Çăмăл атлетсем ăмăртрĕç

17 Çĕртме, 2015

Пирĕн республикăн тĕп хулинче хальччен Раççейре нихăçан та ирттермен çăмăл атлетика енĕпе Европăри командăсен чемпионачĕ пуçланиччен виçĕ кун кăна юлчĕ. Старта XXI ĕмĕрти чи мухтавлă олимпиецсемпе тĕнче чемпионĕсем те тухаççĕ. Франци команди чысне акă шăчăпа сикессипе тĕнче рекордсменĕ Рене Лавиллени хÿтĕлет.

Çуллахи тапхăра кĕнĕренпе Чăваш Енре спортăн тĕрлĕ енĕсемпе Раççей шайĕнчи тăватă пысăк ăмăрту пулса иртрĕ. Июнь пуçламăшĕнче Шупашкарти "Олимпийский" стадионта 10 000 метра чупса çĕршывра мала тухассишĕн 23 çултан кĕçĕнрех каччăсемпе хĕрсем вăй виçрĕç. Чăваш юнио¬рĕсенчен çак йывăр дистанцире Шупашкар районĕнчи Йăршу ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ тĕп хулари Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Александр Новиков уйрăмах палăрчĕ. 20 çулти спорт мастерĕ Мускаври Михаил Стрелковпа Удмурт Республикинчи Кирилл Гришканов хыççăн виççĕмĕш вырăн йы¬шăнса бронза медале тивĕçрĕ, Европа чемпионатне кайма путевка çĕнсе илчĕ.

Июнĕн 12-14-мĕшĕсенче Шупашкарта хăвăрт утакансен çĕршыв чемпионатне тата Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕсене ирттерчĕç. Пĕрремĕш кунхине чи чăтăмлă та хастар спортсменсем хăйсен вăйĕпе ăсталăхне марафонра - 50 çухрăмлă дистанцире - кăтартрĕç. Спорта юратакансемшĕн мĕн чухлĕ савăнăç: 3 сехет те 45 минут та 42 çеккунтран финиша Муркаш районĕнчи Юнкă ялĕнчи тĕнче спорт мастерĕ Александр Яргунькин çитрĕ - пĕрремĕш вырăн! Иккĕмĕш призер, Мордва Республикинчи Александр Шунихин, пирĕн Сашăна 16 минут ытла выляса ячĕ.

Чемпионатăн юлашки кунĕнче Чăваш Ен чысне Яргунькинăн ентешĕ, Анаткас Апаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Вера Соколова хÿтĕлерĕ. Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăн тата Европа чемпионачĕсен призерĕ хальхинче Саранскри Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерне Анастасия Кирдяпкинăна тата çĕршыври чи вăйлă утакан хĕрарăмсене хыçа хăварса Саша пекех Раççей чемпионĕ ятне çĕнсе илчĕ.

Шел пулин те, хальхи чемпионатра пирĕн республикăри яшсемпе арçынсем япăхрах ăмăртрĕç. Çамрăксен ушкăнĕнче ăмăртнă Патăрьел районĕнчи Тĕрĕньел каччи Кирилл Фролов ?сăнÿкерчĕкре вăл 216-мĕш номерпе% кăна хисеп пьедесталĕн чи çÿлти картлашки çине хăпарма тивĕçрĕ. 20 çухрăмлă дистанцире Кирилл хыççăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Мордва Республикинчи каччăсем йышăнчĕç.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.