Комментировать

19 Ноя, 2020

«Чăваш хĕрарăмĕ» 46 (1171) № 19.11.2020

Ачалăхсăр юлнисем

1941 çул. Тавралăх ешерет. Ял халăхĕ килти ĕçсене вĕçленĕ хыççăн колхоза кайма хатĕрленет. Шăп çак самантра çитет те хăрушă хыпар. Вăрçă… Пĕтĕм халăхăн пурнăç йĕркине арпаштарса ярать вăл. Ялти вăй питти арçынсем фронта каяççĕ. Урамсем пушанса юлаççĕ. Колхоз хирĕнче ватăсемпе хĕрарăмсем тар тăкса ĕçлеççĕ. Аслисемпе тан шăпăрлансем тăрăшаççĕ. Вăрçă ачисем… Ăçта кайса кĕнĕ сирĕн ачалăх?

Етĕрне районĕнче çуралса ÿснĕ Василиса Алексеева та вăрçă ачисен шутне кĕрет. 1933 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мăн Явăш ялĕнче кун çути курнă вăл. Ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Василисăпа унăн аппăшĕ-пиччĕшĕ шкулта вĕреннĕ. Вĕсем аслисемпе танах ĕçе хутшăннă, çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех уйра ĕçленĕ. Хĕл çитсен фронтри салтаксем валли алса-чăлха çыхнă, пир тĕртнĕ, ăшă япаласем пуçтарнă. Уй-хирти, йĕтем çинчи ĕçсем вĕçленсен кăна ачасем парта хушшине ларнă. Вĕренмелли хатĕрĕсем пулман, çапах та туртăмĕсем пысăк пулнипе вăрманта юман çăпанĕсем пуçтарса çÿренĕ. Тетрадь вырăнне хаçат страницисемпе усă курнă.

Сивĕ те хаяр 1941 çулхи хĕл çитнĕ. Пĕтĕм вăй питти халăх, уйрăмах çамрăк хĕр- хĕрарăм, Сăр хĕррине окоп чавма çÿренĕ. Вĕсен шутĕнче Василиса амăшĕ Дарья Андреевна та пулнă. Килте юлнă ачисем хăйсемех кил-таврашĕнче аппаланнă. Çăкăр çитменнипе мăян хушса пĕçернĕ. Крахмал икерчи хатĕрленĕ. Çуркунне çитсен шĕшкĕ кăчкинчен çăнăх туса çăкăр пĕçернĕ. Çăвара хыпма май çукскерне курăк шывĕпе сыпса çисе пурăннă.

Фронтран хăрушăран та хăрушă хыпарсем килнĕ. Василисăсен çемйинчен 7 арçын вăрçă хирне тухса кайнă. 6-шĕ пуç хунă. Ашшĕнчен кăна киле виç кĕтеслĕ çырусем вĕçе-вĕçе çитнĕ. Çавă шанчăк парса тăнă çемьене. Йывăр, питĕ йывăр пулнă вăрçă вăхăтĕнчи çулсем. Çапах та Василиса Ивановна кулăшла самантсене те аса илет.

Пĕррехинче амăшĕ, колхозра лайăх ĕçленĕшĕн, киле пĕр чашăк пыл илсе килет. Ăна сентре çине лартать. Пÿртре никам та çуккипе усă курса Василиса ăна тăраниччен çиет те уя тырă вырнă çĕре чупать. Каçхине çемье апата ларсан амăшĕ пыла такам çинине асăрхать. Айăпа никам та йышăнмасть. Çав шутра — Василиса та. Вара амăшĕ хĕрачана тĕкĕр умне çавăтса пырать те хăйĕн çине пăхма хушать. Ак тамаша! Пылланнă тута йĕри-тавра тусанран хуп-хура сухал çитĕнсе ларнă иккен. Питĕ лайăх вĕтсе илет амăшĕ хĕрачана. «Çакă ĕмĕрлĕхех асра юлчĕ», — тет ветеран.

1945 çул. Тинех кĕтнĕ Çĕнтерÿ. Василиса Ивановна 7 класс хыççăнах колхозра ĕçлеме тытăннă. Шкулта питĕ тăрăшса вĕреннĕ пулин те малалла кайма укçа-тенкĕ çитмен. 1953 çулта вăл Николай Алексеевпа çемье çавăрать. Пĕрлешнĕ хыççăнах мăшăрне Совет Çарне илсе каяççĕ. Виçĕ çул Василиса Ивановна хунямăшĕпе кăна пурăнать. 1956 çулта яла тракторсем илсе килеççĕ. Шăп çак вăхăтра хĕсметрен таврăннă Николай Алексеевич Советски салине тракториста вĕренме каять. Питĕ килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем мăшăрĕпе. Икĕ ывăл та пĕр хĕр çитĕнтереççĕ. Паянхи кун Василиса Ивановна кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать, кил-тĕрĕшре, пахчара ĕçлет. Вăрăм хĕл кунĕсенче алса-чăлха çыхать.

