Архив - 2018

ноябрь 19th

Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕ — Вăхăтсăр çуралнă ачасен пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Календарьте çакнашкал кун та пурри хăшне-пĕрне тĕлĕнтерĕ-и тен? Чылай çĕршывра ыр кăмăллăх акцийĕсемпе асра юлаканскер пур çĕрте те пĕр тĕллевпе — ача тăхăр уйăхран маларах çурални хăрушлăх патне çитерме пултарнине асăрхаттарассишĕн — иртет.

Кашни çын пурнăçĕ — хăй пĕр кĕнеке. Мĕн тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр кăлармасть шăпа… Комсомольски районĕнчи Шурут Нурăс ялĕнче çуралнă Анастасия Андреева та ачалăхне таврăнма ыйтсан пĕр савăнăçпа хĕмленет, пĕр тунсăха путать.

ноябрь 16th

Çапла калаççĕ кăркăссем. Паян вĕсем — «Туслăх кĕперĕн» геройĕсем. Кăркăс тĕрĕк халăхĕсен ушкăнне кĕрет. Тĕнчере 5 миллиона яхăн кăркăс пурăнать. Вĕсем Кăркăсстансăр пуçне Раççейре, Афганистанра, Казахстанра, Китайра, Таджикистанра, Турцире, Узбекистанра йышлăн тĕл пулаççĕ.

Республикăра хресчен-фермер хуçалăхĕсен шучĕ çултан- çул улшăнса тăрать. Пĕр вăхăт çĕнĕ юхăмпа хавхаланса нумайăшĕ ăна йĕркелес çул çине тăнăччĕ. Вĕсен йышĕ пĕр çулхине пин çурă майлахчĕ. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, 2016 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 1384 ХФХна шута илнĕ.

Чăваш кĕнеке издательствинче черетлĕ кĕнеке — «Тÿсĕмлĕх чунра-юнра» — кун çути курчĕ. Авторĕ — Раççей Журналистсен союзĕн членĕ Валерий Алексеев.

Страницы