Мăшăрăма ăса вĕрентрĕм

27 Апр, 2020

Алюшпа кÿршĕре çитĕнтĕмĕр. "Икĕ кил хушшинчи картана илсе пăрахмалла. Вара пĕр çемьери пекех пурăнма пуçлăпăр", — терĕ савнин ашшĕ пире хапха умĕнче ларнине курсан. Аплах тумарăмăр. Пĕр-пĕрин патне кĕрсе тухма алăк каснипе çырлахрăмăр. Çакă Алюшпа иксĕмĕршĕн уйрăмах вырăнлă пулчĕ.
Эпĕ урăх каччăпа çăлтăр шутламан. Алюш та чиперккесене сăнанине, вĕсемпе выляма хăтланнине асăрхаман. Çумра юратакан çын пулсан, чăнах, урăх никам та кирлĕ мар.
Туй хыççăн аттепе анне, хуняçапа хуняма хулара хваттер илме пулăшрĕç. Эпир, арăмĕпе упăшки, шухăшсăр пурăнтăмăр. Аслă шкулта вĕренсе ĕçе вырнаçрăмăр.
Тем манăн упăшка ĕç хыççăн кая юлса таврăнма пуçларĕ. Çĕнĕ юлташсем тупăнчĕç. Эрех ĕçсе килсен те вăтанма пĕлмерĕ. Упăшка куç умĕнче улшăнни шухăша ячĕ. Манăн пушă вăхăта малтанхи пекех унпа пĕрле ирттерес килчĕ.
Шăп çакăн пек вăхăтра çие юлчĕ. Алюш кашни утăмра пулăшма тăрăшни кăмăла кайрĕ. Тинех килте ун валли ĕç тупăнчĕ. Лара-тăра пĕлменскер апат та пĕçерет, урай та çăвать. Манпа урама уçăлма тухать.
Университетра пĕрле вĕреннисем тĕл пулăва чĕнчĕç. "Варти пепке çут тĕнчене килсенех кирек ăçта кайма пултаратăн. Хальлĕхе вара ниçта та ямастăп", — çирĕппĕн каларĕ мăшăр. Вăл мана каçхине лавккана та кăлармасть. "Çурт патĕнче темле çын тĕлне пулăн? Пирус туртакансене е эрех ĕçекенсене курсан ăса вĕрентмесĕр иртейместĕн. Те хăваласа çитсе тĕксе ÿкерĕç?" — тет.
Ача çуралсан упăшка больницăна куллен хутларĕ. Ăна тĕпренчĕке вăрттăн кăтартма май килчĕ. Вăл пĕрре — пепке çине, тепре ман çине пăхрĕ. Савăннипе сăмах та чĕнеймерĕ.
Мăшăр пулăшсан кун, уйăх, çулталăк иртни те сисĕнмест. Ывăл тĕрекленчĕ, хăй тĕллĕн апатланма, выляма хăнăхрĕ.
Килте ĕç сахалланнине кура Алюш каллех таçта çухалса çÿреме пуçларĕ. Юлташĕсемпе пĕрле е пулла каймалла, е сăра ĕçмелле унăн. Çав вăхăтрах ăна мунчана та, шашлăка та чĕнеççĕ. Тепре çие юлсан каллех упăшка ĕç хыççăн киле васкарĕ. Манпа тата ывăлпа пĕрле пулма тăрăшрĕ. Яла тăтăшрах çÿрерĕмĕр.
Пĕррехинче упăшкан ĕçтешĕн арăмĕ шăнкăравларĕ. Вăл Алюш тавра бухгалтерта ĕçлекен чипер хĕр явăннине курнă. Мăшăрăн кăмăлĕ çемçе çав. Те çавăнпа çыпăçнă ун çумне?
"Килте ларма чăтăм çук. Ĕçе тухас килет. Ачасене пăхаймастăн-и? Халĕ ашшĕне те декрет отпускĕ параççĕ", — калаçу пуçартăм Алюшпа. Вăл темиçе кун шухăшларĕ те килĕшрĕ. Унăн ĕçĕнчи ясар çав хĕр качча кайнине пĕлсен лăплантăм. Алюш килте хĕрарăм ĕçĕпе аппаланса йăлăхнине пĕрре мар каларĕ. Пепкене ача садне вырнаçтарсан мăшăрăм ĕçе таврăнчĕ.

www.hypar.ru

ЕКАТЕРИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.