Лидия СКВОРЦОВА, Етĕрне районĕ.


Хура кушак çул татсан…

Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Италире хăйне евĕр уяв — Хура кушаксене хÿтĕлемелли куна — паллă тăваççĕ. Чылай халăх хура мăр-мăра ăнăçусăрлăх, куляну паллипе танлаштарать. Çак тĕспе çуралнăскер усал вăйпа çыхăннине ĕненет. Этемрен ытла вара чĕр чун шар курать.

Тĕрлĕрен йышăнаççĕ хура кушака. Аслă Британире, сăмахран, ăна ырă пулăмсемпе çеç çыхăнтараççĕ. Англире хура кушак хуçи нихăçан та пĕччен юлмасса шанаççĕ. Шотландире вара хура кушак пурăнакан çуртра тухăç, пуянлăх, çитĕнÿ пуррине ĕненеççĕ. Пирĕн вулакан хушшинче хура кушак усракансем пур-ши? Унпа çыхăннă тĕшмĕше ĕненеççĕ-и?

НИКОЛАЙ, 64 çулта, Шăмăршă районĕ:

Хура кушак маншăн — ăнăçу палли. Пĕрре мар курса ĕненнĕ çакна. Темиçе çул каялла Мускав облаçне хăнана кайрăмăр. Йăмăк çемйи тĕпленнĕ унта. Тăтă-шах çÿременрен-тĕр — çула маннă. Хулана çитрĕмĕр. Анчах хăш урампа çаврăнса кĕмеллине аса илейместĕп. Кĕсье телефонĕсем хальхи пек кашнин марччĕ-ха ун чухне — шăнкăравласа ыйтаймастăп. Тĕрĕс мар çĕре пăрăннă иккен. Çаврăнса тухмалли çул шыраса автомашинăран тухрăм. Пăхатăп: çумранах хура кушак иртсе кайрĕ. «Çула тупатпăрах ĕнтĕ халĕ», — шухăшларăм. Тĕлĕнмелле те, мăр-мăр пăрăннă урамалла кĕтĕмĕр те… кирлĕ çĕре çитрĕмĕр.

АННА, 34 çулта, Комсомольски районĕ:

Кушак тĕнчене хура пулса килнишĕн айăплă-им вара? Тĕрлĕ тĕшмĕше нихăçан та ĕненмен. Хура кушак каçать-и çул урлă, шурри-и — ниме те пĕлтермест. Чĕр чунăн ăçта та пулин чупмалла вĕт. Пĕрин те теприн куçĕ умне пулас мар тесе шăши те хăваламалла мар-им?

НАДЕЖДА, 27 çулта, Шупашкар хули:

— Хуп-хура кушак çури пурăнатчĕ пирĕн. Мăйĕ çинче кăна пĕр шурă вырăн пурччĕ. Çакăншăнах ăна пурте чечеклетсе тунă галстук çыхнă тетчĕç. Хаваспах выляттăмăр унпа. Тусăмсем те килĕштеретчĕç çемçескерне. Пурте тытса пăхма тăрăшатчĕç. Шел, таçта çухалчĕ вăл. Унтанпа кушак та текех усраман.

АНАСТАСИЯ, 45 çулта, Шупашкар районĕ:

— Хура-и е урăх тĕслĕ-и — «кушак çул урлă каçса кайрĕ тĕк ăнмасть» тенине ача чухнех пуçа картса хунă. Такам вĕрентнĕ ун пек чухне тÿме тытмаллине — паянхи кун та çак йăлана пăхăнатăп. Тĕрĕссипе, çав самант çинчен кайран аса та илместĕп — те ăнать çав кун, те ăнмасть те...

 Татьяна НАУМОВА, Ирина ИВАНОВА хатĕрленĕ.


Тăлăх шăпи тăхăр пумăклă

Çул çитмен ачасен прависене хÿтĕлесси — патшалăхăн тĕллевлĕ ĕçĕсенчен пĕри. Республикăра тăлăхсен, ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех çывăх çыннисен хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнисен пурнăçне тĕрĕс-тĕкел йĕркелеме пулăшас тĕлĕшпе тĕрлĕ мера пурнăçа кĕртеççĕ. Чăваш Енре 2020 çулхи 10 уйăхра çывăх çынсен хÿтлĕхĕсĕр юлнă 233 ачана шута илнĕ. Çав йышран 66 проценчĕ — социаллă тăлăх. Урăхла калас тăк — ашшĕ-амăшĕ е иккĕшĕнчен пĕри сывă-чĕрĕ, анчах пепкене пăхас правасăр юлнă. Тăлăх-сенчен 80 процентне çемьене йышăннă, виççĕшне усрава илнĕ, пĕрне амăшне тавăрса панă. Ыттисен шăпине татса парассипе ĕçлеççĕ.

