Комментировать

28 Дек, 2013

Ĕрĕхсе килет Лаша çулĕ, шуса иртсе каять Çĕлен!

СОЦИАЛЛĂ ПУРНĂÇПА ЭКОНОМИКА. «Республикăри экономика аталанăвне куçа савăнтаракан цифрăсем мар, халăхăн ытлă-çитлĕхĕ, вăл патшалăх тата муниципалитет ĕçĕпе кăмăллă пулни, обществăпа политика çирĕплĕхĕ хак параççĕ», - çапла вуланăччĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура. Çавăнпа, хаклă вулаканăмăрсем, эпир те цифрăпа сахалтарах усă курма тăрăшрăмăр.

Республикăри вăтам шалу 2013 çулта 20 пин тенке яхăн çитни пирки пĕлтерет статистика, çакă 2010 çулхинчен 1,5 хут пысăкрах. Пурăнмалли чи пĕчĕк укçа виçи - уйăхне 6226 тенкĕ. Чăваш Ен халăха ĕçпе тивĕçтерессипе те лайăх кăтартусем тума пултарчĕ.

2013 çул ял хуçалăхĕшĕн йывăр çул пулчĕ. Çуллахи типĕ çанталăка пула пĕтĕмĕшле 36,5 пин гектар лаптăк çинчи калча хăрса типрĕ, вырма вăхăтĕнче пуçланнă çумăрсем вара палăртнă тухăçа туллин пухса кĕртме май паман. Кăçал ял хуçалăхне патшалăх панă пулăшăвăн калăпăшĕ 2,5 миллиард тенкĕпе танлашнă. Чăваш Ен ку тĕлĕшпе Раççейри чи лайăх регионсен йышне кĕнĕ. Килти хушма хуçалăх тытакан кашни виççĕмĕш çемье /37%/, çав шутра çемьесен 20% иккĕмĕш хут, çăмăллăхлă кредитпа усă курнă. Ĕçе пуçăнакан 97 фермер тата выльăх-чĕрлĕх ферми тытакан 10 çемье ятарлă программăпа килĕшӳллĕн 2012-2013 çулсенче пурĕ 164 миллион тенкĕлĕх пулăшу илнĕ.

Мĕн пур тытăмри хуçалăхсенче пурĕ 411 пин тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ, çакă пĕлтĕрхинчен сахал мар. Чăваш Ен çĕр улми лаптăкĕн калăпăшне ӳстерекен регионсенчен пĕри шутланать.

Ял çыннин укçа-тенкĕ тĕп çăл куçĕ - сĕт туса илесси тата сутасси. Пĕр ĕнерен çулталăкне 5 пин килограмран кая мар сĕт сумалла - вĕсен умне çакăн пек тĕллев лартнă. Палăртнине пурнăçламашкăн майсем çителĕклĕ пулнине палăртать ЧР Ял хуçалăх министерстви: апат-çимĕçĕ те, выльăх ăрачĕ те пур. Республикăри хăш-пĕр хуçалăхра 9 уйăхра 5000 ытла килограмм /пĕр ĕнерен/ суса илекенсем - ыттисемшĕн те тĕслĕх.

Республикăра кайăк-кĕшĕк тата сысна ĕрчетесси пысăк хăватпа пырать. Кайăк-кĕшĕк фабрикисене çĕнетнĕ май аш-какай туса илессине 20 пин тонна ытла ӳстерме май панă. Асăннă проект пирĕн республикăра хута кайнăранпа агропромышленноç секторне 44 миллиард тенкĕ хывнă, вăл шутра выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк тытмалли 157 объект хăпартнă тата реконструкциленĕ.

Çивĕч ыйтусенчен пĕри - пушă выртакан çĕрсем. Федерацин Атăлçи округĕн регионĕсен йышĕнче пирĕн республика çĕрпе тухăçлă усă курассипе иккĕмĕш вырăн йышăнать пулин те паянхи лару-тăру никама та тивĕçтермест. Явапсăр хуçасем тĕлĕшĕпе ӳлĕмрен çирĕпрех мерăсем йышăнĕç: çĕрпе кирлĕ пек усă курманшăн вĕсенчен налук ытларах шыраса илĕç.

Экономика ӳсĕмĕн локомотивĕ - республикăн строительство отраслĕ. Çĕнĕ объектсем çĕклесси, халь ĕçлекен производствăсене çĕнетесси, энерги перекетлекен строительство материалĕсем, çĕнĕ технологисене хута ярасси лайăх шайра пулса пыраççĕ. Кăçал республикăра 86 пин тăваткал метр ытла пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкĕ хута кайнă. 1000 çын пуçне хута яракан пурăнмалли çурт-йĕр кăтартăвĕ енĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен йышĕнче виçĕ çул ĕнтĕ пĕрремĕш вырăн йышăнать.

