Архив - 2020 - Чăваш хĕрарăмĕ

февраль 25th

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Галина Кузнецова хăйĕн юбилейне куракансемпе пĕрле паллă тума хатĕрленетчĕ. Хăнасем пухăнма пуçличчен ăна хамăрăн тĕпеле чĕнтĕмĕр.
«Эпĕ маларах та, каярах та мар, шăпах 1960 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче çуралнишĕн шăпана тав тăватăп. Урăх вăхăтра çут тĕнчене килнĕ пулсассăн Мускаври М.Щепкин ячĕллĕ театр аслă училищинче /институтра/ пĕлÿ пухайман, унти сумлă педагогсен хăвачĕпе хĕмленеймен пулăттăм.

Ватă та сумлă чăваш ялĕнче, лăпкă Тусайра 1929 çулта çуралнă эпĕ. Тăван ял. Тăван кĕтес… Ачаран ун ытамĕнче рехетленсе çитĕннĕ. Тăван тавралăх пĕчĕкле ăша кĕрсе вырнаçать те мĕн сывлăш тухма пăрахичченех упранать.

Ун çинчен пĕр сăмахпа «амазонкăсен тăхăмĕ» теме те пулать-тĕр. Хастар, ĕçчен, палăртнă çултан пĕр пăрăнмасăр утать, йывăрлăхсенчен хăрамасăр, чăрмавсене парăнмасăр шав малалла талпăнать. Тĕрĕссипе, чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕн хаклăхĕсем çаксем. Тахçанах паллатăп ăна — хăйĕн ĕçĕнче ăнăçтарнипе çырлахмасăр тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисен йышĕнче тăтăшах куратăп Инесса АЛЕКСЕЕВĂНА. Шупашкар, республика шайĕнче иртекен мероприятисенчен юлмасть вăл. Мĕнле тĕллевпе пурăнать паян пултаруллă ертÿçĕ? Мĕнле шухăшсем канăç памаççĕ чăваш хĕрарăмĕн чун-чĕрине?

февраль 17th

Асăрхарăр-и, асăрхамарăр-и, анчах та сисмесĕрех кун вăрăмланма тытăнчĕ авă. Хĕлле вăл çерçи сăмси вăрăмăш кăначчĕ. Тĕттĕмре тухса каяттăмăр килтен, тĕттĕмрех таврăнаттăмăр. Халĕ акă сехет йĕпписем ĕç вăхăчĕ вĕçленнине кăтартма пуçланă тĕле те тавралăха каç чатăрĕ пачах хупласа лартмасть. Ку та тарама-ха, чи кирли, кĕçех хĕл йĕме пуçлĕ те çут çанталăк чĕрĕлме тапранĕ. Тĕрĕссипе, хĕл куçĕ кăçал типме те пĕлмерĕ тейĕн. Çурт тăрринчен тумла юхать, урамра кÿлленчĕк атă-пушмака «кăшлать». Хĕл сиввипе, тарăн кĕртпе киленме хăнăхнисен кăмăлĕ тулмарĕ, ахăртнех, кăçал.

Паянхи çамрăксем ачисене мĕнле воспитани панине кура ирĕксĕрех хамăрăн яш çулсем аса килеççĕ. Ара, эпир те çамрăк пулнă, юратнă та, çуратнă та… Шел, паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр- упраçшăн сăпайлăх тени иртнĕлĕхе кăна юлчĕ-тĕр...

Канаш районĕнчи Çĕнĕ Аччари Егоровсем асамлă хăйсен тĕнчинче пурăнаççĕ. Ахальтен мар тĕрлĕ ÿсĕмрисем вĕсем патне экскурсие çÿреççĕ. Чăнах, ырă кăмăллă мăшăрăн хăтлă килне пырса кĕрсессĕн каялла тухас та килмест.

февраль 10th

Тĕлĕнмелле çанталăк кăçал… Çулла — çу ăшшине туймарăмăр, хĕлле — хĕл сиввине. Вăл-ку та юрĕччĕ-ха, çут çанталăк арпашăнса кайни инкек кÿни пĕтерет.

Тин пиçнĕ яшка шăрши тĕпелтен алкумнех çитнĕ — сăмсана кăтăклать. Оксана Петровна, ачасем шкултан киле таврăниччен яланах вĕри апат хатĕрлеме хăнăхнăскер, хăй сисмесĕрех сехет йĕпписем çинелле пăха-пăха илет. «Часах кĕçĕннисем Мадинăпа Руслан çитмелле», — теме ĕлкĕрчĕ кăна — кĕçĕн алăк шашулкки уçăлса хупăнни илтĕнчĕ те. Чăнах та шăпăрлансем вĕçтерсе çитрĕç. Кĕçĕн Каçалта пурăнаканскерсене Комсомольски салинчи 2-мĕш шкула ирхине ашшĕ машинăпа леçет, уроксем хыççăн вара лешсем çуранах таврăнаççĕ.

Страницы