Сыснан хăш ăрачĕ лайăх?
Сысна çулĕ çывхарнăран çав выльăхпа кăсăкланма тытăнтăм. Ăна аш-какайшăн çулленех усратăп-ха. Малашне чи ăратлине çитĕнтересшĕн. Анчах хăшĕ лайăх-ши?
В.МИХАЙЛОВА.
Сыснана ăрат тăрăх çеç мар, ăрат ушкăнĕ тăрăх та пахалаççĕ. Несĕлне, продуктивлăхне, кĕлеткине кура ушкăнлаççĕ. Пирĕн республикăра шурă шултра, лан-драс, дюрок ăратсем тата çĕрпÿ ăрат ушкăнĕ анлă сарăлнă. Халăх çĕрпÿ ăрат ушкăнне ытларах кăмăллать. Ăна, вырăнти аçапа Мускав облаçĕнчен кÿрсе килнĕ шурă шултра ăратлă амапа пĕтĕçтерсе кăларнăскере, паха аш-какай тата салă туса илес тĕллевпе ĕрчетеççĕ. Кĕлетки вăйлă аталаннă, аçисен унăн тăршшĕ 177 сантиметра та çитет. Усăк хăлхаллă та пысăк пуçлăскере аякранах уйăрса илме пулать. Лайăх пăхсан аçисем — 300, амисем 200-230 килограма çитеççĕ. Çура нумай тăвать, 10-12- рен кая мар. Вĕсем 6 уйăхран 100 килограмм таякан пулаççĕ.
Шурă шултра ăрат тĕнчипех сарăлнă. Унăн салă тата ашĕ пысăк пахалăхлă. Дюрокăн кĕлетки самаях тăсăк. Ăна хăвăрт çитĕннĕрен самăртаççĕ. Ландрас Данирен çитнĕ. Чĕрĕ виçепе шутласан таса аш-какай 60 процентран кая мар тухать. Тĕрлĕ çимĕç хатĕрлеме пĕççи уйрăмах паха.
В.ВАЛЕНТИНОВ.
Комментировать