ВĔРЕНӲ. Ачасем - çĕр-шыв пуласлăхĕ, çавăнпа та вĕсене тивĕçлĕ условисенче воспитани тата пĕлӳ илме майсем туса парасси - тĕп вырăнта. Шкул умĕнхи ӳсĕмри ачасен 72,6% /юпан 1-мĕшĕ тĕлне/ садике çӳреççĕ. 3 çултан иртнĕ ачасен черетне пĕтерме шантарнăччĕ, паян çак ыйту татăлнă. Çулталăк çурăчченхисене 2015 çулта вырăнсемпе тивĕçтерĕç.

Шкул умĕнхи воспитани паракан учрежденисен пӳлĕмĕсемпе тухăçлă усă курнипе, тĕпрен юсаса çĕнетнипе кăçал 3337 вырăн туса пама май килнĕ. Пурĕ вара 6000-е яхăн вырăн уçăлнă. Республика 11 çĕнĕ садик хута яма палăртнăччĕ. Елчĕк, Комсомольски районĕсенче ку тĕлĕшпе ĕçсене вăхăтра вĕçленĕ. Çĕмĕрле, Куславкка хулисенче графикран юлса хута янă. Подрядчик айăпне пула тата темиçе районта ĕçе вăхăтра пурнăçлайман.

Кăçал Чăваш Енри шкул вĕренĕвĕн тытăмĕ федераци шайĕнче пысăк хака тивĕçрĕ. Пирĕн 12 шкул Раççейри чи лайăх 500 шкул йышне лекрĕ, Шупашкарти 3-мĕш лицей çĕр-шыври 25 шкул шутне кĕчĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тытăма çĕнетме юлашки 3 çулта хушма майпа 5 миллиард тенке яхăн укçа-тенкĕ хывнă. Республикăри шкулсен иккĕ виççĕмĕш пайĕ тĕпрен юсав ирттерме бюджетран укçа илнĕ. Апатланăва тĕпрен улăштарас ĕç кăçал та тухăçлă иртнĕ, учрежденисен 72% столовăйĕ çĕнĕ йышши хатĕрпе усă курать, вĕренекенсен 96% шкулта апатланать. 2013-2014 çулсенчи вĕренӳ çулĕ вĕçлениччен республикăри пур хулари тата хăш-пĕр ялти шкулсенче апатланушăн карточкăпа тӳлемелли тытăм ĕçе кĕмелле, ку тĕлĕшпе Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенчи чылай шкул çĕнĕлĕхе ăнăçлă вăя кĕртнĕ ĕнтĕ. Ирхи апат хакĕ вăтамран хулара - 16-20, кăнтăрлахи 40 тенкĕпе танлашать.

Кăçал Вăрмар тата Патăрьел районĕсенче çĕнĕ шкулсем уçăлчĕç, Комсомольски, Канаш районĕсенчи тепĕр икĕ шкулта реконструкци ирттернĕ. Шупашкар районĕнчи Янăшра çĕнĕ шкул строительстви пырать.

Юлашки 3 çулта республикăри шкулсен кивĕ йышши автобусĕсене тĕпрен çĕнетнĕ. Хальхи вăхăтра вĕренекенсене пурĕ 301 автобус турттарать, вĕсене пурне те ГЛОНАСС йышши спутник тытăмĕпе тивĕçтернĕ. Кăçал пĕрремĕш хут дизель топливăпа ĕçлекен автобуссем туяннă, вĕсем, ПАЗикпа танлаштарсан, 3 хут сахалрах топливо «çăтаççĕ».

Шкулти çамрăк специалистсене мĕнле хавхалантарассине кашни муниципалитет хăй татса парать, кунсăр пуçне çамрăк учительсен пурăнмалли çурт-йĕр условисене лайăхлатмалли программăпа усă курма май пур. Çапах та вĕсен йышĕ пурĕ те 4% кăна-ха, шкул умĕнхи вĕренӳ тытăмĕнче те кадр ыйтăвĕ çивĕч.

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче тăван чĕлхен пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстерес тĕллевпе «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци пĕрремĕш хут иртрĕ. Унта 2300 яхăн çын тĕрĕс çырма пултарассине тĕрĕслерĕ.

СПОРТ. Паян çамрăксенчен ытларахăшĕ сывă пурнăç йĕркине суйласа илет. Кашни район центрĕнчех физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайни те витĕм кӳретех. Юлашки çулсенче Чăваш Енти спорта аталантармашкăн 5 миллиард ытла укçа хывнă, 50 ытла спорт объектне юсаса çĕнетнĕ.

