Тунсăхлама вăхăт çук

20 Ака, 2020

Килтен ирĕклĕн тухса çÿремен вăхăтра чылайăшĕ дистанци çыхăнăвĕпе ĕçлет. Теприсен професси хăйне евĕрлĕхне кура кун пек лару-тăрура вăй хума май килмест. Халăх хушшинче пулма чарнă тапхăрта кам хăйне мĕнле туять, мĕнпе аппаланать — вулаканăмăрсене çак ыйтупа чăрмантартăмăр.

Евгения ЩУКИНА, çемьене йышăннă 10 ача амăшĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕ:
Пирĕн тунсăхлама пачах вăхăт çук: ачасене шкултан панă ĕçсене пурнăçласа, тĕрĕслесемиçе сехет иртет! Шкул ÿсĕмĕнчисем — улттăн. Кашнин мĕнле-тĕр гаджет çук паллах. Хушнă ĕçсене ман телефонпа усă курса пĕлеççĕ те сĕтел хушшине вырнаçаççĕ. Хушăран черетпе ăнлантаратăп. Вероникăпа Руслан — аслăраххисем — хăйсемтĕллĕн ĕçлеме хăнăхнă. Вĕрентекен юнашар мар чухне ыйтмалли çав-çавах тупăнать. Юрать хăть картише ирĕклĕн уçăлма тухма пултараççĕ — ялта, уйрăм çуртра пурăнатпăр эпир.

Нина СМИРНОВА, республикăри «Радуга» культура-курав центрĕн ертÿçи:
Ятарлă хушу тухнăранпа изоляци вăхăчĕ иртиччен пирĕн центра пырса çÿреме май килмĕ. Çакă эпир ĕçлеме чарăннине пĕлтермест. Пуçарнă проектсене малалла тăсатпăр.
Нумаях пулмасть пирĕн организаци «Сумлă ÿсĕмĕн арт-канăвĕ» проектпа РФ Президенчĕн грантне çĕнсе илчĕ. Çавна май ĕçтешсем хальхи вăхăтра 55 çултан аслăраххисем валли вырăс ÿнерĕ çинчен онлайн лекцисем йĕркелеççĕ. Çавнашкалах асăннă проектпа килĕшÿллĕн кăмăл тăвакансен живопиç жанрĕсемпе инçет вĕренÿ курсĕпе паллашма май пур. Шкул ÿсĕмне çитмен ачасем килте ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ларнă вăхăтра «Манăн çемье — Аслă Çĕнтерÿ историйĕнче» тетраде çырса тултарассипе ĕçлеççĕ. Маларах валеçнĕ 5 пин çакнашкал хатĕре ÿкерсе электрон майпа ярса пама пуçларĕç ĕнтĕ. Вĕсемпе паллашатпăр, çĕнтерÿçĕсене палăртма хатĕрленетпĕр. Пĕтĕмлетсе калас тăк, вăхăта ахаль ирттерме çук: ĕç — пуç тÿпи таранах. Килте ĕçлеме йывăр теместĕп, услови пур.

Владимир ЛЕОНТЬЕВ, юрăç:
Изоляци вăхăтĕнче пурне те чăтăмлăх сунас килет. Çак тапхăр тарăннăн шухăшласа пурăнма май парать. Вĕрентет те... Пурнăçри чăн хаклăха уйăрса илме пулăшать.
Кашни кун кĕнеке вулама тăрăшатăп. Кăткăс çак тапхăрта Красноармейски районĕнчи ялта хам хăпартнă çуртра пурăнатăп. Пÿрт лартсанах садпа кăсăкланма пуçларăм. Çак ĕç маншăн чун киленĕçĕ пулса тăчĕ.
Сад карттине хатĕрлерĕм. Ăçта мĕн лартнине çырса пыратăп. Йывăç-тĕм лапамĕ аллейăна аса илтерет. Тĕслĕхрен, садра 16 тĕрлĕ хура хурлăхан çитĕнет, хĕрли те, шурри те пур. 12 тĕрлĕ кашкăр çырли вăй илчĕ. Йĕплĕ хурлăхан, чие, слива, груша, пан улми сорчĕ нумай. Алычапа абрикос чечек çурма хатĕрленеççĕ. Сырлан та, вăрман çырлисем те, виктори те, чей курăкĕсем... те пур. Çитес вăхăтра персик лартасшăн. Унсăр пуçне сада урăх тĕрлĕ улма-çырла йывăç-тĕмĕпе пуянлатасшăн.
Эпĕ ачаранпах çут çанталăкпа туслă. Кашни çулах йывăç лартатăп. Вăтăра яхăн клипра çут çанталăк илемне кăтартма тăрăшрăм.
Тулли верси…

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА, Марина ТУМАЛАНОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.