Комментари хушас

11 Çĕртме, 2015

Купăстана йÿçĕтни паха

Чăвашăн апат-çимĕçĕнче йÿçĕтнĕ купăста яланах пулнă. Сĕтел çине ăна çырткалама тесе кăна лартман, вăл чылай чир-чĕр чухне сипленине те пĕлнĕ. Витаминсем çитмен тапхăрта организма тутлăхлă япаласемпе пуянлатнă. Уйрăмах - кишĕр, палан, шур çырли хушса йÿçĕтнĕ чухне.

Çăварта кăчăр-кăчăр тăвакан йÿçĕтнĕ купăстара калий, марганец, хром, натрий, кÿкĕрт, тимĕр, кальций, ванадий, кобальт, литий, цинк, кремний, фтор, йод, хлор, бор тата ытти элементсем пур. Витаминсенчен - аскорбин кислоти, ретинол, токоферол, биотин, К, В, РР ушкăнсене кĕрекеннисем, холикальциферол ?Д витамин%. Йÿçнĕ вăхăтра сĕт тата уксус кислотисемпе пуянланать. Вĕсем хырăмлăхра çĕрекен бактерисене аталанма памаççĕ. Ку вара тÿрре¬мĕнех пирĕн иммунитетпа çыхăннă, мĕншĕн тесен иммун тытăмĕн клеткисен 80 проценчĕ хырăмлăхра вырнаçнă.

Йÿçĕтнĕ купăстапа çавăн пекех диета апатĕнче усă кураççĕ. Вăл 90 процент таран шывран тăрать, белок унра 1 процента яхăн, углеводсем - 4 процент. Калори виçипе 100 грамм çине 23 ккал лекет. Çавăнпа унпа самăр çынсене апатра усă курма сĕнеççĕ. Сахал калорисĕр пуçне купăстара çусене çунтаракан япаласем пур.

Йÿçĕтнĕ купăста организмăн иммун тытăмне çирĕплетет, тасатать, ыратнине чарать, чире шала ямасть, наркăмăшлăхпа кĕрешет. Унпа апатлансан организмри йÿ¬çеклĕх виçи йĕркене кĕрет, юнра глюкоза тата холестерин шайĕ чакать. Веществосен ылмашăвĕ пăсăлсан, атеросклероз, диабет тата хырăмлăхпа çыхăннă ытти чирсем аптăратсан купăста çиме хушаççĕ.

Ăсчахсен юлашки тĕпчевĕсем тăрăх - йÿçĕтнĕ купăста онко-клеткăсем аталаннине чарма пултарать, уйрăмах - кăкăр парĕсен, ÿпкепе хулăн пыршă ракĕсем чухне.

Купăста нумай енчен усăллă, анчах хăшпĕр çыннăн унпа виçеллĕ усă курмалла. Йÿçĕтнĕ çимĕçре органика кислоти чылай, çавăнпа хырăмлăх сĕткенĕ йÿçĕ пулнипе çыхăннă чирсемпе нушаланакансен унпа апатра усă курмасан аванрах. Хырăм ай парĕ, пÿре аптăратсан е ват хăмпинче чул пуçтарăнсан та купăстапа асăрханса апатланмалла. Гипертони чирĕ чухне те ытлашши çимелле мар: купăстари тăвар шĕвеке организмран тухма памасть, çавна май давлени ÿсет. Ытти чухне йÿçĕтнĕ купăста салатне тип çупа хутăштарсан аван, капла пыра хĕртмест.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.