Комментари хушас

17 Çĕртме, 2015

ÇУЛЛАХИ ШĂРĂХ КУНСЕНЧЕ

Çуллахи типĕ те шăрăх çанталăкра хĕвелрен тата ăшă çапасран мĕнле хÿтĕленме пулать-ха?

Ытларах ку амакпа самăрлăхпа, эндокрин чирĕсемпе тертленекен, аслă çулсенчи çынсем, алкогольпе иртĕхекенсем, шăрăха хăнăхман çынсем, пĕчĕк ачасем аптраççĕ. Вĕсен тухтăр сĕннĕ препаратсене ĕçмелле. Чĕрепе юн тымарĕсем чирлĕ пулсан юн пусăмне тĕрĕслесех тăмалла.

Кăнтăрла, 11-17 сехетсенче, хĕвел айĕнче сахалрах пулма тăрăшмалла. Пÿрт чÿречисем хĕвел енне тухаççĕ пулсан вĕсене шывпа йĕпетнĕ карăпа хупламалла. Килтен тухнă чухне хăвăрпа пĕрле пир тутăр тата вĕренĕ шыв янă кĕленче илĕр. Урамра шăрăхран хÿтĕленме тутăра шывпа йĕпетсе пите, мăя, алăсене сăтăрмалла. Хăвăра япăхрах туйма пуçласан йĕпе тутăра çамка çине хумалла. Хĕртекен хĕвел айĕнче ан тăрăр, унран сулхăнра пытанма тăрăшăр. Пуçа çутă шĕлепке е панама тăхăнмасăр, е тутăр çыхмасăр ан çÿрĕр. Пир е йĕтĕн пусмаран çĕленĕ çутă тĕслĕ çи-пуç тăхăнмалла.

Кунне 2 литртан кая мар шыв ĕçмелле. Анчах хăвăрăн шĕвек нормине темиçе хут ÿстермелле мар - пÿресемпе чĕрене йывăр килĕ. Ăш хыпнине чей, морс, сĕткен, газсăр минералка лайăх ирттереççĕ. Сивĕ шĕвексене организм хăвăрт йышăнаймасть, çавăнпа вĕсем тÿрех çăмăллăх кÿреймеççĕ. Ăшă е вĕри шĕвек ĕçсен лайăхрах. Пĕчĕк сыпкăмсемпе ĕçмелле. Урама тухнă чухне темиçе тумлам лимон сĕткенĕ хушнă шыв пĕрле илме юрать.

Ытлашши çисе ан лартăр. Çусем нумай вăхăт ирĕлеççĕ, организма хушма йывăрлăх кÿ¬реççĕ, углеводсем шыва кăларма витĕм кÿреççĕ. Окрошка, вегетариан яшки усăллă. Шăрăх тапхăрта рационра йÿçнĕ сĕт çимĕçĕсем, чĕрĕ улма-çырлапа пахча çимĕç ытларах пулмалла.

Аптраса ÿкнĕ çынна мĕнле пулăшмалла-ха? Ăна сулхăна пуçне çÿлерех хурса вырттармалла, кĕпин çухине вĕçертмелле, çамки çине сивĕ компресс хумалла. Уçă сывлăш пыртарма пичĕ тĕлĕнче хаçата вĕркĕштермелле е сивĕ шывпа сирпĕтмелле. Кăштах тăвар янă сивĕ шыв ĕçтермелле. Сăмси патне нашатырь спиртĕнче йĕпетнĕ мамăк тытмалла. Çын тăн çухатнă, сывлани сисĕнмест, чĕре таппи туйăнмасть пулсан тăхтаса тăмасăр "васкавлă пулăшу" чĕнмелле, искусствăлла майпа сывлаттарма тăрăшмалла, чĕри тĕлне массаж тумалла. Аптрани иртсен те тата темиçе кун вăй хурса ĕçлеме, хĕвел çинче хĕртĕнме юрамасть.

Галина ТЮРИНА, республикăри профилактика, сиплев физкультурипе спорт медицини центрĕн тухтăрĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.