Патшалăх çуртĕнче çитĕнекен ачасем çул çитмен çамрăк ÿсĕмĕнчен тухсан йăнăш çул çине тăрасси те часах. Хăйсем тĕллĕн шухăшлама, харпăр ыйтăвне татса пама хăнăхманран килсе тухать çапла. Кунашкалли ан пултăр тесен ачасен çемьере, йăлана кĕнĕ йĕркепе ÿсмелле. Çакна шута илсе юлашки çулсенче Чăваш Енре тăлăха е хÿтлĕхсĕр юлнă ывăл-хĕре çемьене вырнаçтарасси анлă сарăлчĕ. Паянхи кун 1821 кил-йыш ют ачана вăхăтлăх /тăлăх 18 тултариччен/ хÿтлĕхе илнĕ, вĕсенче 2472 ача пурăнать. Çулталăк пуçланнăранпа 23 пепкене усрава йышăннă.

«Тăлăх шăпи тăхăр пумăклă» ваттисен каларăшĕ чăнлăх çинчех никĕсленнĕ. Чăнах, çывăх çыннисен ăшшине туйманскерсен тавра темĕнле ыйту та сиксе тухать. Вĕсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтересси — чи çивĕччисенчен пĕри. Республикăра кунашкал çăмăллăхпа усă курмашкăн черете тăнисен йышĕ 2 пин çамрăкран та ир-тет. Çак йышран виççĕмĕш пайĕн хваттер-çурта тивĕçме çулĕ çитнĕ те ĕнтĕ, анчах саккунпа килĕшÿллĕ уйăрса памалли тăваткал метрсене хĕрсемпе каччăсем çапли-пех кĕтеççĕ. Вăрмарта пурăнакан С.Хардова, тĕслĕхрен, черете Патăрьел районĕнче тăнăскер, патшалăх асăннă пулăшăвне кĕтсе иличчен икĕ ачаллă пулма та ĕлкĕрнĕ. Çавăнпах нумаях пулмасть хăйне пĕр пÿлĕмлĕ хваттерпе твĕçтерессе пĕлсен çывăх тăванĕсем тĕпленнĕ тăрăха таврăнма пĕр тăхтамасăрах йышăннă. Патăрьел район прокурорĕ П.Осипов пĕлтернĕ тăрăх, çак хутлăхра пурăнмалли кĕтес черетĕнче — 24 тăлăх. Юлашки виçĕ çулта ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă 16 çамрăк хваттер уççине алла илнĕ.

Республикăра тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси мĕншĕн кирлĕ пек хăвăртлăхпа пулса пыраймасть-ха? Çак ыйту, ахăртнех, влаçри çынсене кăна мар, пурне те кăсăклантарать. Республикăра пурăнмалли кĕтес рынокĕнчи хаксем патшалăх социаллă кил-çуртăн тăваткал метрĕ пуçне паракан укçапа танлаштарсан чылай уйрăлса тăраççĕ — акă мĕнре иккен сăлтавĕ. Çакăн çинчен нумаях пулмасть Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче калаçнă. Строительство министрĕ Александр Героев малашне тăваткал метр пуçне малтанхи пек 36-37 пин тенкĕ мар, 44 пин тенкĕ уйăрасса пĕлтернĕ. Çавнашкалах асăннă çăмăллăхпа тивĕçтерессинче хальчченхи йĕркесĕр пуçне çĕннипе те усă курма сĕннĕ. Хатĕр хваттер панисĕр пуçне, сăмахран, строительство пыракан çуртсенче эскроу-счетпа кĕтес уйăрасси çине пусăм тунă. Çакнашкал опыта çĕршыври хăш-пĕр регион хута янă та. Тен, çĕнĕ меслетпе усă курма тытăнсан черетре тăракан тăлăхсен йышĕ чăннипех самай чакĕ?

Ирина ИВАНОВА.


Èмĕт хыççăн…

Йĕркене хуралласси, преступлени йышне чакарас тĕллевпе профилактика ирттересси, уйăрса панă вырăнти лару-тăрăва тимлесси, ку е вăл ыйтупа пыракансене пулăшасси — тата ытти нумай тивĕçе пурнăçлаççĕ полицин участокри уполномоченнăйĕсем. Шăпах вĕсем ШĔМ органĕсене килекен ыйтусен 40 процентне татса параççĕ. Хăйсен уявĕ те пур вĕсен. Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Полицин участокри уполномоченнăйĕсен кунне паллă тăваççĕ.

