Архив - 2013

декабрь 31st

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ Çĕнĕ çул умĕн юмахри кермен пулса тăчĕ. Раштавăн 25-30-мĕшĕсенче кунта республикăн тĕрлĕ ял-хулинчен пухăннă 8 -14 çулсенчи ачасем валли Елка иртрĕ. Хĕл Мучипе Юр Пике хĕллехи тĕп уява пуринчен ытла кĕтекенсене чăрăш тавра карталантарчĕç, вăйă-кулăпа хавхалантарчĕç.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче малашлăх анлă тĕллевсене палăртнăччĕ. Ĕçлемелĕх пур, çавна май Министрсен Кабинечĕ ăна пурнăçлама комплекслă план хатĕрленĕ, ăна Правительствăн ĕнерхи ларăвĕнче тишкерсе çирĕплетрĕç.

Вăхăтăн - хăйĕн чуппи, ăна тытса чарма та, васкатма та май çук. Акă тепĕр çулталăкпа каллех сыв пуллашатпăр. Ыррипе савăнтарнипе пĕрлех, пирĕн тÿсĕмлĕхе тĕрĕслес тенĕ евĕр, кăткăс лару-тăрăва пĕрре мар кĕртсе ÿкерчĕ. Çапах йывăрлăхсене пĕрлехи вăйпа сирсе çитĕнÿсен çулĕпе малалла ăнтăлма пултартăмăр. Чăваш хутлăхĕн маттур халăхне хыçа юлакан çул пархатар кÿчĕ, чунăмăрсенчи шанчăк хĕлхемне сÿнме памарĕ. Республикăмăр аталану çулĕпе çирĕппĕн утать. Экономикăпа социаллă пурнăçри çитĕнÿсем курăмлă, ял хуçалăхĕ вăй илсе пырать.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан ятарлă /коррекци/ интернат шкулĕнче пулнă. Асăннă вĕренÿ заведенийĕнче суккăр тата япăх куракан 183 ача вĕренет.

Унăн ертÿçи Олег Якимов хăнасене хевтесĕрсене пурнăçа хăнăхтарас, обществăра тивĕçлĕ вырăн тупма пулăшас тĕллевпе туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарнă.

Çĕннине кивви тĕревлет, çавна май çĕнĕ çулталăка ярса пуснă май каялла çаврăнса пăхни те вырăнлă - 2013 çул мĕнпе асра юлать?

Йывăрлăхсене пăхмасăр

Влаçсем «тĕпрен илсен ăнăçлă» тесе хаклаççĕ-ха, анчах вĕсемех «ыйтусем пуррине» те пытармаççĕ. Пĕр сăмахпа, çулталăк ансат пулмарĕ - ахальтен-им 13-мĕш?

Раштавăн 26-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти «Ольдеевская» агрофирмăра тепĕр теплица хута кайрĕ.

Унăн никĕсне çурла уйăхĕнче çеç янă пулин те 5 уйăхрах кĕленче кăшкарне хăпартнă, тăррине витнĕ - пĕтĕм ĕçе пурнăçланă. Ку лаптăк 2 гектар йышăнать.

«Оливье» салатсăр, шампань эрехĕсĕр тата, паллах, мандаринсăр Çĕнĕ çул мĕнле пултăр? Йĕпреç районĕнчи Шăрттанти Алексей Ивановичпа Евгения Михайловна Моисеевсем Лаша çулне хăйсем ÿстернĕ мандаринпа кĕтсе илĕç.

Йĕпреç районĕнчи Шăрттанти Владимировсен килти хуçалăхĕнче 2 лаша. Çапла, иккĕшĕ те Машка ятлă. «Лаша пур та - пурнăç пур», - тенине асрах тытаççĕ вĕсем. Илемлĕ те ăслă, мăнаçлă выльăха юратса пăхаççĕ.

Китайсен астрологи календарĕпе килĕшÿллĕн çывхарса килекен çул - Кăвак йывăç лаша çулталăкĕ. Телей, ырлăх-пурлăх, çирĕп сывлăх илсе килет. Ăнăçăва хамăр патра мĕнле çирĕплетмелле - сăмах çакăн çинчен пулĕ.

 

Ĕмĕте тĕрĕс палăртмалла

Страницы