Лашана таканпа савăнтарăр

31 Дек, 2013

Китайсен астрологи календарĕпе килĕшÿллĕн çывхарса килекен çул - Кăвак йывăç лаша çулталăкĕ. Телей, ырлăх-пурлăх, çирĕп сывлăх илсе килет. Ăнăçăва хамăр патра мĕнле çирĕплетмелле - сăмах çакăн çинчен пулĕ.

 

Ĕмĕте тĕрĕс палăртмалла

2014 çул хуçи Кăвак лаша килти хăтлăха юратать, эппин, сĕтел валли уяв эрешĕсене хамăрăн ăсталамалла - сĕтел çитти, салфеткăсем тĕрлемелле, чăрăш лăссинчен, хурăн хуппинчен, тĕрлĕ татăкран пуç кăшăлĕсем тумалла, тĕслĕ картунран юр пĕрчисем касса кантăк çине çыпăçтармалла.

Сĕтел çинче чĕрĕ чечексем - шурă фиалка е шупка кĕрен лилисем - пулччăр. Хăнасем патне симĕс чăрăш евĕрлĕ йыхрав ярăр.

Сĕтел варрине лашапа çыхăннă композиципе илемлетĕр. Çак тĕллевпе шурă тĕслĕ темиçе çурта туянăр, вĕсене кантрапа явса çыхăр, керамика савăт варрине лартăр, унта сĕлĕ е тулă сапăр, юнашар хĕрлĕ тĕслĕ пан улмисем хурăр. Сехет 12 çапма пуçласан пĕчĕк хут листисем çине ĕмĕтĕрсене çырăр, вĕсене кĕрпе ăшне чиксе хурăр. Çĕнĕ çул каçĕ хыççăн никам пĕлмен вырăна хумалла. Вĕсем пурнăçа кĕреççех.

 

Сĕтел çине мĕн лартмалла?

Лаша - курăкпа тăранса пурăнакан чĕр чун, эппин, сĕтел çинче пахча çимĕç пулмаллах. Лаша кишĕрсĕр, пан улмисĕр пурăнаймасть, вĕсенчен тĕрлĕ салат хатĕрлесен лайăх, пан улми кукăлĕ те ытлашши пулмĕ. Хăяр, мăн хăяр, баклажан та сĕтел çинче вырăн тупчăр. Чăх-чĕп ашĕнчен тĕрлĕ çимĕç хатĕрлеме юрать, анчах та лаша какайĕ пĕçерме ан хăйăр!

Ан манăр: лашасем сахăр юратаççĕ, эппин, уяв сĕтелĕ çинче çăмăл апатсем те - калăпăр, улма-çырла салачĕ, сĕлĕ печенийĕ пулччăр. Çĕнĕ çул каçĕнче пуçа алкогольпе минретме кирлĕ мар. Сĕткен, морс, компот ĕçсен лайăхрах. Тата, паллах, сехет 12 çапнă май шампань эрехĕ тултарнă черккесене шаклаттармалла.

 

Ăнăçу яланах пĕрле пултăр

Эсир еплерех курăнни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ çул каçĕ - чи лайăх кĕпе-тумтире кăтартмалли пысăк сăлтав. Ирĕклĕхе юратакан Лашана симĕс е кăвак тĕслĕ, чăн пусмаран çĕленĕ кĕпе килĕшĕ. Хаклă йышши эрешсем - изумруд, аквамарин, сапфир - ăна илем кÿрĕç. Кевер, ахах çак каçхине нимĕнпе те танлашаймĕç.

Хăйне майлă хÿтĕлев палли - такан - çинчен те манмалла мар. Такан-брошкăна кĕпе çине тирме пулать, пĕчĕк çеç такан-алка хитре курăнать, такан çакнă ылтăн вăчăра туянма пултаратăр. Лаша кăмăллă юлĕ!

Çÿçе еплерех тирпейлесси çинчен. Вăрăм çÿçе кăтралатса /вĕтĕ кăтра кирлĕ мар/ сапаласа ярăр. Лаша кăпăшка çилхене килĕштерет.

Çĕнĕ çул каçхине кирек мĕнле тумпа, кирек мĕнле эрешпе пулсан та уява лайăх кăмăл-туйăмпа, хаваслă кĕтсе илмелле. Лаша кичемлĕхе, салхулăха юратмасть.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.