Комментари хушас

19 Çĕртме, 2015

Ура çинче çирĕп тăма пулăшатпăр

Ĕç шырама Шупашкар районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центра пынисен шучĕ. Кăçалхи январь-май уйăхĕсенче хăйсене ĕç вырăнĕ тупса пама пиртен 910-ăн ыйтнă. Вĕсенчен ял çыннисем - 36,5% /пĕлтĕрхи январь-май уйăхĕсенче - 39,1%/, 16-29 çултисем - 40,1% /иртнĕ çулхи çав хушăра - 37,87%/, хăйсен ирĕкĕпе производствăран кайнисем - 48,68%, ĕçрен хăтарнисем - 5,6%.

Учрежденире шута илнисем. Кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн патра ĕçсĕр 316 çын шутра тăнă /2014 çулхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 225/.

Таблицăран кăçалхи июнь пуçламăшĕ тĕлне хĕрарăмсем шута илнĕ ĕçсĕррисен йышĕнче 50,31% пулнине куратпăр. 16-29 çултисем - 31,33%. Ĕçсĕр юлнисен хушшинче ытларах - хăйсен ирĕкĕпе производствăран кайнисем /66,46%/. Обществăри хăйсен вырăнне нумай хушă тупайманнисем /пирĕн патра 8-12 уйăх шутра тăракансем/ - 14,24%. Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăтам ĕçсĕрлĕх 3,5 уйăха тăсăлчĕ.

Шута илекен ĕçсĕрлĕх шайĕ. Çак уйăх пуçламăшĕ тĕлне пирĕн патра шутра тăракансен тÿпи районти ĕçлеме пултаракансен 0,81% танлашрĕ.

Ĕçлекенсемпе тивĕçтерме ыйтса çырни. Ĕç паракансем 2337 ваканси пуррине, 80% рабочи специальноçĕсемпе çыхăннине хыпарларĕç. Вакансисен районти банкĕнче 726 ирĕклĕ ĕç вырăнĕ пулнă, вăл шутран 83,3% - рабочи специальноçĕсен. Учрежденире шутра тăракан кашни ĕçсĕр çын пуçне 2,3 ваканси е кашни пуçне 0,44 ĕçсĕр çын.

Ĕçе вырнаçма пулăшни. Январь-май уйăхĕсенче центр тăрăшнипе 715-ĕн, вăл шутран çул çитменнисем 200-ĕн вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçе вырнаçнă. Пурнăçа сыпăнтарса яма пулăшнисенчен хĕрарăмсем - 49,09%, 16-29 çултисем - 47%, ялта пурăнакансем - 76,36%, инвалидсем - 30-ăн, 21-ĕн вĕренсе пĕтернĕ.

Общество ĕçне йĕркелесси. Ăна пурнăçлама 22 килĕшÿ çирĕплетнĕ. Ĕçсĕррисене М.В.Ибрагимов предприятине, Шупашкар районĕнчи ял тăрăхĕсен администрацийĕсене, "Акашевская" кайăк-кĕшĕк фабрикине, "Зеленстрой", "Максмастер", "ИЗВА", "Спецэнергострой", "Ивушка", "Ботанический сад","ТАА-Сервис" обществăсене вырнаçтарнă. Общество ĕçне пурĕ 152-шне явăçтарнă. Вĕсене ĕç укçи тÿлеме республика хыснинчен 107518,87 тенкĕ уйăрнă.

Професси суйласа илесси тата ăна алла илесси. Январь-май уйăхĕсенче центрта 674 çынна, ку шутра 35 ĕçсĕре, 345 хĕрарăма, 14-29 çултисенчи 365 çамрăка, салтак тумне хывнă каччăна професси суйласа илме пулăшнă. Çĕнĕ специальноçа вĕренме 77 çынна, çав шутра 16-29 çултисенчи 32 çамрăка, 22 хĕрарăма янă.

