Мĕншĕн пылак мар?

19 Çĕртме, 2015

Хĕрлĕ кăшмана кашни çулах акса ÿстеретпĕр. Хальччен кĕркунне пылак, шăтăк-путăксăр таса çимĕç пуçтарса илеттĕмĕр. Иртнĕ çул вара кăшманăн сĕтеклĕ тутине те туймарăмăр, тымарçимĕç илемĕпе те илĕрт¬мерĕ. Мĕншĕн çапла пулнине ăнланмарăмăр: е шăрăх çанталăк витĕм кÿчĕ-ши, е çĕнĕ çĕр килĕшмерĕ-ши? Кăçал çапла пуласран шикленетпĕр. Мĕнле хÿтĕленсен аван-ши?

Любовь СМИРНОВА. Канаш районĕ.

Эсир çырса кăтартнă тĕслĕхпе чылай пахчаçă тĕл пулать. Тымар¬çимĕç хăйĕн тутине, илемне ан çухаттăр тесен сире ăна тăвар хушнă шывпа шăварма сĕнетпĕр. Хĕрлĕ кăшман 10-15 см тăршшĕ ÿссен çапла туса пăхăр. Пĕр витре шыва 100 грамм тăвар ярăр. Виçĕ эрне иртсен тепĕр хут шăварăр. Çакăн хыççăн хĕрлĕ кăшман таса çитĕнет, тути те пылакланать.

Сиплет, илем кÿрет

Симĕс чей çамрăклăха, илемлĕхе упрама пулăшать. Ĕçнисĕр пуçне унпа ÿт-тире сĕрме те усă кураççĕ. Хитре пулас тесен çак сĕнÿсене асра тытăр:

ь1 апат кашăкĕ çăнăх, 1 çăмарта сарри тата 2 апат кашăкĕ симĕс чей илмелле, лайăх хутăштармалла, питпе мăя сĕрмелле. 15 минутран маскăна çуса тасатмалла.

ьСтакана 1 апат кашăкĕ симĕс чей çулçи ямалла, вĕри шыв хушмалла, сивĕтмелле, ĕçмелле. Çулçа пăрахмалла мар, унпа пит валли маска тума юрать. Ăна 15 минута пит çине хумалла, çуса тасатмалла.

ьЕнчен те сире хырăмлăх чирĕ аптратать пулсан час-часах симĕс чей ĕçĕр. Вăл çавăн пекех шăла тата унăн тунине çирĕплетет. Çак шĕвекре цинк пур. Вăл вара сурана тÿрленме, çÿçе ÿсме, чĕрнене çирĕплетме пулăшать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.