Çĕлен сăхсан мĕн тумалла?

19 Çĕртме, 2015

Хура çĕлен вăрманти уçлан¬кăна килĕштерет. Вăл шăрăх вăхăтра хĕвел питтине «хĕртĕнме» тухса выртать. Ытларах ирхине тата каçхине пиçĕхме юратать. Хĕвел хĕртсе пăхнă вăхăтра сул¬хăна кĕрсе çухалать. Хăйне тивмесен вăл çынна тапăнмасть имĕш. Енчен те ал-ураран сăхсан мĕн тумалла-ха? Вăрмана кайнă чухне хăвăрпа пĕрле антигистамин препарачĕсем ?тавегил, кларитин, цетрин, пипольфен, супрастин% илме ан манăр. Димедрол пулсан та юрать. Вăл ыратнине ирттерет. Хăшпĕр çынна çĕлен наркăмăшĕ аллерги парать. Çавна май пит-куç шыçăнать, сывлăш çитмест. Çын икĕ минутра вилме пултарать. Теприсене наркăмăш пачах та аптратмасть. Паллах, суран ыратать. Хĕрарăмсемпе çамрăксем çĕлен сăхнă хыççăн пĕр эрне вырăнпа выртаççĕ пулсан, арçынсем 3-4 кунра сывалнине калать Александр Огнев герпетолог. Ăна хăйне тĕрлĕ çĕлен 91 хутчен сăхнă.

Наркăмăша ĕмсе кăларма май çуккине калать вăл. Енчен те çăварта суран тавраш пулсан çакă хăрушă пулăм патне илсе çитерет.

Çĕлен сăхнă вырăна жгутпа çыхма юрать-и? Александр Огнев каланă тăрăх - юрамасть. Çак майпа наркăмăша организмра сарăлма чараймастăн. Жгутпа усă курнă вырăнти ÿт каярах çĕрме пуçлать иккен. Наркăмăш организмра саланни лайăхрах.

Çĕлен сăхсан ытларах шыв е ытти шĕвек ĕçме тăрăшмалла. Шăк хăвалакан ĕçмесем е арпус пулсан аванрах. Мĕншĕн тесен наркăмăш организмран пÿре витĕр çеç тухать.

Кун пек чухне сăра-эрехпе иртĕхме кирлĕ мар. 50-70 г эрехрен ытла ĕçме юрамасть. Юн тымарне сарма вăл та çителĕклĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.