- Чăвашла верси
- Русская версия
Çулталăк мĕнпе асра юлчĕ?
Иртсе пыракан çулталăк кăтартăвĕсене çĕршыври МИХсен представителĕсемпе пĕрле черетлĕ пресс-конференцире пĕтĕмлетнĕ май Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн сăмахне 2018 çул мĕнпе асра юлнинчен пуçларĕ. «Паллах, суйлав тата футбол енĕпе тĕнче чемпионачĕ», — палăртрĕ журналистсем чи малтан мĕн пирки ыйтасса пĕлсе Владимир Владимирович.
Эпир вара республикăри паллă çынсене çак ыйтупа чăрмантарас терĕмĕр — мĕнпе асра юлнă-ха Йытă çулĕ?
Владимир НАГОРНОВ, РФ тава тивĕçлĕ художникĕ:
— 2018 çул Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери скульпторсен симпозиумне йĕркеленипе асра юлчĕ. Унта Китай, Колумби, Чили, Азербайджан, Чехи тата Раççей скульпторĕсем хутшăнчĕç. Китай ăстин Лю Янгăн ĕçĕ федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ умĕнчи аллейăра вырăн тупрĕ. Ыттисене çитес çул «Университет» микрорайонта вырнаçтарасшăн. Хăнасене Чăваш Республикинче питĕ килĕшрĕ. Ливанри, Францири, Кăнтăр Корейăри симпозиумсене хутшăнни Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илме пулăшнине те палăртса хăвармалла.
Пензăра, тĕслĕхрен, симпозиума хутшăнакансен ĕçĕсене пысăк парка пуçтарнă. Унта — 300 ытла скульптура. Пирĕн те çак ĕçе малалла тăсас килет. Укçа-тенкĕпе пулăшсанах скульпторсене татах чĕнсе илме май килĕччĕ. Симпозиума ют çĕршывран килнисемпе пĕрле хамăр тăрăхрисем те хутшăнма пултарĕччĕç.
Мана Пĕтĕм тĕнчери скульптура симпозиумĕсен альянсĕн комиссине /ISSA/ йышăнчĕç. Халĕ 6 патшалăхри скульпторсем çак пĕрлешĕве кĕмешкĕн ыйту çырнă. Ăна манăн татса памалла.
2016 çулта куçса çÿрекен «Вăхăт. Стиль. Сăнар» курав çула тухнăччĕ. Манăн ĕçсемпе Чĕмпĕрте, Чулхулара, Мускавра, Санкт-Петербургра, Симферопольте, Севастопольте паллашма май пулчĕ. Кăçал, çулталăк çурăран, скульптурăсем каялла çаврăнса çитрĕç.
Лидия КРАСОВА, Чăваш халăх артистки:
— Кăçал асар-писер кунсем пулмарĕç, çулталăк лăпкă иртрĕ. Çемьере пурте сывă, мăнуксемпе савăнатăп.
Ĕçре те йăлтах йĕркеллĕ: ачасене куллен виçшер спектакль кăтартатпăр. Пĕчĕк куракансем ăшшăн йышăнни çав тери хăпартлантарать. Унтан капăр елка тавра юрласа-ташласа савăнаççĕ вĕсем.
Кăçал Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕпе Иосиф Дмитриевпа сыв пуллашрăмăр. Вăл йывăр чирпе кĕрешнине курса тĕлĕнтĕмĕр. Сывлама та вăй юлманнине пăхмасăрах юлташĕсем пулăшнипе театра çÿрерĕ Иосиф Александрович. Хăй хатĕрленĕ «Асамлă вăй» çĕнĕ спектакле сцена çине кăлариччен 2 кун маларах çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Чăтмалла мар йывăр пулнине пире те кăтартмарĕ вĕт.
Пурнăçра хурланмалли те, савăнмалли те пайтах. Çапах чи кирли — чунăр таса, кăмăлăр ырă пултăр сирĕн.
Ангелина ПАВЛОВСКАЯ, çыравçă:
— Çул хыççăн çул иртет. Çу хыççăн кĕр çитет, кĕркуннене часах хĕл хăваласа ярать. Унăн та кайма вăхăт çитет — çуркунне килет... Мĕн авалтан çапла: çулсем хăвăрт çеç иртсе каяççĕ те таврăнмаççĕ. Кайччăр. Кивĕ çул каять те — çĕнни килет! Иртсе пыракан 2018 çул та вĕçне çитрĕ. Ыррине сахал мар илсе килчĕ.
Хама илсен, «Караслă пыл» романа çырса-якатса пĕтертĕм. Раштав уйăхĕнче тухнă «Тăван Атăл» журнал унăн хăш-пĕр сыпăкне пичетлесе кăларчĕ.
Кăштах чĕпĕтсе те илчĕ мана ку çул: çуллахи ăшă пĕр кун инкек тÿсрĕм: сылтăм алла хуçрăм. «Алла хуçни ĕнсе чиккине хуçни мар, пурăнатпăр-ха», — терĕм те çĕнĕ роман, «Анне сасси» ятлă кĕнеке, çырма пуçларăм. «Турă пулăшсан, хам тăрăшсан, хĕвел вăй-хал парсан çырса пĕтерĕп», — тесе ĕмĕтĕмпе хăпартланса Çĕнĕ çула кĕтсе илме хатĕрленетĕп.
Виктор ПЕТРОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, кулăш ăсти:
— Вунă çул каяллах пĕр сценари çырас кăмăл çуралнăччĕ. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн аталантараттăм ăна. Пĕррехинче темле тормоз пусăнчĕ — çырăнма пăрахрĕ. Пурăнсан- пурăнсан таврăнчĕ хавхалану: уçă кăмăллă, ырра ĕненекен, пурне те шанакан çын пулмалла тĕп сăнарăн! Ыттисем вара унпа усă кураççĕ, тăрăхлаççĕ, кулаççĕ. Кăçал çырса пĕтертĕм ку ĕçе. «Мĕнле тĕлĕнмелле çынсем эсир!» ятпах кино та ÿкертĕмĕр. Тĕрлĕ çын: кÿрши-арши, вăрăсем, милиционерсем… хĕсеççĕ Петровича. Çав-çавах тĕрĕслĕхе çиеле кăларма пултарать вăл. Çак шухăша тытрăм та — ĕçе вĕçлеме пултартăм. Малалла вулас...
Комментировать