Катаракта. Мĕн пĕлмелле?
Çулсем иртнĕ май нумайăшĕн куçĕ япăхрах курма пуçлать. Хăшĕ-пĕри çакăн çине çиелтен пăхать, çийĕнчех сипленмест. Чирĕ шала кайсан сипленме те йывăр. Катарактăран ?куç шăрçине шурă илни% мĕнле асăрханмалла?
КУÇ ÇИНЧИ ШУРĂ
Хăш-пĕр çыннăн ватăлнă май куçĕ тĕссĕрленет, ăна витĕпе хупланă тейĕн. Çакă куç шăрçи улшăннипе çыхăннă. Тепĕр майлă каласан катаракта вăйĕ илме тытăннине систерет вăл. Куç шăрçи тĕксĕмленнипе çын япăхрах курма пуçлать е пач курми пулать.
Катаракта аталаннине пĕлме йывăр мар. Вăл ыратмасть, анчах чирлеме пуçласанах куç япăхрах курма тытăнать: пленка витĕр пăхнăн туйăнать. Куç умĕнче хура пăнчăсем, йĕрсем тăраççĕ. Чир паллисем çиелтех темелле: куçăн çутлăх шăтăкĕнче шурă пăнчăсене асăрхама пулать. Ăна халăхра «куç çинчи шурă» теççĕ. Вăл хăйпе хăй иртсе каймасть. Çавăнпа ăна тÿрех сиплеме тытăнмалла.
ЧИР СĂЛТАВĔ
Чирĕн сăлтавĕ тĕрлĕрен. Йывăр ĕç, витамин, минерал çителĕксĕрри, диабет, куçа амантни тата ытти те. Анчах нумай вуланăшăн, çĕленĕшĕн катаракта аталанмасть. Тата çулсем иртнĕ май организм та улшăнать, ватăлать. Куç та çаплах, шалти чир-чĕр çиеле тухать.
Чирлĕ куçа куллен ятарлă эмелпе сиплени те пулăшать. Унта аминокислоти, микроэлемент тата ытти усăллă япаласем пур. Енчен эмел пулăшмасан операци туса шуралнă куç шăрçине улăштараççĕ. Унччен çакă çĕнĕлĕх пулсан халĕ йăлана кĕнĕ темелле. Ăна куç клиникисенче тăваççĕ. Операцие тÿлевсĕр тума офтальмологран направлени кирлĕ, квота илме черете тăмалла.
Чир палăрма пуçланă кăна пулсан унăн çулне пÿлме çине тăрсах сипленмелле. Кунта эмел курăкĕсемпе усă курни те пулăшать, организма çирĕплетмелле, тĕрĕс апатланмалла. Гомеопатран пулăшу ыйтни те пăсмасть.
МĔН ÇИМЕЛЛЕ?
Куçа чиртен упрама лайăх, тĕрĕс çимелле. Организм витаминсемпе пуянлантăр, шлаксенчен тасалма пултартăр. Тĕпчев йĕркеллĕ çименрен, рационра чĕрĕ улма-çырла, пахчаçимĕç сахал пулнăран, организма кальци çителĕксĕрринчен те катаракта вăй илнине çирĕплетнĕ.
1. Ватăлнă май катарактăпа чирлени ирĕклĕ радикалсем клеткăна сиенлĕ витĕм кÿнипе те çыхăннă. Çавăнпа хĕрлĕ, сарă, сарăрах хĕрлĕ тĕслĕ пахчаçимĕç, улма-çырла, ешĕл çимĕç çимелле. Вĕсем антиоксидантсемпе, çав шутра бета-каротинпа, А, С, Е витаминсемпе пуян.
2. Куллен мăйăр ?катаракта чухне çывăрас умĕн 5-6 грек мăйăрĕ% çини те пулăшать. Апата хывăх хушмалла, хывăхран пĕçернĕ çăкăр туянмалла. Гарнира вĕтетмен кĕрперен хатĕрлемелле - хура тулă, тĕксĕм рис. Макарон çирĕп сортлă тулăран кирлĕ.
3. Кишĕр салачĕ çимелле. Вăл склерозран сыхлать, куçа сиплет. А витаминпа пуян апат-çимĕç катарактăран 40 процент упрать.
4. Хура çырла организмшăн пысăк пуянлăх. Куллен çини чире чарса лартма пултарать. Чĕрĕ çырла çийĕр, хĕллене хатĕрлесе хурăр. Шăнтма та, варени пĕçерме те юрать, уншăн витаминсем ытлах пĕтмеççĕ. Енчен хура çырла хĕл каçма çитмесен аптекăра унран хатĕрленĕ препаратсем туянăр. Типĕ хура çырларан компот, кĕсел вĕретĕр.