Ĕçсĕрлĕх кÿрекен сиене пĕтерес, ĕç тупса вырнаçма пулăшас тĕлĕшпе учрежденире ĕçсĕр чылай пурăннисем валли социаллă адаптацин "Ĕç шыракансен клубĕ", "Ĕç шырамалли технологи" проекчĕсене пурнăçа кĕртетпĕр. Отчетлă тапхăрта унта 50 ĕçсĕре явăçтарнă.

Ĕç вырăнĕсен ярмăрккине йĕркелесси. Çулталăк пуçланнăранпа "АТЦ-2", "Промтрактор", "Керамика", "Чăваш бройлерĕ", "Зеленстрой", "Приволжское", "ТАА-Сервис" обществăсем, Шупашкарти мамăк фабрики, Апаш шкулĕ, Куйбышев тата Ленин ячĕллĕ хуçалăхсем валли 4 ярмăркка ирттертĕмĕр. Унта 56-ăн хутшăнчĕç.

Ĕç рынокĕ çинчен çынсене пĕлтерсе тăрасси. Центр ĕç паракансем çинчен халăха пĕлтерсех тăрать. Ку ĕçре пичетпе, радиопа, телевиденипе, сайтпа усă куратпăр. Паянхи кун тĕлне республикăн Ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин сайчĕн районти ĕçпе тивĕçтерекен центр страницисенче 217 хыпар вырнаçтартăмăр, пичетре 3 информаци кун çути курчĕ.

Обществăра хăйĕн вырăнне шыранă чухне çухалса каякан, пурнăçа производствăпа çыхăнтарайман çынсене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарасси. Кăçалхи 5 уйăхра çак ушкăнран 8-шне - 2 инвалида, нумай ачаллă тата ăна пĕччен çитĕнтерекен 3 ашшĕпе амăшне, пенси çулне çывхаракан - 2, тĕрмерен кăларнă 1 çынна - организацисемпе килĕшÿ çирĕплетсе ĕçпе çыхăнтартăмăр. Вĕсен ыйтăвне татса пама республика хыснинчен 13645,05 тенкĕ уйăрнă.

Харпăр хăйне уйрăммăн вăй хума май тăвасси. Предприниматель ĕçне пикенме кăмăл тунисем валли йĕркеленĕ "Тупсăмне шухăшласа туп та - пуй" информаци кунĕнче "Харпăр хăй ĕçне мĕнле пуçламалла?" тренинг ирттертĕмĕр. Ĕçсĕррисенчен унта 15-ĕн хутшăнчĕç. 2-шĕ харпăр хăй ĕçне пуçарма центр урлă республика хыснинчен 117600 тенкĕ илчĕ.

Виçĕ çула çитичченхи ачана пăхакан амăшĕсене профессие вĕрентесси. Ку тĕллеве пурнăçламашкăн 17-шне ятарлă пĕлÿ илме ятăмăр. Вăл шутран 7-шĕ - "1-С: предприяти", 5-шĕ - "Суту-илĕве йĕркелесси" специальноçсемпе квалификацие ÿстерчĕ, 4-шĕ водителĕн "В" категорине илчĕ, пĕри пулăшу ĕçĕсен администраторне вĕренет.

Раççей саккунĕпе кил-ĕшÿллĕн ватлăхри пенси туса панă, производствăна хутшăнман, анчах кăçал ĕçе вырнаçма шухăшлакан граждансене професси пĕлĕвĕ парасси. Кун пеккисем 5-ĕн. Пилĕк уйăхра 3-шĕ хуралçа вĕренчĕ.

Çул çитменнисене вăхăтлăха ĕçпе тивĕçтересси. Хальхи çамрăксем - çĕршывăн кадр пуласлăхĕ. Лайăх укçа тÿлекен ĕç - çитĕннĕ çынна тивĕçлине - сĕнсен çеç вĕсем хăйсен тапса тăракан вăйне кирлĕ çĕре ярĕç.

