Ĕç çынни хисепе тивĕç

29 Апр, 2020

Ĕçлекен çыннăн тупăшĕ сахал пулмалла мар. Патшалăх ĕç çыннине хисеплет, унăн тăнăçлăхне ÿстерсе пырать, прависене хÿтĕлет. Çакна РФ Конституцийĕн 75-мĕш статйин 5-мĕш пунктне кĕртме сĕннĕ. Тÿрлетÿсемпе килĕшÿллĕн, ĕçлекене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа виçинчен сахалрах шалу тÿлемелле мар.

Социаллă партнерлăх — РФ Конституцине кĕртме палăртнă тÿрлетÿсенчен пĕри. Тĕрлĕ ен — çынна ĕç паракан, профсоюз, патшалăх — пĕр-пĕринпе калаçса татăлма пĕлсен кăна паташалăхри, экономикăри аталанусем пулĕç.

ШУХĂШ

Светлана ДЕМИДОВА, республикăри культура ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн ертÿçи:

Вăрттăнлăх мар: ĕç паракансем, ытларах предпринимательсем, ĕçченĕсене мĕн чухлĕ тÿлессине хăйсем палăртаççĕ. Çынсем пур чухне те тивĕçлĕ шалу илеймеççĕ. Уйрăмах çамрăксене пырса тивет ку. Вĕсен опыт çуккине кура сахал тÿлекен çĕре ĕçе кĕме тивет. Конституцири тÿрлетÿсене йышăнсан ку ыйтуран хăтăлма пултарăпăр. Пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа виçи ÿссе пынă май шалу та хăпарĕ. Çавăн пекех Конституцири тÿрлетÿсем пенсисене çулталăкра пĕр хутран кая мар индексацилеме шантараççĕ. Пирĕн хальлĕхе пенсисем пысăк мар-ха. Çĕнĕ тÿрлетÿсем вăя кĕрсен вĕсене ÿстерме майсем ытларах пулĕç.

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.