Архив - Апр 2020 - Çамрăксен хаçачĕ

апреля 30th

30 Апр, 2020

«Коронавирус пек каварлă инфекци курман»

Пурнăçра чи хакли — сывлăх. Чирлĕ çын тухтăртан пулăшу ыйтать. Пациентăн сывлăхĕ унăн аллинче. Тухтăр палăртнă сиплев ура çине тăма, чире çĕнтерме май парать.

30 Апр, 2020

«Тăвăллăн алă çупсан тата чаплăрах ташлас килет»

Мĕн ĕлĕкрен этем хусканусем урлă савăнăçĕпе хурлăхне палăртнă. Паян та çавах: çемье уявĕсенче, Акатуйра пĕрле пухăнса ташлатпăр. Е çак пултарулăхпа киленме концерта каятпăр. Мĕнлерех çынсем-ха вĕсем — ташăçăсем? Çак профессие суйлама мĕн хистет-ши?

апреля 29th

29 Апр, 2020

Ĕç çынни хисепе тивĕç

Ĕçлекен çыннăн тупăшĕ сахал пулмалла мар. Патшалăх ĕç çыннине хисеплет, унăн тăнăçлăхне ÿстерсе пырать, прависене хÿтĕлет. Çакна РФ Конституцийĕн 75-мĕш статйин 5-мĕш пунктне кĕртме сĕннĕ.

апреля 23rd

23 Апр, 2020

«Хĕрарăм тупăнсанах йĕркене кĕрĕп»

Валерий Майков эпир пынă чухне килте çукчĕ, кÿрши патĕнчен тухрĕ. Пире, журналистсене, курсан 71 çулти арçын савăнса кайрĕ — тинех ăна ăнланакан çынсем тупăннă.

23 Апр, 2020

Çарамасланнă сăн ÿкерчĕк ыйтаççĕ

Паллашу сайтĕнчи историсем пирки «Юратупа наркăмăшра» час-часах çырусем пичетленеççĕ. Маншăн та ку тема питĕ çывăх, мĕншĕн тесен эпĕ те 3 çул каялла паллашу сайтĕнче регистрацилентĕм. Халĕ те унтан тухайман-ха. Темшĕн чăн пурнăçра арçынсемпе паллашма йывăр мана. Виртуаллă тĕнчере хамăн арçынна тупасса шантăм. Кун пек майпа мăшăр шыракан пайтах. Миçе тĕлпулăва кайни, вĕсем мĕнпе вĕçленни пирки каласа тăмăп. Пачах урăххи пирки сăмах хускатăп. Сайтсенче мана тĕлĕнтернĕ пулăм çинчен çырса кăтартас килет.

апреля 16th

Страницы