Комментировать

31 Дек, 2013

Чăваш Енре 2013 çулта иртнĕ чи пĕлтерĕшлĕ мероприятисен рейтингĕ

1-мĕш вырăн

Республика кунĕ тата çак уяв ячĕпе йĕркеленĕ мероприятисем

 

Çĕртме уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче иртнĕ Шупашкарти VI «Раççей регионĕсем - тăнăçлăхран аталану патне» экономика форумĕ. Унăн ĕçне 1000 ытла çын хутшăннă, Раççей Федерацийĕн 27 субъекчĕн тата 8 ют çĕр-шывăн /Белорусси, Аслă Британи, Израиль, Инди, Тунис, Украина, Чехи, Словени/ ĕç тăвакан влаç тата организацисен, Раççей Экономика аталанăвĕн, Вĕренÿ, Ял хуçалăх министерствисен, Суту-илÿпе промышленноç палатин, Федерацин ăс-хакăл харпăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен службин, РФ Патшалăх Думин, пĕтĕм тĕнчери чи пысăк компанисен представителĕсем, промышленниксем, предпринимательсем, банкирсем, финансистсем, ученăйсем, профсоюзсен тата общество ĕçченĕсем.

Форум вăхăтĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Пĕтĕм Раççейри «Ĕçлĕ Раççей» общество организацийĕ хушшинчи килĕшĕве алă пуснă. Ăна тĕпе хурса промышленноç территорийĕсем йĕркелемелли тата халăха ĕçпе тивĕçтермелли пĕрлехи инвестпроектсене пурнăçлама палăртнă. «Экологи аталанăвĕн технологийĕсем» технологи платформипе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. Çавăн пекех çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче форум площадкисенчен пĕринче Пĕтĕм тĕнчери финанс корпорацийĕпе /IFC/ ача сачĕсем тумашкăн кредит килĕшĕвне алă пусса çирĕплетнĕ.

Çĕртме уйăхĕн 21-23-мĕшĕсенче Регионсен пĕрлехи XX «Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх» куравĕ Раççей Федерацийĕн 13 субћекчĕн тата Италин 228 организацине пухнă, унта 60 пин ытла çын - Чăваш Енре пурăнакансем тата республика хăнисем - пырса курнă. Форум кăтартăвĕсенчен пĕри - Шупашкарта Технологисемпе инновацисене пулăшакан центр уçма йышăнни. Хальлĕхе Раççейре çавнашкал пĕр центр кăна - Санкт-Петербургра. Форум ĕçленĕ вăхăтра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата «РусГидро» АУО 2012-2016 çулсенче тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн Шупашкар ГЭСне реконструкцилесе çĕнетме, ытти ĕç валли 1 млрд та 30 млн тенкĕ хывма палăртнă. Çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕ «ЛУКОЙЛ-Волганефтепродукт» ОООпа килĕшÿ тунă.

«СУОР» компани Перекет банкĕпе Шупашкарти Б.Хмельницкий урамĕнчи микрорайон строительстви валли 2 млрд тенкĕ кредит уйăрма килĕшсе татăлнă. Курав тата форум ĕçĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ - 3,5 млрд ытла тенкĕлĕх тунă килĕшÿсем. Чăваш Ен Пуçлăхĕ тивĕçлĕ министерствăсене хуçалăх субћекчĕсем тĕлĕшпе май пур таран ытларах информаци пухма, илнĕ обязательствăсене мĕнлерех пурнăçланине сăнаса пыма чĕнсе каланă.

Республика кунĕнче йĕркеленĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм - Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен фестивалĕ. Икĕ кун, çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче, республикăра пурăнакансем, хăнасем тĕлĕнмелле илемлĕ салютсене курса савăнчĕç. Фестивале Шупашкар, Мускав, Санкт-Петербург, Белорусси тата Украина командисем хутшăннă. Фестиваль гранд-прине Белоруссири Дзержинск хулинчи «Кальвин» ООО команди çĕнсе илнĕ. Тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕсен шутĕнче - Шупашкар хулинчи «ПИРОСНАБ-ПОВОЛЖЬЕ», Мускаври «Пиро-класс» ОООсем, Санкт-Петербургри «Петергофăн пиротехника картишĕсем» АХО, Киев хулинчи «FIREWORK 5 PLU» компани.

Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕ. Вăл Раççейĕн 29 регионĕн 30 ытла коллективĕн представителĕсене Чăваш Енĕн тарават çĕрĕ çинче 21-мĕш хут пĕрлештернĕ, унта 700 çын хутшăннă. Çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, савăнăç!

Çĕртме уйăхĕн 24-25-мĕшĕсенче «Акконд-Агро» фирма никĕсĕ çинче республикăри «Уй-хир кунĕ - 2013» курав-демонстраци иртнĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи ял хуçалăх техникипе, вăрлăхпа, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсемпе тата им-çампа тивĕçтерекен пысăк компанисем хутшăннă, çĕнĕ ял хуçалăх техникипе паллаштарнă.

Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Красноармейски ялĕнче строительство керамики туса кăларакан «Трак керамики» - «КЕТРА» завод хута кайнă. Вăл - хальлĕхе республикăри Европа пахалăхĕллĕ облицовка кирпĕчĕ кăларакан пĕртен пĕр предприяти. Ку продукци строительство материалĕсен рынокĕнче республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те кирлĕ. Завод çулталăкра 60 млн штук облицовка кирпĕчĕ туса кăларĕ. Çавăн пекех унта «ăшă керамика» изделийĕсем, паха черепица, клинкер брусчатки тата ытти паха стройматериал туса кăларма палăртаççĕ.

Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Етĕрне районĕнче сĕт тирпейлекен завод хута кайнă. Вăл - республикăри сĕт тирпейлекен чи хăватлă /сменăра - 200 тонна/ предприяти. Талăкра завод 500 тонна таран продукци туса кăларма пултарать.

Пĕтĕм чăвашсен Шупашкарта иртнĕ Акатуйне Тутарстанран, Пушкăртстанран, Хакасирен, Ямал-Ненец автономи округĕнчен, Украинăран, Белоруссирен чăваш фольклор ансамблĕсем, Мускав, Воротынец, Мурманск хулисен, Оренбург, Пенза, Самар, Саратов, Ростов, Ульяновск, Свердловск тата Челябинск облаçĕсен коллективĕсем килнĕ, Чăваш Енри районсемпе хуласен пултарулăх ушкăнĕсем хутшăннă. Тĕп хулари Юрă уйĕнче Картиш йĕркеленĕ, Чăваш Енри кашни район хăйĕн хуралтинче тăван тăрăхĕн йăли-йĕркипе, ал ĕçĕпе, ĕç хатĕрĕсемпе паллаштарнă. Чăвашсеннипе кăна мар, тутар, мордва, мари, вырăс халăхĕсеннипе те. Акатуй - спорт уявĕ те. Шупашкар заливĕн çыранĕ çинче «Хаваслă роликсем» фестиваль, чăваш кĕрешÿçисен, кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕсем иртнĕ, спортсменсем шывра кимĕпе, катамаранпа ишсе тупăшнă, спорт шкулĕн юланутçисем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă.

 

2-мĕш вырăн

Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Çăлтăрпа» ирттернĕ ирхи зарядка.

Унта хутшăннисен йышĕпе Гиннесс рекордне çĕнетнĕ.

Хула кунĕ тĕлне уçă сывлăшра ирттернĕскере 28 пин çын ытла хутшăннă. Çитĕннисем, çамрăксемпе ачасем валли йĕркеленĕ спорт мероприятине вĕрентекенсем, врачсем, шкул ачисем, студентсем, нумай предприяти ĕçченĕсем хутшăнса пĕрле шăм-шака вылятнă. Шупашкарсем тепĕр хут çирĕплетнĕ, спортпа кирек хăш ÿсĕмре те туслă пулмалла!

 

3-мĕш вырăн

Раштавăн 16-мĕшĕнче Мускавра РФ Спорт министерстви физкультурăпа спорт енĕпе паракан наци премийĕн лауреачĕсене савăнăçлă лару-тăрура чысланă. Церемони ИТАР-ТАСС пресс-центрĕнче иртнĕ.

