Çăпата манăçа тухмасть
"Чăвашла пĕлетĕр-и?" — калаçу пуçартăм Сарă ту облаçĕнчи Калманттай салинче тĕпленнĕ хĕрарăмсемпе. "Паллах", — хурав пачĕç йăхташăмăрсем. Манăн вĕсенчен Çăпата музейĕ çинчен ытларах ыйтса пĕлес килчĕ. Çитменнине, çакăнта çаплипех çăпата хуçас енĕпе ăсталăх класĕсем йĕркелеççĕ. Паянхи саманара мĕн тума кирлĕ ĕлĕкхи çав хатĕр?