Сумлă та йывăр тивĕçе пурнăçлакансен хушшинче хастар хĕр-хĕрарăм та сахал мар. Шупашкарти ШĔМ управленийĕн полицин 5-мĕш уйрăмĕнче тăрăшакан Анастасия Яхаткина та — вĕсен йышĕнче. Виççĕмĕш çул тăрăшать вăл ку ĕçре.

— Сирĕн ĕç çăмăллисен йышĕнчен мар.

— Чи кирли — хăрамалла мар. Кахаллисем те тытăнса тăраймаççĕ-тĕр. Ĕçлеме, чăнах та, çăмăл мар. Тепĕр чухне çакна ăнланса илетĕн те хăвна хĕрхенес те килет пек. Хушнă ĕçе пурнăçлама пуçлатăн та — шиклĕх çухалать. Эсĕ пĕччен ĕçлеместĕн- çке. Çынпа хутшăнатăн. Вĕсем пулăшаççĕ. Пуçланă ĕç вĕçне çитетех.

— Виçĕ çул нумай мар. Çапах та ĕç майне хăнăхмалăх вăхăт пур пек.

— Пирĕн ĕç çынпа хутшăнассипе çыхăннă. Чылай чухне саккуна пăсакансемпе калаçмалла. Вĕсем сана пĕрмай улталама хăтланаççĕ, санран темĕн кĕтеççĕ. Сăмахран, пĕри кÿрши çине çăхав çырма килет. Тĕрĕслеме пыратăн та: ĕçмеççĕ те, хирĕçмеççĕ те. Элек саракана шанмалла пулман иккен. 3 çулта хам валли пĕтĕмлетÿ турăм: çынна яланах ĕненме юрамасть. Çакна йышăнма çăмăл мар, кăмăла хуçать. Вăхăт иртнĕ май илтнине пуçра тĕплĕрех çавăрттарма вĕренетĕн. Хăйне евĕр психолог пек: кама ĕненме юрани-юраманнине чухлакан пулатăн.

Çынсем питĕ интереслĕ пурăнаççĕ. Хăйсен каварлă хăтланăвне полици ĕçченĕсене хутшăнтаракан та чылай. Çавăнпах пурне те тĕрĕслемелле. Çак тапхăрта чун хытма тытăнчĕ-тĕр. Шар курнисене шелленĕрен малтан час-часах макăраттăм. Халĕ куççульленместĕп. Çынсемпе ĕçлеме çăмăл мар. Çав вăхăтрах халăхра ырă чунлисем, ăшă кăмăллисем, пулăшма яланах хатĕррисем пур. Пирĕн ĕçре çын пулăшăвĕсĕр май çук. Çавăнпах кашнин патне хăйне евĕр çул шырамалла.

Профучетра тăракан нумай. Вĕсемпе час-часах калаçма тивет. Чылайăшĕ хăй айванла хăтланнине ăнланать. Тĕрĕс пурăнма ăнтăлни савăнтарать. Пĕрмай ĕçекен, çывăх çыннисене кÿрентерекен шухăш-кăмăлне улăштарни епле ан хăпартлантартăр-ха? Пире тÿрремĕнех пырса тивет çакă. Мĕн те пулин сиксе тухтăр-ха — эппин, çак çынпа эпир ĕçлесе çитереймен.

— Тĕрлĕ çынпа чĕлхе тупма пĕлмелле сирĕн. «Йывăр» тĕслĕхсем те пулаççĕ ахăр?

— Кун пеккисемпе ĕçлеме çăмăл мар. Çакăн пек самант асра: урамра пĕр арçын ÿкнĕ. Унăн эпилепси пулнă иккен. Анчах эпĕ çакна пĕлместĕп-çке. Кăнтăр кунĕнчех суранланнă çын. Мĕншĕн? Тен, хĕненĕ ăна? Арçын епле тÿннине куракан хĕрарăм пуррине систерчĕç. Анчах та вăл алăк та уçмарĕ. «Калаçас килмест», — пулчĕ пĕр хурав. Çулталăк иртрĕ-ши — упăшки хĕнеме тытăннă хайхине. Ăçта каять-ха? Паллах, полицин участокри пунктне çул тытать. «Каçарăр-ха, çавăн чухне йăнăш турăм. Ун пек тумалла марччĕ. Хамăн арçын та ĕçет те — çын хутшăнăвне кĕрес килмерĕ», — терĕ. Икĕ çын хушшине виççĕмĕшĕн кĕмел-ле мар пулĕ-ха, анчах тĕрĕслĕхе палăртма курни-илтнине каласа памалла. Вăхăт иртнĕ май çак хĕрарăмпа та чĕлхе тупрăмăр эппин.

— Усалпа «палăрнисен» йышĕнче ытларах камсем?

