Комментари хушас

17 Çĕртме, 2015

ТĂПĂРЧĂ, ПУЛĂ, КАКАЙ

Шăмă патракланнинчен /остеопороз/ сипленме тата чир аталанасран хÿтĕленме рациона кальципе тата Д витаминпа пуян çимĕçсем çителĕклĕ кĕртмелле. Диетологсем çапла сĕнеççĕ.

Кальципе пуян

Кальци нумаййипе тата организм ăна лайăх йышăннипе сĕт çимĕçĕсем рекордсмен шутланаççĕ. Çак микроэлемент талăкра 0,8-1 грамм кирлĕ. Çавăнпа организма унпа туллин тивĕçтерме кунне 150 грамм тăпăрчă, 50 грамм сыр çини тата 1 стакан кефир ĕçни çителĕклĕ. Çĕт çимĕçĕсенче кальци - организм уйрăмах лайăх йышăнакан формăра.

Ытти çăлкуç - ешĕл пахча çимĕç /брокколи, шпинат, çулçăллă салат, хутаçлă шалча пăрçи/, мăйăр.

Тухтăрсем остеопороз аталанас хăрушлăх пысăк чухне час-часах кальципе пуянлатнă çимĕçсем е биологи тĕлĕшĕнчен активлă хушăмсем çиме сĕ¬неççĕ.

Д витамин нумай

Анчах кальципе пуян çимĕçсене çителĕклех çисен те Д витаминсăр май килмест. Вăл кальцие пыршăлăхра сăрхăнтарса илме, минерала клеткăсене, çав шутра шăмăсен тĕртĕмне те, йышăнма кирлĕ. Организма çак витамина тăратакан çимĕçсен шутĕнче - çуллă пулă /лосось, сельдь, скумбри, тунец/, ĕне тата сысна пĕверĕ, çăмарта, хăй¬ма, сĕт çимĕçĕсен çăвĕ.

Çавăнпа ĕнтĕ пачах çусăр сĕт çимĕçĕсем мар, 2-3 процент таран çуллисене çиме сĕнеççĕ, организм вĕсенчи кальцие лайăхрах йышăнать.

Сăмах май, çуллă сĕт çимĕçĕсенче /хăйма, çăра сĕт, услам çу/ кальципе Д витамин килĕшÿллĕ шайлашса тăраççĕ. Анчах вĕсене нумай çимелле мар - калори пысăккине кура кĕлетке виçи ÿсме пултарать.

Шăмă валли - белок

Кальципе Д витаминсăр пуçне апатланура белокпа пуян çимĕçсем /аш, кайăк-кĕшĕк какайĕ, тинĕс çимĕçĕсем, çăмарта, пăрçа йышшисем/ çителĕклĕ пулни пĕлтерĕшлĕ.

Белок молекулисем организмăн пĕтĕм клеткисене, çав шутра шăмăпа кăмăрчак тĕртĕмĕсене, çĕнелме витĕм кÿреççĕ. Апатланура белоклă çимĕçсем çителĕксĕр пулсан шăмă тĕртĕмĕ патракланать, шăмă хуçăлас хăрушлăх ÿсет.

Питĕ пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант: çулсем иртсе пынă май алкогольрен, уйрăмах хăватлинчен, пачах сивĕнмелле. Этил спирчĕ шăмă тĕртĕмне хавшатать, остеопороза аталанма витĕм кÿрет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.