Тĕп пулăшуçăсем — мăнуксем

30 Апр, 2020

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Çуркуннепе ĕç уявне паллă тăватпăр. Маларахри тапхăрта çак кун халăх демонстрацие пухăннă. Юлашки çулсенче уява çут çанталăкра ирттересси йăлана кĕчĕ. Пирĕн вулакансемшĕн çак кун мĕнпе асра юлĕ-ши? Аслă ăрурисем ачисемпе, мăнукĕсемпе пĕрле мĕнле кĕтсе илеççĕ ăшă çу кунĕсене?

Альбина КУДРЯШОВА, Муркаш районĕ, пахчаçă:
Мăнуксем Ольăпа Настя килте дистанци мелĕпе вĕренсе ывăнчĕç. Шкула питĕ каясшăн, вĕрентекенсене курасшăн. Çуркуннепе ĕç уявне килте паллă тăвăпăр. Мăнуксем пахчара хăйсем лартнă хăмла çырли, хурлăхан тĕмĕсене йĕркене кĕртĕç.

Мария ПЕТРОВА, Канаш хули, предприниматель:
— Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче — Çуркуннепе ĕç уявĕнче — дачăна каяссине йăлана кĕртрĕмĕр. Хамăр йышпа çĕр лаптăкне йĕркене кĕртĕпĕр, акăпăр. Пĕчĕк мăнуксем те айккинче юлмĕç. Вĕсем яланах тĕп пулăшуçăсем вырăнĕнчех.

Земфира ЯКОВЛЕВА, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
— Ача чухне те, студент çулĕсенче те Çу уйăхĕн 1-мĕшне пысăк уяв пек кĕтнĕ. Шупашкарта иртекен демонстрацие хутшăннă май капăр тумпа, чечек е хăмпă тытса хавхалануллă утаттăмăр. Анне патне яла тем пек часрах çитес килсен те уява каймасăр тухса чупман. Ушкăнпа çапăннă сăн ÿкерчĕксем халĕ те — асăнмалăх. Шкул хыççăн пĕр хушă колхозра ĕçленĕччĕ, ун чухне уяв ирттернĕ хыççăн уй-хире тухаттăмăр: çурхи кун çулталăк тăрантарать вĕт. Хальхи саманара çак куна ытларах чухне дачăра ĕçлесе кĕтсе илетпĕр. Кăçал коронавируса пула килте ларатпăр та /эпир, ватăсем, пушшех/ — кантăк ани çинче ÿссе кайнă калчасене уçă вырăна ăсатмасăр епле чăтас? Ачасемпе Çĕньялти пахчара ĕçлесшĕн. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА, Ирина ИВАНОВА ыйтса пĕлнĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.