— Арçынсене «кахал» темелле. Укçа нумай илесшĕн-ха, анчах ĕçлесшĕн мар. «Кайса вăрлатăп та — мул пулать» тесе шухăшлакан йышлă. Наркăмăш салатнă ĕçе хутшăнакан нумай. Çăмăл укçа шыраççĕ. Йĕркене хĕрарăмсем те пăсаççĕ, анчах арçынсем — самай ытларах. Çул çитменнисем те ашкăнаççĕ. Тимлĕх ыйтакан çемьесем пур. Ашшĕ-амăшĕ ĕçет, ачисене пăхмасть. Кун пеккисенчен ывăл-хĕрне туртса илме тивет. Ачисĕр тăрса юлма пултарасса пачах ăнланмаççĕ. Упăшки е арăмĕ ĕçлемест, ĕçет пулсан, паллах, хирĕçÿ амаланать. Арçын улшăнмасть, хĕнеме чарăнмасть, ĕçме пăрахмасть тĕк — хĕрарăмăн та «воспитани» памалла. Пĕрре хĕнетĕр упăшки, тепре. Куншăн уголовлă явап кĕтет-çке.

— Профилактика витĕмĕ пурах-тăр.

— Куллен тĕрĕслемелли материал питĕ нумай килет. Çынсемпе калаçса, лару- тăрăва уçăмлатса вăхăт нумай иртет. Çав вăхăтрах профилактика çинчен те манмастпăр. Тивĕçе пурнăçлама тăрăшатпăр. Çынсем те паллаççĕ. Кÿршĕ участокрисем те пĕлеççĕ. Кăсăкланаççĕ пулинех. Кам-ха ку хĕрарăм? Мĕнлерех çын? Çакă та пĕр чĕлхе тупма пулăшать ахăр. Тепĕр чухне судпа айăпланнисем лайăхрах та калаçаççĕ.

Çакна та калас килет. Юлашки вăхăтра хваттертен хваттере çÿресе ултавçăсен серепине çакланасран асăрханмаллине аса илтеретпĕр. «Сире палламастпăр» теççĕ. Палламанни пĕр енчен лайăх-ха. Эппин, пурте йĕркеллĕ. Çав вăхăтрах кашни подъездра, кашни лавккара информаци çакăнса тăрать. Унта ятсем кăна мар, сăнсем те пур. Çынсем питĕ тимсĕр. Улталанасран сыхланмаллине те пур çĕрте те çырса çапнă, МИХсем те хыпарлаççĕ. Шар курнисем вара: «Участковăй асăрхаттарман», — тесе кăмăлсăрланаççĕ.

Ахаль сăмах хушма килекен те пур. Пĕччен хĕрарăмсем, кинемейсем кĕрсе тухаççĕ. Тепĕр чухне шăнкăравлаççĕ. «Сирĕнпе калаçма май пурришĕн тавах», — теççĕ.

— Асра юлнă ĕçсем пур-и?

— Вăрланипе çыхăннă ĕç нумай. Лавккаран тавар ураланать час-часах. Кун пек чухне йĕркене пăсаканĕ те çак тăрăхрах пурăнать. Пĕр хĕрарăм лавккаран эрех кĕленчи йăтса тухнă. Утатăп çуртсен хушшипе. Хайхискер мана хирĕç пырать. Тумĕнчен палларăм. Эпĕ — ун çине, вăл ман çине пăхать. «Кайрăмăр-и?» — тетĕп. «Кайрăмăр», — тет. Тÿрех ăнланчĕ.

Чи йывăрри мĕн-ха? Амăшĕпĕ хĕрĕ пурăнаççĕ. Кĕçĕнни пĕрмай ĕçет. Тăванне кÿрентерет. Аслине хĕрне ÿпкелесе пĕрмай ыйту çырма йывăр паллах. Çын ăнланманни йывăр. Айăпа кĕни тĕрĕслĕхе йышăнманни чуна пусарать.

— Калаçăва вĕçличчен хăвăрпа çывăхарах паллаштарма ыйтас килет.

— Вăрнар районĕнчи Туçи Мăратра çуралнă эпĕ. Çавалкасра ÿснĕ. Ялта 9 çул вĕренсен аслă класа Вăрнарти 1-мĕш шкула çÿрерĕм. Аслă пĕлÿ илме Мускава каяс килетчĕ те… ЧПУн историпе географи факультетне çул тытрăм. Ача чухне юрист пулас клетчĕ-ха. Анчах кăмăл улшăнчĕ — истори килĕшнĕрен ку енне сулăнтăм. Диплом илсен качча тухрăм. 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухнех кафедрăна ĕçе вырнаçнăччĕ. 2015 çулта ШĔМ канцелярине лекрĕм. Пакунлă çынсемпе ĕçленĕ май ача чухнехи ĕмĕте пурнăçлас кăмăл çирĕпленчĕ. Манăн та ятарлă тум тăхăнас килчĕ. Куçăнсăр майпа юридици факультетне магистратурăна вĕренме кĕтĕм. Çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор пулас килетчĕ. Анчах ун чухне вырăн çукчĕ. Суйлама тиврĕ: е полицин участокри уполномоченнăйĕ пулатăп, е тытăма пачах лекместĕп. Ĕçлесе пăхас килчĕ.

