Апатне кура - тухăçĕ
Ака-суха иртсе кайрĕ. Ĕçченсем сывлăш çавăрса яма ĕлкĕрчĕç кăна умра каллех хĕрÿ тапхăр - утçи. Чылай хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксене çулма тытăннă ĕнтĕ. Çанталăк типĕ тăнипе усă курса утă, сенаж янтăлаççĕ. Çак кунсенче çивĕч ыйтупа - выльăх апатне хатĕрлессипе - Хĕрлĕ Чутай районĕнче ЧР Ялхуçалăх министерствин коллеги ларăвĕ иртрĕ. Унта районсен хуçалăх ертÿçисем, яваплă çынсем, тивĕçтерекен тата кредит организацийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.
Семинара пуçтарăннисем «Коминтерн» производство кооперативĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Кунта хĕрсех утçи пырать. Хуçалăх¬ра выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă май апат хатĕрлеме ятарлă техника туяннă. Альбина Новикова ертÿçĕ каланă тăрăх - сенаж ха¬тĕрленĕ чухне технологие çирĕп пăхăнаççĕ. Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче тенĕ. Паха апат выльăх продуктивлăхне ÿстерет.
- Пĕр енчен сенаж хатĕрлеме çăмăл ĕç пек курăнать. Анчах ялхуçалăх производствинче пуян опыт пухса та паха сенаж тÿрех хываймарăмăр. Юлашки çулсенче сăнанă тăрăх - ÿсен-тăрана вăхăтра çулса сенажа хывсан кăна апат пахалăхĕ ÿсет. Ĕçе вăраха ямасăр пурнăçлама техника хатĕрри те пĕлтерĕшлĕ, - каласа парать Альбина Борисовна.
Иртнĕ çул çак тĕллевпе «ПАЛЕССЕ FS80-5» комбайн туяннă. Унпа курăк, силослăх культура, çав шутра куккурус та, çулма, вĕтетсе транспорт çине тиеме пулать. Чаплă техника выльăх валли паха ешĕл апат хатĕрлеме май парать.
Семинара хутшăннисем «Коминтерн» хуçалăхăн Тарапайри сĕт-çу ферминче сенаж мĕнле хывнине пăхса хакларĕç. Фер¬мăпа юнашарах силос-сенаж траншейисем хатĕрленĕ. Кашнине 650-700-шер тонна ешĕл масса кĕрет.
- Пĕрремĕш хут çулса илнĕ курăка сĕт-çу ферми территорине хывма тăрăшатпăр. Ĕнене лайăх çитермесĕр пысăк сăвăм илеймĕн, - тет ертÿçĕ.
Выльăхсене çĕнĕ технологипе тăрантарни те кăтартăва ÿстерме пулăшнă. Пĕлтĕр 2400 тонна сĕт туса илсе пысăк сортпа сутнă.
Районти культура çуртĕнче семинар малалла тăсăлчĕ. ЧР ялхуçалăх министрĕн çумĕ Александр Самаркин выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ĕçе-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Вăл каланă тăрăх - республика çулсерен ялхуçалăх производствин тухăçлăхĕпе - гектар пуçне продукци илессипе - Раççейре малти вырăна йышăнать. Пĕлтĕр усă куракан 100 гектар çĕр пуçне аш - 10,6 тонна ? федерацин Атăлçи округĕпе - 6,0, Раççейĕпе - 7,7%, сĕт 41,9 тонна ?федерацин Атăлçи округĕпе - 20,3, Раççейĕпе - 18,4% туса илнĕ.
Республикăри мĕнпур категорири хуçалăхсенче иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан аш-какай туса илесси - 4,8, сĕт 0,6 процент ÿснĕ. Кăтарту лайăхланни ялхуçалăх организацийĕсенче выльăх йышне ÿстернипе, ăратлăхпа ĕçленипе, çĕнĕ йышши технологипе усă курма тытăннипе çыхăннă. Пысăк хуçалăхсенче кăçалхи тăватă уйăхра сĕт - 39,7 пин ?пĕлтĕрхи çак тапхăртин 104,3 проценчĕ%, фермер хуçалăхĕсенче 6,4 пин тонна ?124,9 процент% туса илнĕ.
Паха апатсăр выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессине ÿстереймĕн. Кăçал хуçалăхсен утă - 72 пин, сенаж - 167,8 пин, силос 197 пин тонна хатĕрлемелле. Условлă выльăх пуçне 25,5 апат единицинчен кая мар пулмалла.
- Хальхи тĕп тĕллев - выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма паха апат çителĕклĕ хатĕрлесси, - палăртнă ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов.
Инвестици проекчĕсене хута кĕртни, фермăсене тĕпрен юсаса çĕнетни, туни, выльăх йышне ÿстерни, ĕçлекенсене тивĕçлипе тÿлени, фермер хуçалăхĕсене, çемье фермине аталантарни те кăтартăва ÿстерме пулăшать.