Чейнике лĕкĕрен тасатма
Электрочейнике вăйлă лĕкĕ /накипь/ ларать. Ăна мĕнле тасатмалла-ши?
Петр КОЗЛОВ.
Комсомольски районĕ.
Чейник электричествăпа ĕçлет е эмальленĕскер, е тутăхман металран тунăскер - пурпĕрех шыв вĕретнĕ чухне лĕкĕ çыпçăнать. Лĕкĕ вăйлă çыпçăнса тулсан электрочайник хăвăртрах юрăхсăра тухма пултарать.
Мĕншĕн вĕретнĕ чухне шыв лĕкĕленет-ха?
Шывра тĕрлĕ тăвар хутăшĕсем пур. Вĕсем нумай пулсан шыв вĕренĕ чухне вăйлăрах лĕкĕленет. Шыва фильтрлама пулать-ха. Анчах фильтрланă шыв та лĕкĕленетех.