Комментари хушас

11 Çĕртме, 2015

Шăрăхра уçăлтаракан яшкасем

ÇĂМАРТАПА

6-8 порцине: 5 хĕрлĕ кăшман, 3-4 хăяр, 5 çăмарта, çупкăм укроп, кăштах симĕс сухан, 250 мл хăйма, 4 апат кашăкĕ уксус ?6 процентли%, 1 чей кашăкĕ сахăр, тăвар.

1. Хĕрлĕ кăшман, çăмарта пĕçермелле, тасатмалла, хăяра - хуппинчен.

2. Çăмартан шуррине сарринчен уйăрмалла. Çăмарта шурри, кăшман, хăяр тĕрка витĕр кăлармалла. Ешĕл çимĕçе вĕттĕн турамалла.

3. Ешĕл çимĕçе, çăмарта саррине кастрюле ярса лайăх пăтратмалла, тăвар хушмалла. Унтах çăмарта шурри, кăшман, хăяр, хăйма, уксус, тăвар, сахăр ямалла. Вĕретнĕ ăшă шыв хушмалла - çăра яшка юратакансен кăштах хушсан та юрать. 3 сехетлĕхе сивĕ вырăна лартмалла.

КĂЛПАССИПЕ

6-8 порцине: 1,5-2 л квас, 300-400 г кăлпасси, 2 çĕрулми, 3 çăмарта, 3 хăяр, 8-10 вĕтĕ çарăк, çупкăм ешĕл çимĕç, çупкăм петрушка, хăйма, горчица, тăвар.

1. Çĕрулми хуппипе пĕçермелле. Шывне тăкса 1 сехетлĕхе сивĕ вырăна лартмалла. Сивĕнсен хуппинчен тасатса тăваткалпа турамалла - капла çĕрулми саланмасть.

2. Çăмарта пĕçерсе тасатмалла, тăваткалпа турамалла.

3. Хăяр, вĕтĕ çарăк, кăлпасси вĕттĕн касмалла.

4. Ешĕл çимĕçе çуса вĕтетмелле.

Хатĕр çимĕçе хутăштармалла, тутă кĕмелĕх тăвар ярса сивĕ вырăна лартмалла.

ТОМАТПА

4-5 порцине: 1 кг помидор, 2 хăяр, 2 пылак пăрăç, 2 касăк шурă çăкăр, тăвар, 2-3 шăл ыхра, авăртнă хура пăрăç, 1 пуç сухан, 150 мл олива çăвĕ, 1-2 лимон.

1. Помидора, хăяра хуппинчен, вăрринчен тасатмалла, пăрăçа - вăрринчен.

2. Пахчаçимĕçе вĕттĕн турамалла, ыхрана терка витĕр кăлармалла. Çăкăра шывра ислетмелле.

3. Помидор, çур пăрăç, çур хăяр, çăкăр, сухан, ыхра, çу, лимон сĕткенĕ, тăвар, пăрăç блендерта пĕр пек масса пуличчен вĕтетмелле. 2 сехетлĕхе холодильника лартмалла. Томат яшкипе турилккесене тултармалла. Кашни турилккенех вĕтетнĕ хăяр, пăрăç кăштах хумалла.

ЙОГУРТПА

2-3 порцине: 2-3 хăяр, 1 помидор, 1 стакан пахчаçимĕç шÿрпи, 500 г йогурт, 1 ыхра шăлĕ, 2 апат кашăкĕ олив çăвĕ, 1 апат кашăкĕ пĕрчĕллĕ горчица ?унсăр та юрать%, укроп, тăвар.

1. Помидор, хăяра тăваткалпа турамалла, ыхрапа ешĕл çимĕçе вĕтетмелле.

2. Блендерта олива çăвĕ, йогурт, горчица, ыхра, ешĕл çимĕç пĕр пек масса пуличчен пăтратмалла. Сивĕтнĕ шÿрпе ямалла та каллех 10 çеккунт çавăрттармалла.

3. Турилккесене хăяр, помидор хурса йогурт хутăшне ямалла.

КАВĂНПА

4 порцине: 500-600 г кавăн, 2 кишĕр, 1 сухан, 2 шăл ыхра, 1 апат кашăкĕ олива çăвĕ, 1 чей кашăкĕ паприк, 1 л пахчаçимĕç шÿрпи, тăвар.

1. Кавăн, кишĕр, сухан, ыхра тасатмалла. Кавăна тăваткалпа, сухана вĕттĕн турамалла, кишĕрпе ыхрана терка витĕр кăлармалла.

2. Тарăн çатмара çу шăрантармалла, техĕмлĕх, сухан, ыхра ăшаламалла, кавăнпа кишĕр, шÿрпе ?шывпа та юрать% ямалла. Хуппине витсе вăйсăр çулăм çинче кавăн çемçеличчен пăшăхламалла.

3. Пурне те блендера ярса нимĕр пек пуличчен пăтратмалла. Тутă кĕмелĕх тăвар ямалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.