Чи кăткăс тата чи нумай субћект хутшăннă «Раççей регионĕсем» номинацире пирвайхи хут Чăваш Республики çĕнтернĕ, 82 субћект кĕрешĕвĕнче мала тухнă. Кубока Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева панă. Чăваш Ене спорт енĕпе чи лайăх регион тесе хаклани - республикăн влаç органĕсем физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ăнăçлă ĕçленин кăтартăвĕ, республикăра пурăнакансем сывă пурнăç йĕркине суйласа илнине çирĕплетни.

Физкультурăпа спорт енĕпе паракан наци премине 2010 çулта Раççей Правительствин йышăнăвĕпе туса хунă. Наградăсене вунă номинаципе панă, кашнинче çĕнтерÿçĕ 500 пин тенкĕлĕх премие тивĕçет. Эксперт канашне Раççей Патшалăх Думин çĕр-шывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Журова ертсе пырать.

 

4-мĕш вырăн

Чăваш Ен РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен çар управленийĕн органĕсем ирттерекен çар учетне йĕркелес енĕпе Раççейĕн чи лайăх регионĕ пулнине çирĕплетнĕ.

Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çар учетне йĕркеленине хакламалли смотр-конкурс çĕнтерÿçисене чыслама йĕркеленĕ савăнăçлă церемоние хутшăннă, ăна Раççей оборона министрĕн вымпелне панă. Асăннă конкурса РФ Правительствин йышăнăвĕпе 2006 çулта туса хунă.

Кăçалхи ака уйăхĕнче РФ Оборона министерствин тĕп конкурс комиссийĕ Чăваш Енре ĕçленĕ. Комисси палăртнă тăрăх - «Чăваш Ен Раççейĕн мĕн пур субћекчĕ хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннă. Çак çитĕнÿ - республика Правительстви, муниципалитетсем, администрацисен пуçлăхĕсем, çар комиссариачĕн пайĕсем куллен çине тăрса ĕçленин кăтартăвĕ».

 

5-мĕш вырăн

Чăваш Ен команди Пĕтĕм Раççейри çамрăксен спорт туризмĕн фестивалĕнче çĕнтернĕ.

Ентешĕмĕрсем мĕн пур дистанцин пĕтĕмлетнĕ кăтартăвĕсемпе, пĕтĕмĕшле зачетра 1-мĕш вырăнсене йышăннă. Вĕсен пухмачĕнче - вун ултă 1-мĕш, тăватă 2-мĕш тата пĕр 3-мĕш вырăн. Пĕтĕмпе 25 дистанцире тупăшнă.

Фестиваль, ăмăртусем тата спорт туризмĕн конференцийĕ юпа уйăхĕн 1-6-мĕшĕсенче Сочире иртнĕ. Малтанхи тата юлашки кунсенче кăна çанталăк хĕвеллĕ пулнă, ытти кун вара çумăр лÿшкенĕ. Çавна май ăмăртусем спортсменсемшĕн чăн-чăн тĕрĕслев пулса тăнă, çумăра пула ту хушшинчен юхса анакан Шах шывĕ /ăмăртусен пĕр пайĕ шăпах унта иртнĕ/ тăруках хăпарнă - çакă тупăшăва пушшех кăткăслатнă. Пирĕн пĕр экипаж катамаранĕ сиенленнине пула спортсменсем шыва ÿкнĕ. Вĕсене шыв 300 метр ытла юхтарса кайнă, анчах маттурсем çырана тĕрĕс-тĕкелех тухнă.

 

6-мĕш вырăн

Чăваш наци конгресĕн сћезчĕ. Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртнĕ отчетпа суйлав пухăвне Раççей Федерацийĕн 26 субћектĕнчен, Белоруссирен, Казахстанран, Украинăран, Францирен тата Эстонирен килнĕ делегатсемпе хисеплĕ хăнасем хутшăннă. Сћездра çитес тăватă çуллăха Чăваш наци конгресĕн ертсе пыракан тата тĕрĕслев тытăмĕн çĕнĕ йышне суйланă. ЧНК президенчĕн должноçне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "ТУС" АХО генеральнăй директорĕ Николай Угаслов йышăннă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.