Татьяна НАУМОВА.


Чи пысăк ăс — халăхра: чи пуян мул — халăхра

Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕн историйĕ анлă та пуян. Çак тапхăрта унăн хăйĕн йăли-йĕрки çирĕпленнĕ. Çулсем иртнĕ майăн пурнăç улшăнсассăн та асăннă пĕрлĕхĕн тĕллевĕсем çавсемех юлаççĕ — вăл хăйĕн хÿттине нумай ачаллă çемьесене, салтаксен тăлăх арăмĕсене, вăрçăпа ĕç ветеранĕсене илнĕ. Хĕрарăма йăла ыйтăвĕсене татса пама пулăшасси, унăн тата çывăх çыннисен сывлăхне упрасси — паянхи куншăн та чи çивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать.

Çав вăхăтрах хĕрарăмăн обществăри статусĕ ÿснине кура союзăн ĕçĕ те анлăланчĕ. Паян хĕрарăм патшалăх шайĕнчи ыйтусене татса пама хутшăнать. Влаç органĕсен çумĕнчи общество канашĕсен членĕсене конкурс ирттерсе суйлама пуçланă май Республикăри хĕрарăмсен союзĕ те унта хастартарах хутшăнма тытăнчĕ. Пĕрлĕх ертÿçи Наталья Николаева палăртнă тăрăх, союзăн район-хулари, предприятисенчи уйрăмĕсем регионри социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене витĕм кÿреççĕ.

«Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ — социаллă пĕлтерĕшлĕ хăватлă вăй, — палăртать Наталья Алексеевна. — Вăл влаç органĕсемпе, районсен администрацийĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлесе общество тĕрĕслевне йĕркелесе пырать. Влаç тепĕр чухне ĕçлесе çитерейменнине асăрхаса шăпах хĕрарăмсем канăçсăрланаççĕ, çитменлĕхсене пĕтерме хистеççĕ, çапла майпа çынсен пурнăç шайне ÿстерме пулăшакан проектсене пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ».

Наталья Николаева сăмахне çак цифрăсем çирĕплетеççĕ: паян хĕрарăмсен республикăри юхăмĕ хулари 5, районсенчи 21 уйрăмран тытăнса тăрать, тĕрлĕ предприяти- организацири, ял-хула тăрăхĕнчи пурĕ 500 канаша пĕрлештерет.

Хĕрарăмсем палăртнă пур ĕçе те яваплăха туйса пурнăçланипе палăрса тăраççĕ. Çывхарсах килекен уява — Амăшĕн кунне — уйрăмах анлăн паллă тума палăртнă, çавна май тĕнчери чи çывăх çынна халалласа марафон пĕлтернĕ. Паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерсе вăл интернетра иртет.

Шкул çулне çитмен ачасем тата кĕçĕн классенче вĕренекенсем, сăмахран, «Пурнăçри пур тĕс те — сан валли» пултарулăх тупăшăвне хутшăннă. Çĕнĕ Шупашкарти «Пĕчĕк çĕршыв» ача садне çÿрекен Максим Перепелкин ĕçĕнчен акă вăл яла тăтăш çÿреме юратни курăнать. Шупашкарти Елизавета Соловьева /184-мĕш ача сачĕ/ ÿкерчĕкĕ вара амăшĕпе пепкин çыхăнăвне туллин сăнлать.

«Пуриншĕн те сана тав тăватăп…» сăмахсенчен пуçланакан сăн ÿкерчĕксен конкурсне çемьене халалланă. Виталий Пузакин /Шупашкарти 27-мĕш ача сачĕ/ ĕçĕнче мĕн чухлĕ юрату сăнланнă!

«Анне хатĕрленĕ пукане» ярăма тишкернĕ май чун киленет. Конкурса хутшăннă ĕçсенче кашниех пуканине, тупăшу условине кура, наци çи-пуçне тăхăнтартнă. Эпир те иртнĕ номерте çак ĕçпе аппаланакан Регина Чернова çинчен çырса кăтартнăччĕ. Чăваш республикинчи хĕрарăмсен Вконтакте сайтри ушкăнĕнче вырнаçтарнă ÿкерчĕксем маттур та пултаруллă алă ăсти пирĕн тăрăхра нумаййине çирĕплетеççĕ. Каçал тăрăхĕнчи Алина Афанасьева пуканесене чăваш тумĕ тăхăнтартма кăмăллать. Шупашкар районĕнчи Галина Карповăн хĕрĕ вара хăй те чĕрĕ пукане евĕрех.

