Архив - 11 Июн, 2015
Шăрăхра уçăлтаракан яшкасем
Купăстана йÿçĕтни паха
Чăвашăн апат-çимĕçĕнче йÿçĕтнĕ купăста яланах пулнă. Сĕтел çине ăна çырткалама тесе кăна лартман, вăл чылай чир-чĕр чухне сипленине те пĕлнĕ. Витаминсем çитмен тапхăрта организма тутлăхлă япаласемпе пуянлатнă.
Катаракта. Мĕн пĕлмелле?
Çулсем иртнĕ май нумайăшĕн куçĕ япăхрах курма пуçлать. Хăшĕ-пĕри çакăн çине çиелтен пăхать, çийĕнчех сипленмест. Чирĕ шала кайсан сипленме те йывăр. Катарактăран ?куç шăрçине шурă илни% мĕнле асăрханмалла?
"Хресчен сасси" 11.06.2015
Куккурус - усaллa культура
Эпĕ ял çынни, пенсионер. 80 çул çитесси инçе юлмарĕ пулин те килти анкартинче тем тĕрлĕ культура та çитĕнтеретĕп. Маларахри çулсенче кĕрпе йышши культурăсем - вир, пăри, кушак хÿри, пăрçа çитĕнтереттĕм. Çавăн пекех фасоль, соя, ясмăк та акса тăваттăмччĕ. Асăннă культурăсем пурте апат-çимĕçре тутлăхлă шутланаççĕ. Сăмахран, çуллă пăри пăттине е пĕçернĕ фасоле пĕрре ирхине çисен кун каçиччен те хырăм выçмасть.
Чейнике лĕкĕрен тасатма
Электрочейнике вăйлă лĕкĕ /накипь/ ларать. Ăна мĕнле тасатмалла-ши?
Петр КОЗЛОВ.
Комсомольски районĕ.
Чейник электричествăпа ĕçлет е эмальленĕскер, е тутăхман металран тунăскер - пурпĕрех шыв вĕретнĕ чухне лĕкĕ çыпçăнать. Лĕкĕ вăйлă çыпçăнса тулсан электрочайник хăвăртрах юрăхсăра тухма пултарать.
Мĕншĕн вĕретнĕ чухне шыв лĕкĕленет-ха?
Шывра тĕрлĕ тăвар хутăшĕсем пур. Вĕсем нумай пулсан шыв вĕренĕ чухне вăйлăрах лĕкĕленет. Шыва фильтрлама пулать-ха. Анчах фильтрланă шыв та лĕкĕленетех.