Халăх йышлăн хутшăнакан акцисем вăй илсе пыраççĕ, вĕсем çынсене лайăх кăмăл-туйăм парнелеççĕ. Шупашкар хулин кунĕнче çăлтăрпа пĕрле зарядкăна 28 пин çын тăчĕ. Çапла майпа эпир Европа Рекорчĕсен кĕнекине кĕме тивĕçрĕмĕр.

Республикăн спорт çитĕнĕвĕсене Раççей тата тĕнче шайĕнче хакланă: Чăваш Ен 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Европăн командăсен чемпионатне, 2016 тата 2018 çулсенче хăвăрт утас енĕпе Тĕнче кубокне ирттерме ирĕк илнĕ. Кăçал çурла уйăхĕнче Шупашкар парашют спорчĕн Тĕнче кубокĕшĕн Европа чемпионачĕ йĕркелеме тивĕçрĕ. Çакă тата ытти чылай çитĕнĕве кура Раççей Правительстви Чăваш Ене «Раççей регионĕ» номинацире физкультурăпа спорт енĕпе наци премийĕпе чысларĕ. Пирĕн республика Раççей Федерацийĕнче «спортпа туслă чи лайăх регион» ята тивĕçрĕ.

Тăван чĕлхе сумне ӳстерекен спорт уявĕсем те массăллă иртрĕç кăçал. Вĕсене «Хыпар» Издательство çурчĕн пуçарăвĕпе килĕшӳллĕн йĕркелерĕç. Ака уйăхĕнче чăваш халăхĕн мăнаçлă икĕ Улăпĕ: Иван Яковлев çуралнăранпа - 165 çул, Николай Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа Кăнна Кушки - Шупашкар - Купăрля маршрутпа çăмăл атлетика чупăвĕ иртрĕ. Раштавра «Хыпар» хаçат парнисемшĕн кире пуканĕ çĕклессипе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри XXX турнира çĕр-шывăн 8 регионĕнчен килнĕ 300 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Турнир историйĕнче ку - рекорд.

Çулталăк вĕçĕ Шупашкара Олимп çулĕн эстафети çитнипе ĕмĕрлĕхе палăрса юлчĕ.

СЫВЛĂХ. Республикăри онкологи клиника диспансерĕнче çĕнĕ технологисемпе усă курма пуçланă. Хырăмлăхри, пыршăлăхри, хĕрарăмăн ар органĕнчи пысăк виçеллĕ усал шыççа касса илсен унăн клеткисем организмра юлас хăрушлăх пур. Халĕ операци вăхăтĕнчех вĕсенчен хăтăлма пулать. Хырăмлăха хими препарачĕн вĕри хутăшĕпе çăваççĕ. 43 градуслă шĕвек усал шыçă клеткисене вĕлерет, çав вăхăтрах сывă тĕртĕмсене шар кăтартмасть. Пациентăн çакăн хыççăн хими терапийĕн курсĕ витĕр тухмалли кăна юлать.

Республикăри кардиологи диспансерĕнче Томскри медицина университечĕн чĕрепе юн тымарĕсен хирурги пайĕн пуçлăхĕ Александр Оферкин ăсталăх класĕ ирттернĕ. Çĕнĕ йышши компьютер оборудованийĕпе усă курса тӳрех 2 операци тунă вăл. Тухтăр алăри тата урари юн тымарĕсем урлă чĕре патне ятарлă инструментсем чикнĕ. Пациент 15 çул аритмипе аптăранă. Çакăн хыççăн чĕре ĕçĕ йĕркеленнĕ. Чăваш кардиохирургĕсем те кăткăс операцисем тăваççĕ. Çак сыватмăша хальхи йышши технологипе тивĕçтерсех тăраççĕ.

Республикăри ача çуратмалли çуртсем кăкăр çитерессине сарас тĕллевпе йĕркеленĕ Пĕтĕм тĕнчери эрнелĕхе хутшăнчĕç.

Республикăри эндокринологи диспансерĕнче остеопороз профилактикин центрĕ уçăлчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - диагностика ирттересси, сиплесси, консультаци парасси кăна мар, регионта асăннă чирпе кĕрешессине йĕркелесе тăрасси. Профилактика ĕçĕсемпе килĕшӳллĕн специалистсем районсене тухса çӳреççĕ, халăха тĕрĕслеççĕ. Чирпе вăрах аптăракансен сывлăхне тĕплĕнрех диспансерта тĕпчеççĕ. Пациента ятарлă регистра кĕртеççĕ. Вăл нушаланакансене 1-3 çул сăнама май парĕ.