Çакна та палăртма кăмăллă — аннесене халалланă марафона республика тулашĕнче пурăнакансем те хутшăнма кăмăл тунă. Санкт-Петербург хулинчен Наталия Михайлова вĕтĕ шăрçапа, чĕнтĕрпе, тĕрĕпе, вак укçапа, рак хуранĕпе илемлетнĕ Тилле сăнласа кăтартнă. Юмах сăнарне «Ташлакан тилĕ» тесе ят панă.

Амăшĕн кунне халалланă марафонра палăртнă мероприятисен планĕ анлă. Çул çитмен хĕрачасен сывлăхне упрас тĕллевпе сывă пурнăç йĕркине суйлама-пăхăнма вĕрентекен сехетсем ирттерме палăртнă. Вĕсене класс тулашĕнчи ĕçсем пек çулталăк тăршшĕпех йĕркелеççĕ. Хĕрачасем — пулас амăшĕсем, çавăнпа ку ĕçĕн тĕллевĕ те пархатарлă. Ку сехетсене 5-11-мĕш классенче ăс пухакансене явăçтарĕç.

Халăх йăли-йĕркине упрас, ăна амăшĕнчен — хĕрне, ашшĕнчен ывăлне парса хăварас тĕлĕшпе Хĕрарăмсен союзĕ нумай çул ĕçлет. Чи пысăк ăс — халăхра, чи пуян мул — халăхра. Унран — халăхран — шăпах вĕренмелли нумай. Ĕмĕрсен хушши сыхланса пынă, ламран лама куçса юлнă йăл-йĕркене шăпах çемьере упра-малла та. Ку тĕлĕшпе çак фестиваль марафонра курăмлă вырăн йышăнать.

Амăшĕсен пултарулăхне тĕрĕслемелли конкурссем те палăртнă уяв тĕлне. Калăпăр, кам тутлăрах пĕçерет, камăн апатне çинĕ чухне чĕлхене çăтса яма пулать? Ку енĕпе хĕрарăмсем «Чăваш Енри амăшĕсем юратса пĕçереççĕ» конкурсра ăмăртĕç. Жюри чи пысăк хак панă çимĕçсемпе Шупашкарта чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче иртекен кулинари куравĕнче паллашма пулĕ. Çав кунах уяв концертĕнче чи хитре юрлакан амăшĕсем хăйĕн сассипе куракана савăнтарĕç.

Паян хĕрарăм темĕнле ĕçе те ĕлкĕрет. Арçынпа танах вăй хурать, кил тĕрĕше хăтлăх кĕртет, пĕçерет-çăвать- якатать. Çав хушăрах çемье ăшшин управçин илĕртÿллĕ те илемлĕ пулмаллине асран кăлармасть. Чи пиçĕ кĕлеткеллине фитнес-аэробика федерацийĕн ертÿçи Оксана Вербина йĕркеленĕ Спорт ташши конкурс палăртĕ. «Аэробика», «Рок-н-ролл», «Хип-хоп» енĕпе иртекен ăмăртусен çĕнтерÿçисемпе паллашма питех те кăмăллă пулĕ.

Маргарита ИЛЬИНА.


Шăн çĕре карçинккапа йăтнă

Ульяна Карягина /Гаврилова/ 1915 çулта Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿртре çуралнă. Ашшĕне салтака илсе кайнăран унăн шкулта вĕренме май килмен. Каярах çапах та вулама, çырма хăнăхнă вăл. 1941 çул пуçламăшĕнче ял каччипе Александр Карягинпа мăшăрланнă. Пĕрремĕш тĕпренчĕкĕ 1945 çулта çут тĕнчене килнĕ, иккĕмĕш пепки вара çулталăкра чухнех вилнĕ. Çапах вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ 7 ачине пурнăç çулĕ çине кăларнă, аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Ульяна Ивановна 70 çула çитичченех колхозра вăй хунă, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Ăна «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе чысланă. Хура-шур чăтса ирттернĕскер 93 çула çитиччен пурăннă.

