Archive - 17 Çĕртме, 2015

17 Çĕртме, 2015

Çăмăл атлетсем ăмăртрĕç

Пирĕн республикăн тĕп хулинче хальччен Раççейре нихăçан та ирттермен çăмăл атлетика енĕпе Европăри командăсен чемпионачĕ пуçланиччен виçĕ кун кăна юлчĕ. Старта XXI ĕмĕрти чи мухтавлă олимпиецсемпе тĕнче чемпионĕсем те тухаççĕ.

17 Çĕртме, 2015

Ÿркенмен ăста пулнă

Тупăшлă чĕрчун

Хушма хуçалăхсенче ĕне выльăх, сысна, кайăк-кĕшĕк, чăх-чĕп курма хăнăхнă ĕнтĕ. Кролик та çĕнĕлĕх мар темелле. Анчах вăрăм хăлхаллă, çăмламас чĕрчунсене йышлă усракансем сахалрах-ха. Канаш районĕнчи Катекри Андрияновсем вара вĕсем валли ферма тума тытăннă.

17 Çĕртме, 2015

Апатне кура - тухăçĕ

Ака-суха иртсе кайрĕ. Ĕçченсем сывлăш çавăрса яма ĕлкĕрчĕç кăна умра каллех хĕрÿ тапхăр - утçи. Чылай хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксене çулма тытăннă ĕнтĕ. Çанталăк типĕ тăнипе усă курса утă, сенаж янтăлаççĕ. Çак кунсенче çивĕч ыйтупа - выльăх апатне хатĕрлессипе - Хĕрлĕ Чутай районĕнче ЧР Ялхуçалăх министерствин коллеги ларăвĕ иртрĕ. Унта районсен хуçалăх ертÿçисем, яваплă çынсем, тивĕçтерекен тата кредит организацийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

17 Çĕртме, 2015

ТĂПĂРЧĂ, ПУЛĂ, КАКАЙ

Шăмă патракланнинчен /остеопороз/ сипленме тата чир аталанасран хÿтĕленме рациона кальципе тата Д витаминпа пуян çимĕçсем çителĕклĕ кĕртмелле. Диетологсем çапла сĕнеççĕ.

Кальципе пуян