Комментировать

29 Дек, 2018

Çĕнĕ çул шаккарĕ алăкран…

Юлашки кунсенче пĕтĕм тавралăха асамлăх сăнĕ кĕнине кашниех асăрхарĕ-тĕр. Çут çанталăк та тăрăшсах Çĕнĕ çула хатĕрленет тейĕн. Пас тытнă йывăç-тĕм юмах тĕнчине илсе каять. Пĕтĕм ĕçе пăрахса шухăш вăййи хыççăн унталла — Хĕл Мучипе Юр пике патшалăхне — ыткăнас килет.
Шак-шак-шак илтĕнчĕ сăпайлăн шакканă сасă алăк леш енчен. Малтанах туя курăнчĕ. Кур-ха, юмах чăнласах пурнăçа кĕрет мар-и? Тен, пÿлĕме асамлăх хуçи хăй кĕрсе тăрĕ? Çук иккен. Туя хыççăн чăвашла тăхăннă хĕрарăм курăнса кайрĕ. Аллинче, чăн та, кутамкка.

— Халĕ сире хĕнеме килтĕм акă, — йăл куллине парнелерĕ вăл.
Шÿтĕнченех ăнлантăм, хайхи Элĕк районĕнчи Мăн Шĕвĕшре çĕнĕ клуб уçнă май республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа хытă калаçнă Надежда Афанасьева пулчĕ ку. Иртнĕ номерте çырса кăтартнăччĕ — хăйĕн патне туя çĕклесе пырса тăнă хĕрарăма курсан шăпах çапла каласа хунăччĕ Михаил Васильевич. Пуçлăх шÿчĕ хĕрарăма килĕшнĕ курăнать. Халĕ тата мĕн çăмăлпа çÿрет-ши?
Хĕрарăма курсан уяв сĕмĕ ахальтен çуралмарĕ иккен. Çĕнĕ çул умĕн Надежда Дмитриевна патне чăнласах ырă хыпар çитнĕ — Михаил Васильевичпа çине тăрсах тĕл пулу шырани кăлăх пулман. Пуçлăхпа курса калаçнă хыççăн эрне те иртмен, хĕрарăм патне район администрацийĕнчен шăнкăравланă, унăн клубĕ валли купăс тупнине пĕлтернĕ. Сăмах май, çак ыйтупа Надежда Дмитриевна 5-6 çул хушшинче ăçта кăна çитмен, камран кăна пулăшу ыйтман. Республика Пуçлăхĕ сăмахне çилпе вĕçтерменнине тепĕр хут ĕнентерчĕ, ыйтăва çийĕнчех татса панă авă. Ку вара Тури Хурасан ялĕнче тата çывăхри Мартынкассинче, Какаçра пурăнакансемшĕн чăнласах уяв умĕнхи парнене çаврăнчĕ: ара, купăс каласа ура хуçса, çĕр чĕтретсе ташламасăр чунĕ чăтать-и вара чăвашăн? Вулакан, тен, пĕр вырăнта такăнчĕ те пулĕ. «Унăн клубĕ» тесе ăнсăртран çырмарăм: Элĕк районĕнчи çак ялти клуб — чăнласах Надежда Афанасьева харпăрлăхĕнче шутланать.
Çак истори пирки çырман МИХ юлмарĕ те пулĕ хăй вăхăтĕнче — 70 çулти хĕрарăм çуртра хăй укçипе юсав ĕçĕсем ирттерсе клуб уçнă. Чăн та, ун чухне те вырăнти влаç алăкĕсене пырса шаккама шикленсе тăман-ха вăл. Анчах ăнланас, пулăшас текен тупăнман. Юхăнса ларакан çурт умĕпе иртмессерен вара хĕрарăм чунĕ ĕсĕклесе макăрнă — уншăн ют пулман вăл…
— Асатте çемйи арман тытнă, — иртнине халĕ те пăлханмасăр аса илеймест хĕрарăм. — Вĕсене репрессилесе килтен аякка ăсатнă: маçакпа мамака /асаттепе асаннене. — Р.А./ Ефим тата Ирина Тимофеевсене, аттепе аннене Дмитрипе Вера Ефимовсене, пиччене Ивана… Чăн та, çывăх çыннăмсене шăпа çуралнă тăрăха çаврăнса çитме пÿрнĕ. Маçака вара каярахпа пур пĕр персе пăрахнă. Унăн çуртне те туртса илнĕ, унтан 70-мĕш çулсенче клуб тунă.
Çирĕм çул савăннă унта Тури Хурасанпа кÿршĕ ялсенчи çамрăксем. Унтан клуб та пăрахăçа тухнă. Çурт йăшма, урайĕсем çĕрме пуçланă, тăрри шăтнă. Çакăнтан кашни иртсе çÿремессерен чунĕ ыратнă хĕрарăмăн. Вăл ăна юсаса йĕркене кĕртме шухăшланă — çапах та маçаккăшĕн пулнă вĕт. Анчах та вырăнти влаç унăн шухăшне сивленĕ. Йывăрлăхсене парăнман хĕрарăм… темиçе кредит илнĕ. Çапла майпа çуртра юсав ĕçĕсем пуçланнă. Анчах та вĕсен вĕçĕ-хĕрри те курăнман. Укçа вара чаксах пынă. Платниксемпе татăлас тĕллевпе Надежда Дмитриевна ĕнипе пăрушне сутнă.
Каярахпа банк умĕнчи парăмне те татнă вăл. Ĕне те туяннă. Паянхи кун унăн клубĕнчен халăх татăлмасть. Концертсем иртеççĕ, çынсем кĕнеке вулама та пыраççĕ. Канмалли кунсенче çамрăксем хуларан таврăнсан вара хĕрарăм хăйĕн аппаратурине те шеллемест вĕсемшĕн. Купăс кăна çитмен иккен клуба. Халĕ акă республика Пуçлăхĕ шантарнăскерне палăртнă вырăна илсе çитерессех шанас килет.
— Хам ĕмĕрте виçĕ çурт ларнă, виçĕ ачана ура çине тăратнă эпĕ, аслă пĕлÿ панă, — каласа кăтартать хĕрарăм. — 71 çулта Ленин палăкне тутартăм, 72-ре клуб хута ятăм, 73-ре вăрçă участникĕсене халалласа палăк уçрăм. Мрамортан тунă палăксене клуб умне вырнаçтартăм.
— Ачăрсем пенси укçине çапла тăкакланăшăн сăмахламаççĕ-и? — ыйтмасăр чăтаймастăп эпĕ.
— Ша! — касса татрĕ вăл. — Йăлтах хам вăйпа тунă. Ачасене те сахал мар пулăшнă. Хăйсенчен вăрттăн. Эпĕ вĕсен ыйтăвĕпе ăçта кăна çитсе кампа кăна калаçнине вĕсем пĕлмеççĕ те.
Надежда Дмитриевна ывăлĕ патне хĕсмете те кайса курнă, хăй калашле, салтак пăттине ас тивнĕ.
— Турци чиккинче тăнă чухне çула тухрăм. Упăшка ярасшăн марччĕ. «Хам çуратнă, акăш мар!» — терĕм анчах ăна. Тĕлĕнмелле хаксемччĕ ун чухне! 90 тенкĕпе чикĕ хĕррине çитсе çаврăнса килтĕм. Ывăла куртăм. Амăшне ăсатса яма та ирĕк пачĕç ăна.
Тĕлĕнмелле хастар, нимрен те хăрама пĕлмен хĕрарăмăн ачалăхĕ пирки пĕлес килчĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Рита АРТИ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.