Архив - 2013 - Чăваш хĕрарăмĕ

декабрь 28th

28 Дек, 2013

Хĕл Мучине сасăран паллаççĕ

Çавра çилпе ăмăртса, юр пĕрчисене ташлаттарса, урхамахĕсене васкатса килет пирĕн пата Хĕл Мучи. Парне тултарнă кутамккине çуна çине хунă вăл. Уявпа саламлама хыпаланаканскерне ачасем те, аслисем те çав тери кĕтеççĕ. «Хĕл Мучи, ăçта çитнĕ эсĕ? Сассуна пар!» - пĕлес килчĕ манăн.

28 Дек, 2013

Чуна хĕмлентерчĕ Олимп çулăмĕ

Ĕнер ятарлă пуйăспа Олимп çулăмĕ Чĕмпĕртен Шупашкара çитрĕ. Çĕнĕ çул умĕн урамсем ахаль те капăр курăнаççĕ, эстафетăна кĕтсе илме те тĕплĕ хатĕрленнĕ шĕкĕр хуламăр. Пур çĕрте юрă-кĕвĕ илтĕнчĕ, савăк кăмăл хуçаланчĕ. Палăртнă самант тĕлне чукун çул вокзалĕ тавралла халăх лăк туллиехчĕ.

28 Дек, 2013

Ĕрĕхсе килет Лаша çулĕ, шуса иртсе каять Çĕлен!

СОЦИАЛЛĂ ПУРНĂÇПА ЭКОНОМИКА. «Республикăри экономика аталанăвне куçа савăнтаракан цифрăсем мар, халăхăн ытлă-çитлĕхĕ, вăл патшалăх тата муниципалитет ĕçĕпе кăмăллă пулни, обществăпа политика çирĕплĕхĕ хак параççĕ», - çапла вуланăччĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура. Çавăнпа, хаклă вулаканăмăрсем, эпир те цифрăпа сахалтарах усă курма тăрăшрăмăр.

28 Дек, 2013

Юртса пырать юлан ут

Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьелти лаша усракан Павловсен килĕ тĕлне хашлаттарса чупса çитрĕм, шала кĕрсе сывлăш çавăрса илесшĕнччĕ - пулмарĕ, хуçисем алăка питĕрсе хăварнă. «Çемье пуçне витесем патĕнче шыра, выльăх-чĕрлĕх патне тухса кайрĕ вăл», - терĕç кÿршисем.

28 Дек, 2013

Кучченеç кутамкки тулнăпа пĕрех

«Ман пата çынсем ĕçпе кăна мар, кăмăла уçма та шăнкăравлаççĕ. «Паян канмалли кун пултăр-ха», - тесе телефона сÿнтерсе те пăхатăп. Анчах... чăтаймастăп - 1-2 сехетренех ярса тытатăп ăна. Экран çутăлсанах темиçе СМС килсе çитет.

декабрь 21st

21 Дек, 2013

Арăмсăр та çурт саланмасть

«Пĕтĕмпех этем аллинче, этем - хĕрарăм аллинче», - теççĕ. Хĕрарăма турри, чăннипех те, этемлĕхе упрама, çут тĕнчене çĕнĕ пурнăç парнелеме, çемье ăшшине тытса пыма пилленĕ. Мĕн пĕчĕкрен чун йăпатмăш пуканипе выляса ÿснĕскер пĕве кĕрсен йăх-несĕле ĕрчетесси çут çанталăкăн сăваплă та яваплă саккунĕ пулнине туйса илет. Анчах пархатарлă çак туртăм кашнин чĕринчех «çеçке çураймасть» иккен. Хăй варĕнче 9 уйăх йăтса çÿренĕ тĕпренчĕке пăрахса хăваракан куккук-амăшĕсем пирки пырать сăмахăм. Ачи-пăчи çинчен манса ĕçсе-çапкаланса çÿрекенсене амăшĕ теме чĕлхе çаврăнмасть.

21 Дек, 2013

2014 çул мĕнпе савăнтарĕ?

Çывхарса килекен 2014 çул ыррине сахал мар хатĕрленĕ. Политикăра, общество пурнăçĕнче палăрас шухăшлисене уйрăмах ăнăçу кÿрĕ вăл. Ыттисен умĕнче хăвна лайăх енчен кăтартма пĕлни, çын кăмăлне витерсе ырăпа асра юлни - çак пахалăхсем чи пĕлтерĕшлисем шутланаççĕ. Кун пек чухне ăс-тăн, пĕлÿ шайĕ, ĕç опычĕ пĕчĕкки те çитĕнÿ тума чармасть. Харпăр хăй вăйне шансан та сĕмсĕрлĕхпе чăрсăрлăха тивĕçлĕ чикĕре тытса тăмалла, унсăрăн усси пулмĕ.

21 Дек, 2013

Амăшĕ те вăл, кукамăшĕ те

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнарти пĕр çемьере Иванов, Петров хушаматлă ачасем ÿсеççĕ. 33 çул килĕштерсе пурăнакан Галина Александровнăпа Александр Николаевич Индейкинсем хăйсен 3 тĕпренчĕкĕ ÿссе çитсен опекăна илнĕ. Аслисем, Андрейпа Светлана, çемье çавăрнă, ашшĕ-амăшне мăнуксем парнелеме ĕлкĕрнĕ. Кĕçĕнни Людмила Шупашкарта медицина колледжĕнче вĕренет.

21 Дек, 2013

Нарспие нумайăшĕ вылянă, ăна çитекенни пулман

РСФСР тата ЧАССР халăх артисткине Нина Григорьевăна юбилейпе саламланă май çапла каларĕ К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн тĕп режиссерĕ Валерий Яковлев. Çĕрпÿ районĕнчи Чиричкасси хĕрĕ калăпланă сăнарсем халăх асĕнче, культура историйĕнче юлни çинче чарăнса тăчĕ вăл. Уяв каçĕнче Нина Ильиничнăна «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăларĕç. В.Распутинăн «Сыв пуллашу» ĕçĕнче Настасьăна вылянăшăн Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен «Туганлык» фестивальте «Хĕрарăм ролĕ иккĕмĕш планри» номинацире çĕнтернĕ вăл.

21 Дек, 2013

Мир, Туслăх, Пĕрлĕх палли

Раштавăн 27-мĕшĕнче Чăваш Ене ятарлă рейспа 2014 çулта Сочире иртекен XXII хĕллехи Олимп вăййисен тĕп символĕ çитмелле. Çулăм эстафети Раççейре пĕрремĕш хут иртет. Вăл старт илнĕренпе Шупашкарăмăр - 95-мĕш хула.

Страницы