Ĕçпе тивĕçтерекен службăсем кÿрекен патшалăх пулăшăвĕсен шутĕнче - 14-18 çултисене çулталăк тăршшĕпех вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарасси. Вĕсенчен ытларахăшĕ çуллахи каникула производствăпа çыхăнтарасшăн. Пушă вăхăтра вăй хуни, тен, хăшпĕрне преступлени çулĕнчен пăрать, урамра усăсăр çÿреме, криминаллă ушкăнсемпе çыхланма памасть, ĕçе çыпçăнса унăн майне тĕшмĕртме хистет. Вăхăтлăх ĕç кĕсьене укçа пĕрремĕш хут кÿнипе пĕрлех производствăра çул çитменнисем те кирлине, усăллине туйма май парать.

Çамрăкăн ĕçе вырнаçма районти ĕçпе тивĕçтерекен центра çак документсене памалла:

- хăйне патшалăх пулăшăвĕ кÿме ыйтса çырнă е патшалăх пулăшăвĕ парассипе килĕшнине çирĕплетекен заявлени*

- Раççей гражданинĕн паспорчĕ е ăна улăштаракан документ, ют патшалăх гражданинĕ пулнине çирĕплетекен документ, гражданлăхсăррине çирĕплетекен документ*

- çирĕплетнĕ йĕркепе паракан инвалида реабилитацилемелли ĕç условийĕсемпе тĕллевĕсене уçăмлă çутатнă уйрăм программа /инвалидсен категорийĕнчисем валли/.

14-18 çултисен вăхăтлăха ĕçе вырнаçма ĕç паракана çак документсене кăтартмалла:

- центр ĕçе илме ыйтса çырнă направлени*

- ĕçе илме ыйтса çырнă заявлени*

- Раççей гражданинĕн паспорчĕ е ăна улăштаракан документ, ют патшалăх гражданинĕ пулнине çирĕплетекен документ, гражданлăхсăррине çирĕплетекен документ*

- ĕç кĕнеки тата патшалăхăн пенсие страхламалли свидетельстви /пулсан/*

- ашшĕ е амăшĕ /опекун, попечитель/ ачана çăмăл ĕçе илмешкĕн ирĕк панине çирĕплетекен заявлени*

- опекăпа попечительство органĕ 16 çул тултарман ачана ĕçлеттерме килĕшнине çирĕплетекен документ*

- медицинăн сывлăха тĕрĕсленине çирĕплетекен 086/у-мĕш справка*

- инвалида уйрăммăн реабилитацилемелли программа /инвалидсен категорийĕнчисем валли/*

- налук тÿлекенĕн уйрăм номерĕ /ИНН/.

Центр иртнĕ уйăхсенче çул çитменнисене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарма 16 килĕшÿ çирĕплетрĕ. Учреждени направленийĕпе пурнăç йывăрлăхĕнчен начар хÿтĕленекен çемьесенчи 200 ачана ĕçе вырнаçтартăмăр. Вăл шутран 30-шĕ - ашшĕсĕр е амăшĕсĕр тата нумай ачаллă, 178-шĕ - сахал тупăш илекен, 2-шĕ ăнăçсăр çемьесенчен.

Июнĕн 11-мĕшĕ тĕлне 246-шне производствăна вырнаçтартăмăр. Ашшĕсĕр е амăшĕсĕр çитĕнекен, нумай ачаллă, ăнăçсăр, сахал тупăш илекен çемьерисем, çул çитменнисен ĕçĕсене пăхса тухакан комиссире шутра тăракансем, тăлăхсем, ашшĕ-амă-шĕсĕр юлнисем ку программăпа чи малтан усă кураççĕ.

Çуллахи каникулта районти çул çитменнисем "Зеленстрой", "Приволжское", "Центр упаковки" обществăсене, Ленин тата Куйбышев ячĕллĕ ЯХПКсене ĕçе вырнаçма пултараççĕ. Вĕсене вырăн туса пама палăртнă организацисенчен Шупашкар районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центра çак номерпе /83540-2-11-77/ телефонпа шăнкăравлама тата Кÿкеçри Шуршăл урамĕнчи 4-мĕш "а" çурта пырса калаçма ыйтатпăр.

Олег АЛЕКСАНДРОВ,

Шупашкар районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.