«Вăрçă пуçланнине хирте ыраш çумланă чухне пĕлтĕмĕр. Часах арçынсене, каччăсене вăрçа ăсатрăмăр. Лашасенчен те чылайăшне илсе кайрĕç. Уй-хирте тырă пуçтарма вăхăт çитиччен арçын ачасем ĕнесемпе вăкăрсене кÿлме вĕренчĕç. Эпир, хĕрсем, лашасемпе Канаша тырă леçме çÿрерĕмĕр. 50 килограмм йывăрăш михĕсене çÿле, элеватора, йăтса хăпармаллаччĕ. Йывăрччĕ паллах. Шуса ÿкеттĕмĕр, çапах ыраттарсан та нăйкăшман. Хамăртан ытла лашасене шеллеттĕмĕр. Çул пылчăклăччĕ, урапасем путса ларатчĕç, кустăрмисем тухса ÿкетчĕç, хуçăлатчĕç. Киле каялла таврăннă чухне тĕттĕмленетчĕ, нимĕн те курăнмасчĕ. Юрать, янаварсем хăйсем çул тупатчĕç. Пĕррехинче манăн лаша питĕ вăйлă путса ларчĕ, шăнса чĕтрекен пулчĕ, чирлерĕ. Аран-аран сыватрăмăр. Лашасем пирĕн пекех нумай тар юхтарчĕç, нушаланчĕç.

Вăрçă пуçланнă çул йĕтем çинчи тырра йăлтах кĕртсе пĕтерейменччĕ, апла пулин те пире, çамрăксемпе хĕрарăмсене, Улатăр районне Сăр шывĕ хĕррипе окоп чавма илсе кайрĕç. Ун чухне хĕл ларнăччĕ ĕнтĕ, эпир çуна çине 5-6-шар çын тиенсе кайрăмăр. Хамăрпа пĕрле кутамккасем илнĕ. Кашниех хулăн алса, тăла чăлха, çăпата, кĕпе, утиял тата апат-çимĕç чикнĕ. Апат-çимĕçрен çăкăр, пашалу, çĕр улми, çăнăх, пăрçа, тулă, ыраш, тăвар, ăш-чик çăвĕ пулнă. Пĕтĕмĕшле каласан, камăн мĕн пур, çавна илнĕ. Пирĕн ялсене Улатăрта, Чуварлейпа Явлейре вырнаçтарчĕç. Пирĕн, 15 хĕрĕн, вăрман хуçи пÿртĕнче пурăнма лекрĕ. Пĕр каланккă, пĕр сĕтел тата вăрăм икĕ сак пурччĕ. Хамăрах апат пĕçерсе çирĕмĕр. Кăнтăрла апатланмашкăн пĕрер çĕр улми, çăкăр татăкĕ, тырă пĕрчисем кĕсьене чиксе каяттăмăр. Çанталăк питĕ сивĕччĕ, 40 ытла градуса çитетчĕ. Çĕр вăйлă шăннăччĕ, чавма йывăрччĕ. Кĕреçепе, лумпа хиреттĕмĕр, хăш-пĕр чухне çĕр пилĕк пуслăх укçа пек анчах илĕнетчĕ. Тăпрана çÿлелле ывăтаттăмăр. Персе çитерейменнине карçинккапа, наçилккепе кăла-раттăмăр. 1 метр çурă окоп чавмаллаччĕ, тăпра тĕмески 2 метра хăпаратчĕ. Эпир 2-мĕш сыпăкри йăмăкпа Наçтукпа /Анастасия Гаврилова/ пĕрле пурăнаттăмăр, ĕçлеттĕмĕр. Вăл пĕчĕкчĕ, çÿллĕшĕ шăп 1 метр çурăччĕ. Çавăнпах Наçтук окоп тăрăх утнă чухне пуçĕ курăнмасан тарăнăш çителĕклĕ тесе шутланă. Пирĕнпе пĕрле 3 салтак ĕçлетчĕ. Вĕсене кайран Мускава хÿтĕлеме илсе кайрĕç. Вăйран кайса ĕçленипе, тарланипе шăнса чирлекен йышлăччĕ. Хăшĕ-пĕри вилетчĕ те. Кăнтăрлахи вăхăтра кăвайт чĕртсе ăшăнаттăмăр. Çĕр улмине, çăкăра, тырă пĕрчисене ăшатса çиеттĕмĕр. Каçхине, ĕçлеме пăрахсан, вăрманçă пÿртĕнче каланккă чĕртеттĕмĕр, апат пĕçереттĕмĕр. Йĕри-тавра йĕпе, пăрланнă çи-пуçа çакса хураттăмăр. Хамăр урайĕнче çывăраттăмăр. Пыйтланса кайрăмăр, пĕрре те мунча кĕмен. Нимĕçсене Мускав патĕнчен хăваласа ярсан тин киле таврăнтăмăр.

Тепĕр эрнерен мана Кире вăрманне хамăн лашапах вăрман касма кăларса ячĕç. Çуркунне, çулла хирте ĕçленĕ, кĕркунне тырă турттарнă. Эпир тырра Канаша кăна мар, Тутарстана та леçнĕ. Тахăш çул пире Молотов /Пермь/ хулине те тырăпа кăларса ячĕç», — çапла ас туса юлнă çывăх çыннисем Ульяна Ивановна каласа кăтартнине.

Надежда СТЕПАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен... 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.