Пурнăç çĕнĕ тĕссемпе çуталтăр!
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ Çĕнĕ çул умĕн юмахри кермен пулса тăчĕ. Раштавăн 25-30-мĕшĕсенче кунта республикăн тĕрлĕ ял-хулинчен пухăннă 8 -14 çулсенчи ачасем валли Елка иртрĕ. Хĕл Мучипе Юр Пике хĕллехи тĕп уява пуринчен ытла кĕтекенсене чăрăш тавра карталантарчĕç, вăйă-кулăпа хавхалантарчĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çакнашкал уява чи пултаруллă ачасене йыхравларĕ. Вĕренÿре питĕ лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă, тĕрлĕ олимпиада-конкурсра малти вырăн йышăннă, спортра çитĕнÿсем кăтартнă, общество ĕçне хастар хутшăннă ачасем пулчĕç ЧР Пуçлăхĕн Ăлкинче.
Раштавăн 30-мĕшĕнче хутшăннисем валли - уйрăм парне, унта Михаил Игнатьев Хĕл Мучи пек килсе çитрĕ. Хăйне кĕтсе илекен ачасен ушкăнĕпе вăл фойерех калаçу пуçарчĕ. Пĕринчен - вĕренÿри лару-тăру, тепринчен шкул хыççăн ăçта каясшăннине ыйтса пĕлчĕ. Çĕнĕ çул умĕн кĕтнĕ ĕмĕт пирки пĕлтерсен - вăл пурнăçланма пултарни çинчен аса илтерчĕ. "2014 çул - Лаша çулĕ, эпир, чăвашсем, ку выльăха ачаранах хисеплетпĕр. Ĕçчен вăл, йывăр лава туртма пултарать. Эппин, урхамахпа - малалла!" - ачасен çĕкленÿллĕ кăмăлне хăпартлантарчĕ Михаил Васильевич.
...Асамлăхпа тулнă залра çурма çутă. Илемлĕ кĕвĕ унта ларакансене юмах тĕнчине илсе кĕчĕ, "Дюймовочка" музыка халапĕ пуçланчĕ. Кăмăллă уяв залран тухсан та тăсăлчĕ - ачасем валли ЧР Пуçлăхĕ хатĕрленĕ пылак парнесем пурин кăмăлне те çĕклерĕç.
Ĕнерех Шупашкарти Гладков тата Лукин урамĕсенче пурăнакан çамрăк ашшĕ-амăшĕ чылайранпа кĕтнĕ парнепе хавхаланчĕ, шкул ÿсĕмне çитмен ачасем валли вĕренÿ учрежденийĕсем уçăлчĕç. «Ача-пăча савăнăçĕн керменĕ» ятлă 8-мĕш тата «Ăста алăсем» ята суйланă 10-мĕш садиксенче хĕрлĕ хăйăва касма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.
«Старатель» тулли мар яваплă общество ертÿçине Анатолий Владимирова, «Тус» АХО гендиректорне Николай Угаслова бригадăсем тухăçлă ĕçленĕшĕн, хăтлă та илемлĕ çуртсене вăхăтра хута ярассишĕн тăрăшнăшăн ашшĕ-амăшĕ те, республикăпа хула ертÿлĕхĕ те тав турĕ.
Ирина ПУШКИНА
Комментировать