Комментировать

28 Дек, 2013

Юртса пырать юлан ут

Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьелти лаша усракан Павловсен килĕ тĕлне хашлаттарса чупса çитрĕм, шала кĕрсе сывлăш çавăрса илесшĕнччĕ - пулмарĕ, хуçисем алăка питĕрсе хăварнă. «Çемье пуçне витесем патĕнче шыра, выльăх-чĕрлĕх патне тухса кайрĕ вăл», - терĕç кÿршисем. Павел Павлов лашапа тихана утă çитернине курах кайрăм. Выльăх пăхма ÿркенмест ку çемье. Пĕр вăхăт 4 лаша таран тытнă вĕсем.

«Атте Андрей Матвеевич конюхра ĕçлетчĕ. Эпĕ лаша çинчех çитĕннĕ. Выртмана çÿренĕ. Тепĕр чухне çĕрле те выльăх шăварма каяттăм. Ывăнса çитсен лаша утланса пынă чухнех çывăрса кайни те пулнă», - хăйĕнпе паллаштарать кил хуçи. 6 ачине те выльăха юратма вĕрентнĕ Павловсем. 2 ĕне, 2 пăру, 1 вăкăр, сыснасем усрать çемье. 7 уйăхри тиха картишĕнче чупса çÿренине сăнама кăмăллă. Ача пекех пĕр вырăнта тăрасшăн мар вăл. Вăййа чĕннĕн ман ума пырса та тăпăртатрĕ.

Халĕ çынсем канлĕ пурăнасшăн - чылайăшĕ мотоблок туянма тăрăшать. Ăна ирĕн-каçăн çитермелле те, шăвармалла та мар. Павловсем вара пĕчĕкренех ĕçре пиçĕхнĕ. Çăвĕпех утă-улăм хатĕрлеççĕ вĕсем. Выльăх-чĕрлĕх пăхасси те ял çыннисемшĕн - чун киленĕçĕ. «Хуçалăхра пĕр лаша кирлех. Мĕнле-ха унсăр? Вăл пире суха тума, сÿрелеме, çĕр улми лартма, тислĕк тăкма, утă-улăм турттарма... пулăшать. Хамăр килте кăна мар, çын патĕнче те ĕç тупăнать ун валли», - урхамахне ачашлать Павел Андреевич.

Лаша сĕлĕ çиесшĕн. Анчах юлашки вăхăтра хуçалăхсенче лартасшăнах мар ăна. Çавăнпа сĕлĕ сутакан та çукпа пĕрех. Ун вырăнне выльăха урпа авăртса пама тивни çинчен каларĕ арçын. Унсăр пуçне ута сахăр катăкĕпе астарма вĕрентнĕ.

«Лаша хăйĕнпе кăмăллă калаçнине пĕлет. Сăмаха хăлхине тăратсах итлет. Сасса хăпартсан кÿреннине палăртса çийĕнчех çаврăнса тăрать», - çирĕплетет Павел Андреевич. Арăмĕпе упăшки юрлама, ташлама юратаççĕ. Хуçисем выльăха юрă-кĕвĕ итлеме те хăнăхтарнă. Витере ĕçленĕ вăхăтра пĕр юрă хыççăн теприне шăрантараççĕ вĕсем. Уявсенче Павловсем лаша кÿлсе тухаççĕ. Ун чухне юрă çеммипе юртса пырать юлан ут.

«Пĕрре уявра юлташпа иксĕмĕр рыцарь çи-пуçне тăхăннăччĕ. Турнир йĕркелерĕмĕр. Пирĕн хĕçсем хĕм сапрĕç анчах», - аса илет Павел Павлов. Çăварнире те халăх çуна çине ларасшăн. Ун чухне те кăмăл туличчен юрлать чăваш.

Çулла Павловсен кÿрши Галина Михайлова ирех тăрса çаран еннелле утнă. Хайхи кĕсре хăмланине курах кайнă вăл. Каялла таврăнса хуçисене вăратнă хĕрарăм. Ырă хыпар, паллах, савăнтарнă вĕсене. «Кайран арăмĕпе упăшки лашапа тихана ыталаса чуп тунине асăрхарăм», - калаçăва хутшăнать Галина Григорьевна.

Павел Андреевич каланă тăрăх - ял ĕнисене кĕтĕве лашапа хăвалама та çăмăл. Унăн урхамахĕ çул-йĕр правилисене те пĕлет. Машинăран хăрамасть. Хуçине киле тĕрĕс-тĕкел çитерет.

«Çамрăк чухне темле харсăр лашана та алла илнĕ. Чупса пырса утланаттăм. Пĕррехинче ут юр хÿнĕ сукмакпа каясшăн пулмарĕ. Тапса сикрĕ те эпĕ карта çине çакланса юлтăм. Пăтаран вĕçерĕнме çынсем пулăшрĕç», - аса илет арçын.

Çак лашана хуçи киле пырса панă ăна. «Усраса пар, унпа пĕрле усă курăпăр», - тенĕ. Павел Павлов выльăха кÿлме вĕрентнĕ. «Икĕ хуçалăх пĕр лаша усрани йĕркеллĕ мар, пурăна киле тавлашу сиксе тухма пултарĕ», - çакнашкал пĕтĕмлетÿ тунă арăмĕпе упăшки. Çавăнпах килти пулăшуçăшăн укçа панă.

 

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.