«Хĕрарăм тупăнсанах йĕркене кĕрĕп»
Валерий Майков эпир пынă чухне килте çукчĕ, кÿрши патĕнчен тухрĕ. Пире, журналистсене, курсан 71 çулти арçын савăнса кайрĕ — тинех ăна ăнланакан çынсем тупăннă. «Эсир мана ĕненетĕр, ун пеккисем пур иккен», — терĕ Валерий Петрович пире пÿрте хăнана чĕннĕ май. Никам та ĕненмен арçынна итлеме вырнаçса лартăмăр.
Тусĕн хĕрне килĕштернĕ
Валерий Майков Етĕрне районĕнчи Çухра ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă. Валера Барнаулта «ЭнергоМашра» сварщикре ĕçлесе пурăннă. Тусĕн Кольăн савнийĕ Людмила пулнă. Чипер хĕр Валерие те килĕшнĕ, «Коля, эсĕ унпа ан шÿтле», — асăрхаттарнă вăл юлташне. Люда Валерăна килĕштернине систерсе темиçе те куç хĕснĕ. Каччă çакна ăнланнă, «Каçар, Коля, вăл мана килĕшет», — тенĕ юлташне. Кун хыççăн вĕсен туслăхĕ арканнă. 1973 çулта Валерий мăкшă хĕрне Людмилăна качча илнĕ.
Çамрăк мăшăр йĕркеллех пурăннă. Виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерте виçĕ çемье кун кунланă. Майковсем 18 тăваткал метрлă пÿлĕмре хĕсĕнкеленĕ. Кĕçех Павлик çуралнă. Питкуçне сăрлама юратакан Людмила чăн-чăн майра пулнă. Пĕррехинче хĕрарăм сервантра перекиç лартса хăварнă, çавна 3-ри ывăлĕ курнă та тутанса пăхнă. Кÿрши ăна часрах пĕрремĕш медпулăшу панă. «Павликăн çÿçĕ тăкăнма пуçларĕ. Ун чух чутах ухмаха тухаттăм. Ача шакла юлчĕ. Куншăн ĕмĕрĕпех макăратăп», — пурнăçĕ пирки каласа кăтартрĕ Çухра ялĕнчи тĕп килĕнче пĕччен пурăнакан арçын.
Кÿршĕре, тепĕр пÿлĕмре, милиционер мăшăрĕпе пурăннă. Кăштахран арçынпа хĕрарăм куçса кайнă. «Вĕсем вырăнне «бандит» килчĕ. Люда та çĕнĕ кÿршĕ лайăхах мар çын пулнине ăнланчĕ. Пĕррехинче вăл кухньăна кĕнĕ, çав арçын пирĕн кастрюле аллине чиксе яшкари какая туртса кăларнине курнă. 2-3 çул асаплантăмăр. Кÿршĕ патне хăйĕн пекех çынсем килме пуçларĕç. «Вася, чĕрĕ-сывă чухне тухса шăвăн кунтан», — асăрхаттартăм хайхи кÿрше. «Сана пĕр кĕленче эрехшĕн вĕлерĕç», — парăнмарĕ вăл. Аран-аран, милицие заявлени çырса парсан, унран хăтăлтăмăр», — те тĕрĕссине каларĕ Валерий Майков, те юптарчĕ, çапах ăна малалла итлерĕмĕр.
1986 çулта Валера мăшăрне юлашки çула ăсатнă. Утă уйăхĕн вĕçĕ, хулара Çар-тинĕс флочĕн кунне уявланă. «Люда, тархасшăн, тухса ан кай», — килте юлма ыйтса йăлăннă упăшки. Çав кун Людăпа Валера кăштах хирĕçсе илнĕ. Арăмĕ итлемен — трамвая ларнă та куçран çухалнă. Валера тек ăна чĕрĕ курман. Пĕр кун иртнĕ, иккĕ, виççĕ… Люда çаплах килмен. Валерий ăна шыраса хунямăшĕ патне çитнĕ — унта та çук. Арçын больницăсене, моргсене шăнкăравланă. «Кунта санăн арăму», — пулнă хурав пĕр моргран. Людăна Обь юхан шывĕ хĕрринче тупнă.
