĕçсĕр юлнă ял халăхĕ йывăрлăха кĕрсе ӳкрĕ. Çамрăксем, вăйпиттисем, кил-çурта тытса тăрас тесе «шапашкăна» çӳреме пуçларĕç. Хăшĕсем ялтах пурнăçа йĕркелеме тăрăшрĕç — килти хушма хуçалăха аталантарма пикенчĕç. Хăшĕ-пĕри фермер ĕçне пуçларĕ. Анчах ку ĕç питĕ явалă та йывăр, çавăнпа фермер пулас текен те сахал. Вăл вăйпитти валли çеç. Вăрнар районĕнчи Ершепуç ял тăрăхĕнче те пур çĕр ĕçне кӳлĕннисем. Кушлавăшри Виталий Антоновăн, Валентин Ивановăн хуçалăхĕсем çирĕп. Çĕр илнĕ, сурăхсем ĕрчетеççĕ. Станислав Ивановăн вара вун-вун гектар çĕр, çăм таптармалли машина, арман пур. Хура Çырмара пурăнакан Александр Илларионовăн та сурăх нумай. Оттикăвă ялĕнчи Фадеевăн ĕне ферми пур, темиçе гектар çĕр. Вĕсем хăйсен хуçалăхĕсене аталантарни ахаль çынсемшĕн те, патшалăхшăн та усăллă тесе шухăшлатăп.
Ĕлĕк хресчен чухăн пулсан та ялтах пурăннă. Ялта пурăнма май çук текен çамрăксенчен тĕлĕнетĕп. Халĕ хуçалăха аталантарас текенсене çĕр те параççĕ. Ан ӳркен кăна, выльăх-чĕрлĕх ĕрчет, пахчаçимĕç ӳстер.
Эпĕ çĕр ĕçне юрататăп. 80 çула çитетĕп пулин те, мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнипе-ши, ĕçлеме пачах ӳркенместĕп. Ĕç хавхалантарать те хаваслантарать те. Пурнăç чирĕ вăл манăн, ĕç кунĕ кун çути килнипе пуçланать те тĕттĕмленичченех хуçалăхра тăрмашатăп. Пĕччен пурăнатăп пулин те 1 гектар çурă енне çĕрпе ĕçлесе ĕлкĕретĕп. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усратăп, пыл хурчĕ тытатăп. Маларах лашапа ĕне те пурччĕ. Пахчара улма-çырла йывăç-тĕмĕ нумай. Хама кирлĕ пахчаçимĕçе акса-лартса туса илетĕп, вăл шутра кĕрпелĕххисем те пур. Хуçалăхра экологи енчен таса çимĕçсем çеç туса илетĕп, вĕсемпе тăранса пурăнатăп. Хам валли çеç мар, сутмалăх та чылай юлать. Сурăхсене чĕрĕллех е ашне, пыл, пахчаçимĕç сутса тупăш тăватăп. Çимелли туянма лавккана та сайра çӳретĕп. Хĕлле те пӳртре симĕс сухан ӳстеретĕп. Аш-пăш умран татăлмасть. Килте хатĕрленĕ салат-маринад туяннинчен пахарах. Ӳтшĕн усăллă, чуна та çывăхрах.
Хăшĕсем вара, вăйпиттисемех, анкарти-пахчипе туллин усă курмаççĕ çеç мар, çумкурăк, хыт-хура çитĕнтерме те именмеççĕ. Апат-çимĕç туянма лавккана чупаççĕ.
Ялти çынсемех, хăшĕ-пĕри, мана сивлет. «Ват пуçупа мĕн ялан тăрмашан, пурăн лăпланса, канса» тени пăшăрхантарать.
Ман шухăшпа, ял çыннин хушма хуçалăха аталантармаллах. Халĕ выльăх-чĕрлĕх усрама, пахчаçимĕç туса илме майсем çук мар, ан ӳркен çеç. Анкартинче çумкурăк ан хуçалантăр, çĕр тăрантаратех, çимерллисĕр аптăрамăн. Маншăн хушма хуçалăх яланлăхах пурнăç тĕрекĕ пулса тăчĕ.
Анатолий АЛЕКСЕЕВ.
Вăрнар районĕ.