Archive - 19 Çĕртме, 2015

19 Çĕртме, 2015

Мĕншĕн пылак мар?

Хĕрлĕ кăшмана кашни çулах акса ÿстеретпĕр. Хальччен кĕркунне пылак, шăтăк-путăксăр таса çимĕç пуçтарса илеттĕмĕр. Иртнĕ çул вара кăшманăн сĕтеклĕ тутине те туймарăмăр, тымарçимĕç илемĕпе те илĕрт¬мерĕ.

19 Çĕртме, 2015

Хĕвел питтинче

Пĕрремĕш хут пиçĕхнĕ чух хĕвел питтинче 5-10 минут çÿрени çителĕклĕ. Малашне вăхăта вуншар минут ÿстерсе пымалла.

Хăвăрт пиçекен вырăнсем: пит, хулпуççи, кăкăр, хырăм, пĕçĕ. Хĕртĕннĕ чух утса çÿрени усăллăрах.

19 Çĕртме, 2015

Çĕлен сăхсан мĕн тумалла?

Хура çĕлен вăрманти уçлан¬кăна килĕштерет. Вăл шăрăх вăхăтра хĕвел питтине «хĕртĕнме» тухса выртать. Ытларах ирхине тата каçхине пиçĕхме юратать. Хĕвел хĕртсе пăхнă вăхăтра сул¬хăна кĕрсе çухалать. Хăйне тивмесен вăл çынна тапăнмасть имĕш. Енчен те ал-ураран сăхсан мĕн тумалла-ха?

19 Çĕртме, 2015

Хĕвел вăраничченех хресчен пуçлать çĕр ĕçне

ВЛАДИМИР ИЛЬИЧ БАРЫШНИКОВ

• Патăрьел районĕнчи Тикешре 1962 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче çуралнă. Еншикре сакăр çул, Патăрьелти 1-мĕш вăтам шкулта, Шупашкарти ялхуçалăх институтĕнче - агронома, Чăваш патшалăх университетĕнче экономикăпа производство ертÿçине вĕреннĕ.

19 Çĕртме, 2015

Хăйсен аллипех...

Массăллă информаци хатĕрĕсем ултавăн çĕнĕ çак меслечĕ пирки çине-çинех асăрхаттарни те пулăшмасть - республикăра пурăнакансем преступниксен вăлтине пĕрин хыççăн тепри çакланаççĕ.

Pages