Комментари хушас

11 Çĕртме, 2015

«Анне, сана кĕтрĕм...»

Урамра вылякан тăваттăри Вероника ĕçрен таврăнакан амăшне чупса пырса ыталаса илчĕ. Йăл кулăпа çиçекен хĕрача пĕр вĕçĕм чуптăвать ăна. Телейлĕскерсене куç илми сăнас килет. «Анне, ăçта пулнă эсĕ? Эпĕ сана кунĕпех кĕтрĕм», - чĕвĕлтетет хĕрпĕрчи. Кăштахран манпа та кăсăкланма пуçларĕ. Унăн шухăшĕпе, пирĕн маларах паллашмалла пулнă. Эпĕ вара Етĕрне районĕнчи Урташ тăрăхне халь тин çитсе тухрăм. Хăнасене хапăл Вероникăпа çийĕнчех пĕр чĕлхе тупрăмăр. Вăл мана хăйĕнпе пĕрле выляма чĕнчĕ.

Юрий Игнатьевич хĕрĕсем валли икĕ чуччу çакса панă. Анжелăпа Вероника пĕр харăсах ярăнччăр тенĕ ĕнтĕ.

/Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 1-мĕш стр./.

Аслипе...

Çемьере йыш хушăнманни мăшăра çав тери пăшăрхантарни каламасăрах паллă. «Варта пепке тĕвĕленессе 10 çул кĕтрĕмĕр. Ача-пăчасăр ирттерес килмерĕ пурнăçа. Çавăнпах Анжелăна хамăр çунат айне илтĕмĕр. Вăл пĕчĕкренпех, уйăх çурăранпах, çак килте», - ăнлантарать Светлана Анатольевна. Ача усрава илнине вăрттăнлăхра тытаймăн. Ялта пушшех çакăн çинчен пурте пĕлеççĕ.

«Шкула яриччен Анжелăпа чуна уçса калаçма тĕв турăмăр. Эпир уншăн тăван маррине пĕлтертĕмĕр. «Атте-анне, шÿтлетĕр эсир, ун пек пулма пултараймасть», - ĕненесшĕн пулмарĕ хĕрача. Кайран каллех çак калаçу патне таврăнтăмăр», - теççĕ Ивановсем. Хăйне чунран юратнине ача никамран лайăх туять. Çакăнтан пĕлтерĕшлĕрех, хаклăрах, сумлăрах туйăм пур-и çĕр çинче?

Пĕрре çапла Ивановсем темпе юрайман ял-йыша. Вĕсен телейне ăмсанакан хур тума шухăш тытнă пулинех. Чунне шĕкĕ кăшлакан çын Анжелăн çулĕ çине тухса тăнă. Ăна усрава илнине çав тери каласа кăтарас килнĕ унăн. Хĕрачана тăван мар ашшĕпе амăшĕнчен сивĕтме хăтланнă-ши вăл? Çакă, паллах, никама та чыс кÿмест. «Эпĕ йăлтах пĕлетĕп», - палăртнă Анжела.

«Аслисенчен тĕрлĕ хыпар илтнĕ ачасем темĕн те пĕр персе яма пултараççĕ. Анчах мăн çын çапла хăтланасса шухăшламан», - чунне уçать хĕрарăм. Темле пулсан та хăй телейлĕ çăлтăр айĕнче çуралнине ăнланать хĕрача. Шкулта лайăх вĕренсе ашшĕ-амăшне савăнтарать вăл. Ĕне кĕтĕвĕ пăхма, пахчара çум çумлама, килте тирпейлеме пулăшать.

 

...кĕçĕнни

«Эпĕ - пĕччен. Мана йăмăк кирлĕ...» - тархаслама пуçларĕ Анжела. Ăна кичем ан пултăр тесех тепĕр ача шырама пуçларăмăр», - пытармасть Светлана Анатольевна. Ывăл илме те хирĕç пулман вăл. Кил хуçи вара хĕрача пăхма сĕннĕ. «Хăвна пулăшакан пулĕ», - тенĕ арçын.

