Ĕненсен асамлăх килетех
Елчĕк районĕнчи Шуршу ялĕнчи Зинаидăпа Валерий Севриковсемшĕн Çĕнĕ çул — чи юратнă уяв. Асамлăхпа çыхăннă праçнике пирĕнтен кашниех чăтăмсăррăн кĕтет. Çапах вăл Севриковсен пурнăçĕнчи чи паллă пулăмсенчен пĕринпе — туй кунĕпе — çыхăннă.
«Эпир пĕр ялтах — Шуршура — çуралса ÿснĕ. Валера манран 7 çул аслăрах пулнăран пĕр-пĕрне «асăрхаман» эпир. 8 класс пĕтерсен Канашри медицина училищине вĕренме кĕтĕм. Вĕренÿ çулĕ пуçланиччен колхоз йĕтемĕнче ĕçлерĕм. Шăпах унта михĕ йăтнă чухне Валера, шап-шурă шăлавар тăхăннăскер, килчĕ. Манран ăçта вĕренме кĕни пирки ыйтса пĕлкелерĕ. Хăй Воронежри пушар-техника училищинче ăс пухнине каларĕ. Авăн уйăхĕнче Канашра чухне мана çыру тыттарчĕç. Пăхатăп та — Воронежран! «Ку çыру ман пата мар. Манăн Воронежра никам та çук!» — терĕм хĕрсене. Эпĕ Валера пирки те, унпа мĕн калаçнине те маннă. «Пирĕн общежитире Зинаида Юлисовна урăх çук», — теççĕ каллех мана. Çапла çыру çÿретме пуçларăмăр. 1-мĕш курс пĕтерсен эпĕ те, каччă та каникула яла килтĕмĕр. Мана Валера икĕ- виçĕ хутчен киле ăсатрĕ. Унтан ăна, маттур спортсмена, ăмăртăва чĕнсе илчĕç. Каллех çыру çÿретрĕмĕр. Эпĕ 3-мĕш курса куçсан Çĕнĕ çула тăван ялта пĕрле кĕтсе илме калаçса татăлтăмăр. Мана кÿршĕ ял каччи вăрласа каясшăн пулнă. Ун чухне хĕрсене вăрласа кĕрес йăла пурччĕ. Çакна Валера пĕлнĕ те — мана хăй качча тухма сĕнчĕ. Çапла 35 çул каялла Çĕнĕ çула уявлама хатĕрленнĕ чухне туй кĕрлеттертĕмĕр», — иртнине куçĕ умне кăларнă май йăл кулчĕ Зинаида Юлисовна.
Çапла, телейлĕ мăшăрăн раштавăн 29-мĕшĕнче — мерчен /коралл/ туй. Анчах çак куна уйрăммăн мар, яланах Çĕнĕ çулпа пĕрле уявлаççĕ вĕсем. Севриковсем кашни Çĕнĕ çул валлиех ятарласа хур пĕçереççĕ. «Хура пĕçернĕ чухне ăшне çĕр улми хуратăп, Валера янтăланă чухне тулă кĕрпи тултарать. Кăçал хуршăн мăшăрăм яваплă. Эпĕ вара индокăвакал пĕçерĕп, темиçе тĕрлĕ салат тăвăп, çав шутра, паллах, «Оливье» те», — уяв сĕтелĕ пирки калаçнă май пĕлтерчĕ кил хуçи арăмĕ.
Сăмах май, Севриковсем хурне, индокăвакалне хăйсемех пăхса ÿстереççĕ. Вĕсем пĕрлешсен Çĕнĕ Шупашкара пурăнма куçнă. Валерий Семенович 11-мĕш пушар чаçĕнче ĕçленĕ. Вăл пушар спорчĕ енĕпе пысăк çитĕнÿсем тунă: Чăваш Енĕн чемпионĕн ятне 14 хут илтнĕ, 6 хутчен Раççей чемпионĕ пулнă. «Спортăн çак тĕсĕ хама та килĕшет. Валерăна ăна пулах юратма пуçламарăм-ши?» — шÿтлерĕ хĕрарăм. Валерий Севриков пушар хуралĕн тытăмĕнче 24 çул ĕçленĕ. Шалти служба майорĕ тивĕçлĕ канăва тухнăранпа тăван ялĕнче пурăнать. Севриковсем Шуршура çĕр лаптăкĕ илнĕ, унта çурт хăпартнă. Халĕ чăх-чĕп, хур-кăвакал, сурăх усраççĕ, пахча çимĕç лартса ÿстереççĕ. Зинаида Юлисовна, Çĕнĕ Шупашкар хула больницин пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче аслă медсестрара ĕçлекенскер, кашни кан-малли кунах яла каять, мăшăрне пулăшать. Çăмăл машинăпа хăех çÿрет. Отпуска яланах Шуршура ирттерет. Севриковсем икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, вĕсем иккĕшĕ те медицина тытăмĕнче ĕçлеççĕ. Мăшăр виçĕ мăнукĕпе савăнать.
Валерий Семеновичăн Çĕнĕ çулпа çыхăннă тепĕр йăла та пур: çак уяв умĕн вăл кашнинчех лотерея билечĕ туянать. Ытти чухне те илкелет-ха, пысăках мар укçа тух-сан савăнать. Йытă çулне кĕтсе илме хатĕрленнĕ чухне туянни арçынна ăнăçу парнеленĕ: вăл 900 пин тенкĕ ытла выляса илнĕ! «Билета тĕрĕслесен малтан ĕнен-мерĕмĕр, темиçе нульне йăнăш çырнă пуль терĕмĕр. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче çав укçана Мускава илме кайсан «пире улталамаççĕ- ши» шухăш çуралчĕ. Çук, улта-ламарĕç», — савăнăçне пайларĕ аслă медицина сестри. Малалла вулас...
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать