Комментировать

23 Апр, 2020

Улшăнусене ырлатăп

Конституцие улшăнусем кĕртесси пирки вулаканăмăрсен шухăшĕпе малалла паллаштаратпăр.

Марина АНИЧЕНКОВА, ЧР Хĕрарăмсен союзĕн президиумĕн членĕ:

Çĕршывăн Тĕп саккунне — Конституцие — кĕртме сĕннĕ улшăнусемпе тĕплĕн паллашрăм. Чи малтанах патшалăх ертÿлĕхне ют çĕршыв гражданинĕ пулма ирĕк памасси кăмăла кайрĕ. Питĕ тĕрĕс ку — пĕр пукан çинче ларса урапа икĕ çĕршывра пулмалла мар. Унсăр пуçне вĕсен ют çĕршыв банкĕсенче вклад уçма та юрамĕ.

Общество деятелĕ кăна мар эпĕ, анне те. Тата — пенсионер. Çавăнпа маншăн социаллă хÿтлĕх гарантилени те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Манăн шухăшпа, Конституцие кĕртме сĕннĕ улшăнусем питĕ вырăнлă тата вăхăтлă.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.