Хăйсен аллипех...
Массăллă информаци хатĕрĕсем ултавăн çĕнĕ çак меслечĕ пирки çине-çинех асăрхаттарни те пулăшмасть - республикăра пурăнакансем преступниксен вăлтине пĕрин хыççăн тепри çакланаççĕ. Çак кунсенче ултавçăсем Интернетпа усă курса каллех Чăваш Енĕн темиçе çыннине улталанă.
Канаш хĕрĕ нумаях пулмасть Интернета хăйĕн çĕр лаптăкне сутасси пирки пĕлтерÿ вырнаçтарнă. Кĕçех пĕр çын телефонпа шăнкăравланă - çĕр туянасшăн имĕш. Хайхи лаптăкшăн укçа куçарса парасшăн иккен, çапла тумашкăн хĕртен унăн банк карточкин номерне тата телефон çине килнĕ ятарлă код цифрисене ыйтнă. Çĕр хуçи ыйтнине пурнăçланă.
Шалти ĕçсен министерствин "К" пайĕн сотрудникĕсем палăртнă тăрăх - çакăн хыççăн преступникшăн хĕрĕн банк карточки тата перекет кĕнеки çинчи укçине вăрламашкăн текех нимĕнле чăрмав та пулман. Ултавçă хĕрĕн перекет кĕнеки çинчи 25 пин тенке унăн банк карточки çине куçарнă. Çакăн хыççăн çĕр хуçине шăнкăравланă: вăл укçа куçарнă, анчах тĕрĕс мар тунă-мĕн, хĕртен хайхи 25 пин тенке тавăрса пама - хăй пĕлтернĕ карточка номерĕ çине куçарма - ыйтнă. Хĕр арпашăнсах кайнă, ултав пулма пултарассине чухламанскер укçа куçарнă.
Улатăр районĕнче те хĕрарăм çапла майпах шăнман пăр çине ларса юлнă. Вырăнти шалти ĕçсен пайĕнчен пулăшу ыйтнăскер ăнлантарнă тăрăх - вăл та çурт сутасси пирки Интернета пĕлтерÿ панă. Кăштахран пĕр хĕрарăм шăнкăравланă, çурт туянма хатĕррине пĕлтернĕ. Анчах документсене хатĕрлемешкĕн халех мар, темиçе кунран тин килеет-мĕн. Апла пулин те салук тÿлеме хатĕр - çурт хуçин банк карточки çине 50 пин тенкĕ куçарса парасшăн. Чăн та, услови пур: хĕрарăмăн "Мобильнăй банк" пулăшу ĕçĕпе çыхăнмалла, телефон çине килекен парольсене пĕлтермелле.
Хĕрарăм çак ыйтăва пурнăçланă. Чăнах та, кăштахран унăн карточки çине 300 пин тенкĕ укçа куçнă. Анчах çакăн хыççăн çурт туянас ĕмĕтлĕскер каллех шăнкăравланă, укçана каялла куçарса памашкăн тархасланă. Ăна унăн хĕрĕсем йăнăшпа куçарса янă-мĕн. Улатăр хĕрарăмĕ çапла тунă та - тепĕр куннех банк уйрăмне кайса 202 пин тенкĕ куçарнă. Çакăн хыççăн тин оператортан хăйĕн банк карточки çине укçа ăçтан куçнине тĕрĕслеме ыйтнă. Банк ĕçченĕ пĕлтернĕ хыпар пуçран чукмарпа çапнă пекех пулнă: унăн карточки çине укçа хăй маларах банкра уçнă шутсем çинченех куçнă иккен! Урăхла каласан вăл ултавçа хăйĕн укçинех куçарса панă.
Полици икĕ тĕслĕхпе те ĕçлет, шырав пуçарнă. Çав вăхăтрах ШĔМ сотрудникĕсем асăннă йышши тĕслĕхсем юлашки вăхăтра нумайланнине палăртаççĕ, асăрханма сĕнеççĕ. Хăвăрăн банк карточкин пин-кодне, унăн реквизичĕсене тата ятарлă кода никама та ан пĕлтерĕр. Кĕсье телефонне, Интернетпа çыхăннă хатĕрсене антивирус программисемпе тивĕçтерĕр. Укçа илмелле-тĕк - хăрушлăх çук, видеосăнав, хурал пур вырăнсенче вырнаçтарнă банкоматсемпе усă курма тăрăшăр.
Н.КОНОВАЛОВ
Комментари хушас