КУЛЬТУРА. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш музыкин эрни иртрĕ. Проект авторĕ - театрăн пултарулăх ертӳçи, тĕп дирижерĕ - Ольга Нестерова. Çак театрăн репертуарне чăваш халăхĕн пурнăçне кăтартакан 10 опера, 2 оперетта, 16 музыка камичĕ, 9 балет кĕнĕ. Нумайăшне темиçе хут сцена çине кăларнă. «Шывармань» оперăпа «Сарпике» балета республика Пуçлăхĕн гранчĕ пулăшнипе çĕнĕрен хатĕрленĕ.

Раççей Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Екатерина Лахова республикăн ертӳлĕхĕпе пĕрле Шупашкар хулин 1-мĕш клиника перинаталь центрĕ çывăхĕнче «Юрату кĕл чечекĕ» скульптурăна уçма хутшăнчĕ. Бронзăран шăратса тунăскер 200 килограмм таять.

Республикăра Пĕтĕм тĕнчери VI кинофестиваль иртрĕ. Тӳлевсĕр фильмсене Шупашкарта кăна мар, Çĕрпӳре те, Сĕнтĕрвăрринче те кăтартрĕç. Кино уявĕ Александр Прошкинăн сакăр фильмĕпе, Игорь Таланкинăн ĕçĕсен çĕрлехи сеансĕсемпе, «Сахал йышлă халăхсен фильмĕсем», «Фестивальсен фестивалĕ» ятарлă программисемпе, ачасене илĕртекен мультфильмсемпе асра юлчĕ. Конкурсра 12 ĕç хакларĕç. Тĕрлĕ жанрлă - фэнтези, социаллă драма, хура камит - фильмсем илсе килчĕç пирĕн республикăна. Вĕсене вырăс, финн, латыш режиссерĕсем ӳкернĕ.

Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи ачасен пултарулăхĕн «Çăлтăрлă сехет» фестивалĕн гала-концерчĕ иртрĕ. «Ачалăх çăлтăрĕ» конкурс фестивальне 180 ытла тĕпренчĕк хутшăннă. Сăмах май, финала тухассишĕн 1400 ача тупăшнă. Фестивале ача çурчĕсенче, социаллă адаптаци центрĕсенче çитĕнекенсене пулăшакан проектпа килĕшӳллĕн йĕркеленĕ.

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем Пĕтĕм тĕнчери «Коляда - Plays» хальхи драматурги фестивальне хутшăнчĕç. «Шанель «пике» спектакльпе Гран-прие тивĕçрĕç.

Шупашкарта халăхсен хушшинчи «Пĕрешкел пулмасан та юрать» хăйне евĕрлĕ I фестиваль иртрĕ. Унта Раççейри тата чикĕ леш енчи 13 театр труппи хутшăнчĕ. Вĕсем сусăр ачасем валли спектакльсем кăтартрĕç.

ÇУТ ÇАНТАЛĂК. Пĕтĕм Раççейри çут çанталăкăн чĕрĕ палăкĕсен йышне Муркаш районĕнчи Треньккă ялĕнчен икĕ çухрăмри Сăнав вăрманлăхĕн Ильинка уйрăмĕн 9-мĕш кварталти ватă юмана кĕртрĕç. Вăл - 362 çулта. Унăн диаметрĕ - 182, таврашĕ 570 сантиметрпа танлашать. 26 метр таран çитĕннĕскерĕн тăррине çиçĕм тивнĕ, çакăн хыççăн 24 метр юлнă.

Пăрачкав районĕнчи Напольное ялĕнче хĕле хирĕç садсем чечеке ларнă. Шăлан та, хăмла çырли те çеçке çурнă. Биологсем ăнлантарнă тăрăх - çуркуннехи улшăнуллă çанталăка, çуллахи шăрăха пула пур чечек те вăхăтра çурăлайман. Кĕркуннехи ăшă тата нӳрĕк вара ырă витĕм кӳнĕ.

Атăл леш енчи вăрмансене йĕркене кĕртес ĕç малалла пырать. Кĕркунне Пĕтĕм Раççейри «Пурăн, вăрман» акцие хутшăнакансем - 300 ытла çын - çунса кĕлленнĕ лаптăксенче ĕçе пуçăннă. Студентсем, вĕрентекенсем, «ЭКА» юхăм членĕсем, ЧР Çут çанталăк министерствин ĕçченĕсем 5 гектар çĕр çинче 30 ытла чăрăш лартса хăварнă.

Чăваш Республикинче хăмăр упа йышне унăн малти ури йĕрĕ тăрăх шутланă. Çак чĕр чун тăватă районта /Сăрçи тата Атăл леш енчи вăрманлăхсенче/ пурăнать. Пирĕн тăрăхра 14 упа хăтлăх тупнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан йыш улшăнман.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.