Ивановсен килĕнче 5 ывăл çитĕннĕ. «Пирĕн йышра хĕрача пулман та...» - ăнлантарать Юрий Игнатьевич. Çемьере хĕр-упраç алли, сасси, кăмăлĕ çитменни сисĕннĕ-ши? Анжелăпа Вероника çывăх туслашасса шанаççĕ ашшĕпе амăшĕ.

Лайăха çын хăвăртах хăнăхать. Çĕнĕ çĕрте Вероника хăйне хăтлă туйнине кирек кам та тÿрех асăрхĕ. Картишĕнче чăх чĕпписем чупса çÿрени те, пахчари ÿсен-тăран тепĕр çулçă хушни те интереслĕ уншăн. Ахальтен мар çавра çил евĕр таçта та ĕлкĕрет пĕчĕкскер. «Хĕрсенчен пĕри - пулемет, тепри - автомат», - лара-тăра пĕлменскерсене киленсе сăнаççĕ çывăх çыннисем.

Виçĕ уйăхра Вероника садик пурнăçне те хăнăхма ĕлкĕрнĕ. Çапах малтан тантăшĕсемпе пĕрле юласшăнах пулман вăл. «Анне, эсĕ мана çакăнта пăрахса хăваратăн-и?» - ахăртнех, ача çуртне леçсе хăварнăн туйăннă ăна. Кил ăшшине хăнăхма пуçланăскерĕн тинтерех тупăннă ашшĕпе амăшĕнчен уйрăлас килмен. Каçхине ача садне илме пырсан мĕнешкел савăннă хĕрача.

«Малтанах хăйĕн теттисене пĕр сумкăна пуçтарса йăтса çÿретчĕ. «Япалусене никам та тытмĕ, илсе каймĕ», - тесен çеç лăпланчĕ. Сĕтел хушшине ларсан та васкаса çиетчĕ. «Манăн пуканепе выляс килет. Çав вăхăтра турилккене никам та тĕкĕнмĕ-и?» - куçран пăхатчĕ Вероника», - аса илет Светлана Анатольевна.

Анжелăна та, Вероникăна та нумай тетте илсе панă. Кĕçĕнни, тĕслĕхрен, воспитателе çаврăнма юратать. Кăнтăрлахи апат хыççăн пуканисене кравать çине вырттарать. «Хăшĕ çывăрмасть - тÿрех мана кала. Ăна ятлас пулать», - йĕрке тăвасшăн пĕчĕкскер», - каласа кăтартать амăшĕ. Çапах вăйă вăхăтĕнче вăрçăнасси манăçа тухса пырать-мĕн.

 

Пултарулăхпа тыткăнланă

Ивановсем çемйипех хутран, хăюран тĕрлĕ япала ăсталаççĕ. Акăшсем, чечексем ытла та çыпăçуллă, хитре. Килтĕш ял библиотекинче тăрăшакан Светлана Анатольевна çак ĕçе ыттисене те явăçтарать. Сăмах май, çак уйăх пуçламăшĕнче Етĕрне культура çуртĕнче «Çемье вучахĕ» пултарулăх конкурсĕ йĕркеленĕ. Унта ачасене усрава е опекăна илнĕ 17 çемье хутшăннă. Ивановсен ăсталăхне те пысăк хак панă жюри членĕсем. Ашшĕпе амăшне, ачасене Хисеп хучĕпе, пылак çимĕçпе хавхалантарнă. Конкурс йĕркелÿçисем пурне те çемьере килĕшÿпе тăнăçлăх суннă.

Юрий Игнатьевичпа Светлана Анатольевнăн ăшă кăмăлĕнчен, ĕçченлĕхĕнчен, çаврăнăçулăхĕнчен тĕлĕнсе килтĕм. Тĕрĕс çул суйласа илнĕ вĕсем. Ивановсен пурнăçра мĕн кирли йăлтах пур.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.