Комментировать

30 Апр, 2020

«Коронавирус пек каварлă инфекци курман»

Пурнăçра чи хакли — сывлăх. Чирлĕ çын тухтăртан пулăшу ыйтать. Пациентăн сывлăхĕ унăн аллинче. Тухтăр палăртнă сиплев ура çине тăма, чире çĕнтерме май парать. Шупашкарти ветерансен госпиталĕн диабетологи центрĕн заведующийĕ Алексей Григорьев пациентсене хăрушă мурпа кĕрешме пулăшать. Эндокринолог тухтăр халĕ коронавируспа чирлисене сиплет.

Аслă ăрурисене сыватма йывăр

«Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче шăнкăравларĕç те коронавируспа ин-
фекциленнĕ пациентсене йышăнакан дежурнăй терапевт ĕçне сĕнчĕç.
Эпĕ ун чухне çемьепе пĕрле Вăрмартаччĕ, мăшăрăмпа кил хуçалăхĕнче
ĕçлеттĕм. Унпа канашласан çеç çак ĕçе кÿлĕнме килĕшрĕм. Вăл та тух-
тăр. Ăна эпидеми пирки ăнлантармалла мар», — пĕлтерчĕ Алексей Алек-
сандрович. Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче вăл ĕçе пуçăннă. Шупашкарти вете-
рансен госпитальне халĕ коронавируспа чирлисене, вĕсемпе хутшăн-
нă çынсене йышăнаççĕ. Уйăх пуçламăшĕнче васкавлă медицина пулă-
шăвĕн бригади талăкра 10 пациент илсе çитернĕ. Госпиталь хăвăртах
тулнă. Халĕ унта 116 çын сипленет.
Алексей Григорьев медицинăра 1993 çултанпа вăй хурать. Ку таранч-
чен вăл коронавирус пек каварлă инфекципе тĕл пулман. Вирус питĕ хă-
вăрт сарăлать. Çемьере кам та пулин аптăрасан ыттисен те çак амака
çаклатас хăрушлăх пысăк. Ача-пăчан, çамрăксен чир çăмăллăн иртет.
Вĕсен кĕлетке температури кăшт çеç хăпарать, пырта кăтăклать. Корона-
вирус инфекцийĕ пуррипе çуккине палăртмашкăн анализ тумалла. Халĕ
вĕсен пĕтĕмлетĕвне вăрах кĕтмелле мар — ара, больницăсенче койкă-
сем часрах пушатмалла, чирлисем валли вырăн çителĕклĕ пулмалла.
Дежурнăй терапевт смени 12 сехет пырать. Канмашкăн — 36 сехет.
Тепĕр чухне Алексей Александровичăн сывлăш çавăрса илмешкĕн те
вăхăт çук. Госпитальте сипленекен пациент-
сен вăтам ÿсĕмĕ — 50-60 çул. Сахăр диабечĕпе
чирлĕ çамрăксем те пур. Вĕсене сиплеме йы-
вăртарах. Юнри глюкоза виçи вылянăран эмел
витĕмĕ чакма пултарать.
«Госпитальте Мускавра ĕçлесе таврăннă
арçынсемпе хĕрарăмсем сипленеççĕ. Вĕсен
кĕлетке температури пысăк, ÿслĕкпе аптăраççĕ.
Коронавирус инфекцине палăртиччен пациен-
та палатăра пĕччен тытатпăр. Анализ чир пур-
рине çирĕплетсен иккĕн выртмалли палатă-
на куçаратпăр. Сипленекенсем инфекцие тĕрлĕрен йышăнаççĕ. Макăр-
са ларакансем те пур. «Мĕнпе айăпа кĕтĕм-ши? Мĕншĕн эпĕ çав тери
телейсĕр-ши?» — теççĕ», — пĕлтерчĕ Алексей Григорьев. Тухтăр палăр-
тнă тăрăх, 60 çултан иртнисен чир йывăррăн иртет. Вĕсене реанимацие
вырттараççĕ, ÿпкене искусственнăй майпа сывлаттаракан аппаратпа усă
курма тивет. Çыннăн ытти чир пулсан организма коронавируспа кĕрешме
уйрăмах йывăр. Шел те, госпитальте чире парăнтарайман пациентсем те
пулнă. Медиксем кашни çыннăн пурнăçĕшĕн кĕрешеççĕ. Çухату кулян-
тарать паллах, анчах малалла ĕçлемелле — чирлисем пулăшу кĕтеççĕ.

Медсестрасен канма вăхăт çук

Алексей Григорьевăн çемйи пысăк. Ачисем çемьеленсе йăва çавăрнă.
Дежурнăй терапевтра ĕçлеме пуçланăранпа вăл тăванĕсемпе тĕл пул-
ман. Смена хыççăн çывăрса тăрсан çеç çывăх çыннисемпе телефонпа
калаçать. Мăшăрĕ 93-ри ашшĕпе ялта пурăнать. Тунсăхлать пулин те
вăл вĕсемпе тĕл пулаймасть. «Тĕлĕкре те тĕлленме пуçларĕç», — пы-
тармарĕ тухтăр. Яваплăха туйса ĕçлекенскер ниçта та тухса çÿремест.
Канмалли кун килте ларать, паллă ăсчахсем коронавирус пирки çырнă
статьясене тишкерет. Тĕпчевçĕсем инфекцин çĕнĕ симптомне палăртнă:
чирлĕ çын апат-çимĕç тутине туйма пăрахать. Алексей Александрович
пациентсенчен çакăн пирки ыйтса пĕлнĕ. Чăнах та, чылайăшĕ 2-3 кун
апат тутипе шăршине туйман.
«Эсир, тухтăрсем, мĕнле эмел памаллине палăртатăр. Медсестрасем
вара сиплеççĕ», — теççĕ. Чăнах та çапла. Госпитальте вăй хуракан мед-
сестрасем пĕр сменăра 3-5 килограмм таранах
начарланаççĕ-мĕн. Вĕсен ларса канма вăхăт çук.
Васкавлă медицина пулăшăвĕ çитсенех паци-
ентăн докуменчĕсене пухаççĕ, медицина картти
уçаççĕ. Госпитальте режим çирĕп — чирлисен па-
латăран тухма юрамасть. Медсестрасен кашнин
патне кĕрсе эмел валеçмелле, укол тумалла. Ан-
чах пациент режима пăхăнмасăр палатăран тух-
ни те пулать. Йĕркене пăсакан палатăна таврăн-
санах коридора дезинфекцилеме тивет. Ку ĕçе
медсестрасен тумалла. Кунсăр пуçне вĕсем апат
валеçеççĕ, кашнине хавхалантарма та манмаççĕ», — пĕлтерчĕ терапевт.
Эпидеми тухтăрсен ĕçне те витĕм кÿнĕ. Коронавируспа кĕрешекен
медиксем пĕр-пĕринпе видеоçыхăну урлă канашлаççĕ. Шупашкарти ва-
скавлă медицина пулăшăвĕн больницинче вăй хуракансем, «хĕрлĕ зо-
нăра» тăрăшаканскерсем, ĕçтешĕсене талăкĕпех пулăшма хатĕр. Алек-
сей Александрович иккĕленсен вĕсемпе канашлать.

Йĕркене пăхăнсан…

Йывăç-тĕм папка кăларнă, курăк симĕсленнĕ вăхăтра килте ларма
йывăр паллах. Пурте эпидеми чакасса, урамра уçăлса çÿреме ирĕк па-
расса кĕтеççĕ. Алексей Григорьевăн шухăшĕпе, Чăваш Енре корона-
вируспа чирлисен йышĕ çу уйăхĕн иккĕмĕш çурринче çеç чакма пуçлĕ.
«Эпидемин хăйĕн саккунĕ. Эпир ăна витĕм кÿрейместпĕр. Халăх ăн-
карулăхĕ ÿсни хавхалантарать. Шупашкар урамĕсенче пĕчĕк ачисене
çавăтса çÿрекенсене, кинемей-мучисене асăрхамастăп. Дисциплинăна
пăхăнсан чире парăнтарăпăрах», — терĕ вăл. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Шупашкарти ветерансен госпиталĕн архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.