Амăшне пытарнă чухне Павлик 13-ре пулнă. Мăшăрне юлашки çула ăсатсан Валерие ашшĕ Чăваш Ене илсе кайнă. Ывăлне хăйĕнпе пĕрле илсе килменшĕн вăл паянхи кун та кулянать. Ача чĕнсен те килĕшмен, кукамăшĕпех юлнă. Валерий ун патне посылкăсем янă, Павлик хăй те Чăваш Ене пĕр хутчен килнĕ, ашшĕне пĕрле пыма сĕннĕ. «Манăн унта кайма юрамасть, «бандитсем» кĕтеççĕ», — тенĕ арçын.
1993 çулта Валерий Майков пĕртен-пĕр ывăлне хура тăпрапа хупланă. Кукамăшĕ ăна компьютер илсе панă, техникăна юсанă чухне каччă розеткăран кăларман — ăна ток çапнă. Авланман, çап-çамрăк ывăлне юлашки çула ăсатма вăл Барнаула кайнă.
Çамрăк чухне, çара кайиччен, Валерий Майкова килĕштерекен хĕр нумай пулнă. Пĕрне ăсатнă çеç — тепри çитнĕ. Анчах вăл 1986 çултанпа, хăй каланă тăрăх, хĕрарăмпа пурăнман, урăх авланман. «Мана никам та кирлĕ мар, хуйха манас килет. Йывăр. Чун халĕ те вырăнта мар», — малалла калаçрĕ арçын.
Кредит илнĕ, анчах укçи çук
«Эсир кредит нумай илнĕ теççĕ…» — калаçăва урăх еннелле пăртăмăр. «Çурт йăтăнать», — хуравларĕ кил хуçи. Пÿрчĕ, чăнах та, кивелнĕ, унта тахçанах юсав ĕçĕсем туманни курăнать. «Кредитпа мачча, ытти-хыттине тумалла. 150 пин тенкĕ илтĕм. Укçи халь çук ман, пĕр пус та… Стройматериал илтĕм, вă-ă-ăн çавăнта выртать. Парăм нумай. Пенсирен кредитшăн уйăхсерен тытса юлаççĕ», — банкран илнĕ укçапа мĕн тума палăртни пирки каларĕ Валерий Майков. Стройматериалĕ урамра та, картишре те куç тĕлне пулмарĕ. Кивĕ сарайĕнче кĕленче — туп-тулли. Стройка тумалли материал çавă пулсан анчах. Унпа кил хуçи мунча тăвасшăн. Мунча тенĕрен, пÿртре кăмака хыçĕнче «парилка» тума палăртнă вăл. Кивĕ çурт çакна чăтаяс çуках — йăтăнса анма пултарать. Тĕттĕм кĕтесре çутă çук, хĕсĕк. Кăмака хутсан, тирĕке шыв тултарса çăвăнсан, тен, чăнах та «парилка» пулĕ.
Валерий Петрович пирус туртманни, эрех ĕçменни пирки малтанах каласа хучĕ-ха пире. Ларсан-ларсан хăйĕнчен эрех шăрши кĕнине пытармарĕ: «Кирек мĕнле арçын та ĕçет». Черкки те сĕтел çинчех ларать ав. «Стройка тăвасси пулмасть ĕнтĕ. Укçи ăçтан пултăр ĕнтĕ ман?» — хаш сывларĕ вăл. Банкран кивçен илнĕ 150 пин тенкĕрен пĕр пус та юлман-мĕн, Валерий каланă тăрăх, ăна вăрласа тухса кайнă. Анчах кун пирки полицие пĕлтермен. «Хальхи вăхăтра ĕненекен çын çук», — çапла ăнлантарчĕ вăл.
Валерий Майковпа калаçу малалла сыпăнчĕ: вăл çамрăк чухне вăйлă пулнă, халĕ те аптăрамасть-мĕн. «Çĕр улми çисе вăй кĕрет», — терĕ вăл. Ăна вăл ăшалать, пăшăхлать, техĕмлĕх ярса пĕçерет — кашни кун рационра çак çимĕç. Малалла вулас...
Ирина АЛЕКСЕЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.