Хĕвел питтинче

19 Çĕртме, 2015

Пĕрремĕш хут пиçĕхнĕ чух хĕвел питтинче 5-10 минут çÿрени çителĕклĕ. Малашне вăхăта вуншар минут ÿстерсе пымалла.

Хăвăрт пиçекен вырăнсем: пит, хулпуççи, кăкăр, хырăм, пĕçĕ. Хĕртĕннĕ чух утса çÿрени усăллăрах.

Хĕвел хытă хĕртнĕ вăхăтра ультрафиолет пайăркасем сулхăнра та çителĕклĕ таранах усă кÿреççĕ.

Хĕртĕнес умĕн пите çума кирлĕ мар. Уйрăмах супăньпе. Вăл питри çу сийне тасатнине пула хĕвел пайăрки ытларах лекет.

Кун пек чухне пите тип çупа сĕрни те усăллă. Паллах, ытлашши çуланса тăмаллах сĕрмелле мар, хĕрлĕ пăнчă юлма пултарать.

Пит ытлашши пиçĕхрĕ пулсан ăна çумасăрах ятарлă кремпа сĕрĕр.

Хĕвелпе пиçĕхнĕ пите одеколон е духи тÿрех сапма кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен пигмент пăнчисем тухма пултараççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.