Комментировать

27 Апр, 2020

Чăваш сăмахĕ чуна хускатать

Кăçал Чăваш чĕлхи кунне онлайн мелĕпе паллă тăватпăр. Интернет уçлăхĕнче те юрă, сăвă урлă тăван сăмах мĕнешкел хăватлине кăтартма май пур.
Йăхташăмăрсем те чăваш чĕлхине аталантарас ĕçре хастар. Вĕсене тăванлăх туйăмĕ пурнăçа хăйне евĕрлетни çинчен каласа кăтартма ыйтрăмăр.

Наталья МОКЕЕВА, Екатеринбургри патшалăх академи оперăпа балет театрĕн солистки:

Çулсем иртнĕ май тăван чăваш чĕлхи çав тери паха пулнине ăнкарса илетĕн. Мĕнешкел пуян, илемлĕ вăл. Чăваш юррисем мĕн тери тарăн шухăшлă. Хам валли Нарспи партине вĕренетĕп. Кашни репетици хыççăн куççульпе йĕретĕп. Кун пекки опера сцена çинче 20 çул ĕçленĕ вăхăтра урăх пулман. Тăван чĕлхен ăша çунтаракан вăрттăнлăхĕ çапла палăрать ахăр.

Татьяна ТОЛСТОВА, Ханты-Манси автономи округĕнчи — Юграри "Туслăх" чăваш наци-культура центрĕн ертÿçи:

Эпĕ ачасен фольклор ушкăнĕпе уйрăммăн ĕçлетĕп. Тăван çĕршывран аякра пурăннăран чăваш чĕлхине юрă урлă вĕренетпĕр. Пирĕн репертуар пуян. Ачасем чăваш юрри-ташшипе регион шайĕнче йĕркелекен конкурссенче çĕнтереççĕ. Тĕслĕхрен, эпир "От чистого истока" конкурса çуллен хутшăнатпăр. Çакă çамрăк ăрăва чăваш пулса çуралнишĕн мăнаçланма хавхалантарать.

Ираида МАСЛОВА, Тюменьри "Тăван" ассоциаци канашĕн членĕ:

— Çĕпĕрте тĕпленнĕ аслă ăру çыннисемшĕн тата Чăваш Енрен куçса килнĕ хастар çамрăксемшĕн тăван чĕлхе уйрăмах хаклă. Вĕсем чăвашлăха аталантарас ĕçе хăйсен тÿпине хываççĕ. 4 районта чăваш чĕлхине факультатив евĕрлĕ вĕрентеççĕ. Мария Зайцева, Наталья Герасимова, Елена Благинина, Фаина Карпова, Светлана Пелымская, Мария Куят, Ирина Григорьева, Татьяна Воробьева тата ыттисем тĕлĕнмелле уроксем ирттереççĕ. Кăçал кăрлач уйăхĕнче Сорокино районĕнчи Нефтяник ялĕнче улах лартăмăр. Чăвашсем тĕрлĕ вырăнтан пухăнчĕç. Улахçăсенчен пĕри, чăн чăваш хĕрарăмĕ Валентина Александровна, пĕр тĕслĕх каласа кăтартрĕ. Унăн матуркка мăнукĕ Аня, ал ĕçĕпе аппаланма юратаканскер, кукамăшне куллен акăлчанла вĕрентет, кукамăшĕ вара ăна — чăвашла.

Ирина ТРИФОНОВА, Тутарстанри «Сувар» хаçат редакторĕ:

Тутарстанра чăвашлăха сыхласа хăварас енĕпе курăмлă тĕрлĕ ĕç пурнăçланать. Тĕслĕхрен, чăвашла «Сувар» хаçат тухса тăрать. Ăна паян информаци хатĕрĕ шайĕнче кăна йышăнма çук, ку регионта тĕпленнĕ чăвашсен хальхи летопиçĕ пек хакламалла. Регионра паян чăваш 90 шкулĕ ĕçлет. Шел, сахал ачаллă ялсенче пĕлÿ çурчĕ хупăнать. Район центрне çÿреме тытăнсан ывăл-хĕр «вырăсланать». Çак пулăмпа кĕрешме ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ кирлĕ те… Республикăра — Чăваш наци-культура автономийĕ, районсенче унăн центрĕсем ĕçлеççĕ. Тăван чĕлхене культура урлă упраса хăварма тăрăшаççĕ вĕсем. Автономи çумĕнче çамрăксен «Аталан» пĕрлешĕвĕ чăмăртанни пĕлтерĕшлĕ. Унăн хастарĕсен йышĕнче чăваш блогерĕсем пур. Халăх тĕрриэрешĕпе хальхи тум çĕлекен дизайнерсем те наци туйăмне вăйлатассишĕн тÿпе хываççĕ. Ачисем валли ятарлă чăвашла телеканал уçсан аванччĕ. Тутарсен «ШАЯН ТВ» пур — кунĕпе тутарла мультфильм, кăларăмсем кăтартаççĕ. Çитĕнекен ăру гаджетсене юратать. Эппин, паян чĕлхене аталантарма вĕсемпе анлă усă курма май тупмалла.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА, Ирина ИВАНОВА ыйтса пĕлнĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.